Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çемье экипажĕсем малта

 

 
 
 Акционерсен "Прогресс" обществинчи кашни бригадăрах вырма ĕçĕсем хĕрсе пыраççĕ. Иртнĕ çулсенчи пекех, кăçал та хуçалăхра çемье экипажĕсем пысăк пуçарулăх кăтартаççĕ. Хĕрỹ ĕççи вăхăтĕнче хуçалăхăн тĕп инженерĕ Валерий Куприянов "Дон-1500" комбайн штурвалĕ умне ларать. Ответлă ĕçе Саша ывăлне те явăçтарать. Вĕсем _ хуçалăхри чи маттур комбайнерсем. Хальлĕхе экипаж 6200 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ. Куприяновсем хыççăнах Кудрявцевсен çемье экипажĕ малалла талпăнать. Иртнĕ çулсенче Владимир Кудрявцев вырмана Елена мăшăрĕпе тухатчĕ. Кăçал амăшне Эдуард ывăлĕ улăштарчĕ. Вĕсем "Дон_1500" комбайнпа 5000 центнера яхăн тырă çапса тĕшĕленĕ. Муллинсен çемйин экипажĕ те ĕçре пысăк çаврăнăçулăх кăтартнипе палăрать. Ытти чухне водительте ĕçлекен Сергей хăйне пулăшаканĕ пулма ашшĕне чĕннĕ. Владимир Васильевич ывăлĕн сĕнĕвне хирĕçлеймен. Виççĕмĕш çул çапла килĕштерсе ĕçлеççĕ. Вĕсен кăтартăвĕ _3700 центнер. Чувайкинсем те "уй-хир карапĕ" çинче пуçласа мар. Виталий Николай ывăлĕпе "Енисей" комбайна пĕр тикĕс ĕçлеттерессишĕн тимлет. Иккĕшĕ те ăмăртура малта пыракансем патне çитессишĕн канăçне çухатнă. Хуçалăхăн анлă уйĕсенче 8 комбайн ĕçлет. Ытти комбайнерсем те тĕш тырра çухатусăр пуçтарса кĕртессишĕн хăйсенчен килнине пĕтĕмпех пурнăçлаççĕ. Комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă турттаракан водительсем хушшинче те хĕрỹ тупăшу пырать. Кашни комбайн патне пĕр автомашина çирĕплетнĕ. Чи хастаррисем _ Николай Романовпа Юрий Каринкин. Вĕсем паянхи кун тĕлне 6300 _ 5800 центнер тырă турттарнă. Александр Егоров та вĕсенчен юласшăн мар _ унăн кăтартăвĕ кăштах пĕчĕкрех.


"Елчĕк Ен"
07 августа 2009
00:00
Поделиться