Пĕлỹ кунне _ çĕнĕ шкулта
2009 _ 2010 вĕренỹ çулĕнче пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 22 шкул алăксене уçĕ. Патреккелĕнчи тĕп шкул ачасене вара çĕнĕ çуртра кĕтсе илĕ. Икĕ хутлă кирпĕчрен купаланă çуртра кĕçĕн тата аслă классенче вĕренекенсем валли пỹлĕмсем, шкул директорĕпе учительсем валли кабинетсем, акт залĕ, библиотека, 50 вырăнлăх столовăй, мастерской, техперсонал валли пỹлĕм, санузелсем пур. Строительствăн тĕп подрядчикĕ _ "Энергосервис" ООО. Хальхи вăхăтра строительсем урайне хăма сараççĕ, алăксене вырнаçтараççĕ, линолеум сарма хатĕрленеççĕ. Çав вăхăтрах котельнăйне çĕнетеççĕ, хушма газ хуранĕсем вырнаçтараççĕ. Электрооборудование тĕрĕслесе пăхаççĕ. Субподрядчик _ "Куçса çỹрекен "Яльчикская" механизациленĕ çул-йĕр колонни" производство кооперативĕ шкул территорине тирпей-илем кĕртме пуçăннă. "Энергосервис" ООО строителĕсем шкул автобусĕ валли ăшă гараж хăпартаççĕ. Юхса тухакан таса мар шыва тасатма "Биокси - 75" установкăсем вырнаçтарнă. Шкулăн çĕнĕ çурчĕ республика бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕпе çĕкленнĕ. Инçетрен йыхăрать шкул çутийĕ...
"Елчĕк Ен"