Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ỹркенмелле мар анчах

           Кỹлпуçĕнчи Приовражная урамра пурăнакан Александровсемпе Осиповсен çемйисене чăнах та нимĕнле Турци çыранĕсем те, Египет курорчĕсем те кирлĕ мар. Вĕсен тăван ялĕнчи хăтлă кил-çуртĕнче пурăнма та, канма та условисем çителĕклех. Ачисене те мĕн пĕчĕкрен илемлĕхе, искусствăна, тирпейлĕхе, ĕçе хăнăхтарса çитĕнтереççĕ. "Илемлĕ пурăнма чараймăн" каларăш аса килет çак çемьесен кил-çуртне, пахчари фонтанне, беседкине, хитре чечексем явса илнĕ тăпăл-тăпăл тарасине, пур çĕрте те ỹсекен тĕрлĕ тĕслĕ чечексене, улма-çырла йывăççисене курсан. Чăнах та, чылай чухне эпир "вăхăт çук" çине ярса нумай ĕçе ерçсен те пурнăçламастпăр, шухăшланине пурнăçа кĕртместпĕр. Кỹлпуçĕнчи Анатолипе Любовь Александровсем тата Антонинăпа Сергей Осиповсем вара яваплă вырăнсенче тăрăшаççĕ, чунне парса ĕçлеççĕ, килте те çаплах вăй хума хал çитереççĕ. Л.Александрова Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисен çурчĕн директорĕнче тăрăшать, упăшки Анатолий _ НПО "Промсервис" ЗАО директорĕн çумĕ. Виçĕ ачине тивĕçлĕ воспитани парса ỹстереççĕ. Урăхла та пулаймĕ. Ачасем ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхне курса çитĕнеççĕ. А.В.Осипова Елчĕкри ачасен пултарулăх çурчĕн директорĕ. Упăшки Сергей, НПО "Промсервис" ЗАОра вăй хурать. Ывăлпа хĕр çитĕнет тăрăшуллă çемьере. Ашшĕ-амăшĕ пекех илеме туйса ỹсеççĕ вĕсем, тĕрлĕ музыка инструменчĕпе калаççĕ


"Елчĕк Ен"
07 августа 2009
00:00
Поделиться