Хваттерсене газпа ăшăтаççĕ
Пурăнмалли çуртсене "кăвак çулăмпа" хутса ăшăтма тытăннăранпа ял çыннин пурнăçĕ самай çăмăлланчĕ. Унчченхи пек вутă касса çурасси, çĕр кăмрăкĕ кỹрсе килесси çинчен шухăшламалли çук халĕ унăн. Уйрăмах ватăсенчен: "Газ кĕртнĕренпе ырлăх çитрĕ", _ тенине час-часах илтме пулать. Чăннипех те çапла, хальхи вăхăтра чылай çын çурчĕсене анчах мар, мунчине те газпа хутса ăшăтать, паварĕнче выльăх апачĕ хатĕрлет. Мĕн тери çăмăллăх! Коммуналлă çуртсене централизациленĕ майпа газпа хутса ăшăтаççĕ. Хальхи вăхăтра нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем пĕрин хыççăн тепри хăйсен хваттерĕсене уйрăммăн хутса ăшăтмалли газ кăмакисем вырнаçтараççĕ. Иртнĕ 2 çул хушшинче Мир урамĕнчи 2 çуртра, Андреев урамĕнчи 1 çуртра, Юбилей урамĕнчи 4, 9, 12-мĕш çуртсенчи хваттерсенче газ кĕртнĕ пулсан, кăçал Комсомол урамĕнчи виçĕ хутлă 27 хваттерлĕ, Çурçĕр, Мир урамĕсенчи хваттерсенче газ кĕртессипе тимлеççĕ. Монтаж ĕçĕсене "Канашмежрайгаз" тата "Чебоксарский стройгаз" предприятисем пурнăçлаççĕ.
"Елчĕк Ен"