Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пуçаруллисен ĕç ăнать

"Победа" ОООра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 603 гектар йышăнаççĕ, çав шутра кĕрхисем 220 гектар. Халĕ хуçалăхра уй-хирти пуянлăха алла илессипе тимлеççĕ. _ Кĕрхи тулла, вăл 41 гектар çинче çитĕннĕ, пухса илтĕмĕр. Тухăç та начар мар _ кашни гектартан 30 центнер ытла тухрĕ. Халĕ ыраш уйĕнче ĕç пырать, _ кăмăллăн пĕлтерет хуçалăх ертỹçи Н.Головин. Хуçалăхра иртнĕ кĕркунне ыраша 179 гектар çинче акса хăварнă. Тухăç кунта та пĕчĕк пулманни куç умĕнче _ паккуссем хулăн. Ыраша, ытти культурăсене прицеплă КПП-4,2 косилкăпа çулса кушăхтарнă. Халĕ Артур Алексеев механизатор "Енисей _ 1200" комбайнпа çапса тĕшĕлет. Василий Петров водитель çапнă тырра ГАЗ-53 автомашинăпа йĕтеме турттарать. Часах хуçалăхра çăмăллатнă кредитпа туяннă çĕнĕ "Полесье-812" комбайн уя тухмалла. Çакăн хыççăн ĕç хăвăртлăхĕ тата та ỹсет. Уй-хирти ытти культурăсем те ĕлкĕрсе, пиçсе пыраççĕ. Хуçалăхра пĕтĕм лаптăк çинчи сĕлле вырнă. Ăна та паян-ыран пуçтарса кĕртме тухмалла. Юлашки çулсенче тĕрлĕ хурт-кăпшанкăпа сиенленнине пула белокпа пуян пăрçана сахал туса илме пуçларĕç. Çапах та "Победăсем" çак культурăна хисеплени палăрать _ районти 70 гектар çинчи пăрçаран 30-шне çак хуçалăхра çитĕнтернĕ. Унăн паха тĕслĕхне ытти çĕрте алла илсен аванччĕ. Вырма ĕçĕсене пурнăçлама çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ. Халĕ механизаторсемпе специалистсен пуçарулăхĕ çеç кирлĕ. Вĕсем вара мал ĕмĕтлĕ, ĕçе тивĕçлипе пурнăçлас шухăшлă.



"Елчĕк Ен"
04 августа 2009
00:00
Поделиться