Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Малти _ малах

Вырмана чи малтан тухнă акционерсен "Прогресс" обществинче ĕç кал-кал пырать, хуçалăх пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 37 процентне пухса кĕртнĕ ĕнтĕ. "Победа" ОООра та ĕçе кирлĕ пек пĕлсе йĕркелесе пыраççĕ, кунта тĕш тырă культурисен пĕтĕм лаптăкĕн 32 процентне тăкаксăр пухса кĕртнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче тыр-пул тухăçлă çитĕннĕ, вăл кашни гектартан 30-шар центнер тухать. "Комбайн", "Свобода", "Рассвет", "Марс" ял хуçалăх предприятийĕсенче те ĕççи вăхăтне хăвăртлатас тĕллевпе малтан кĕрхи культурăсене вырса паккуссене кушăхтарма хывнă. Ĕçе çакăн пек йĕркелени вырмана 4-5 кун маларах пуçăнма май панă. Вырса пăрахнă лаптăксенчи тырă шăрăх çанталăкра лайăх типнĕ, çапла майпа ăна çапса тĕшĕлесси ансат та хăвăрт пулнă. Хальхи вăхăтра вĕсенче пуринче те тыр-пула тỹрремĕн çапса тĕшĕлеççĕ. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те çитĕннĕ тыр-пула тăкаксăр пухса кĕртессишĕн канăçĕсене çухатнă. Аслă Елчĕкри В.Чернов фермер пĕтĕм лаптăкри кĕр тыррисене (пурĕ 110 гектар) малтан вырса пăрахса кушăхтарнă. Халĕ ăна çапса тĕшĕлеççĕ, çак ĕçе паян-ыран вĕçлемелле. Анатри Тимешри "Гаврилов", Лаш Таяпари "Бикуловы", Аслă Пăла Тимешри "Феникс" хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче те кĕр тыррисене çапса тĕшĕлеççĕ, вырăнсенче ĕçе тухăçлă йĕркелесе яма пултарнă. Вырмана малтан тухнă асăннă ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче малашнехи ĕçсем те кал-кал пулса пырасси паллă. Анчах Ленин ячĕллĕ, "Колос", "Кушкă" ял хуçалăх предприятийĕсем пирки çакна калаймăн, вĕсенче вырмана тухма васкамаççĕ. Ленин ячĕллĕ, К.Маркс ячĕллĕ, "Труд" ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç кая юлса пырать. Вĕсен вырмара ыттисемпе тан мĕнле ĕлкĕрсе пымалла? .


"Елчĕк Ен"
04 августа 2009
00:00
Поделиться