Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тĕн историйĕ, культури - уроксенче

 

 

 Дмитрий Медведев Раççейри пысăк конфессисен пуçлăхĕсемпе тĕл пулсан шкул программине тĕн, культура, этика никĕсĕсем çинче çĕнĕ уроксем кĕртессине ырланă. Проект малтанах 18 регионти (унта Чăваш Ен те кĕрет) 12 пин шкулта (256 пин ача вĕренет) пурнăçланĕ. Эксперимент пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх йăнăшсене тỹрлетĕç, ыррине малалла тăсĕç, тен, çĕнĕ дисциплинăна çĕршывăн пур шкулĕсенче те тишкерме пуçлĕç, анчах та 2012 çултан маларах мар. Хальлĕхе çак уроксене 4 тата 5-мĕш классенче ирттерме йышăннă. Педагогсем 10-11 çулсенчи ачасем асăннă наукăсене уйрăмах лайăх йышăнма пултарнине палăртнă. Вĕренекенсем хăйсене мĕн кирлине, килĕшнине, интереслентернине суйласа илме пултараççĕ: 1) пĕр-пĕр конфессин (тĕслĕхрен, православи, ислам, иудаизм, буддизм религийĕсен) культура никĕсĕпе историйĕ. 2) пĕтĕм тĕнчери тĕп религисен историйĕпе культури. 3) "Основы светской этики" курс. Хăш предмета суйласа илесси кашни ачан, ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕ пулнин сăлтавĕ религи пĕрлешĕвĕсем патшалăхран уйрăм пулнипе, кашни мĕнле религи суйласси хăйĕнчен анчах килнипе çыхăннă. Тĕн ыйтăвĕсемпе пачах интересленменни виççĕмĕш предмета суйласа илме пултарать. Мĕн каланă-ха çакăн тĕлĕшĕпе Мускав тата пĕтĕм Руç патриархĕ Кирилл: " Çакăн пек ваттисен сăмахĕ пур: "Ирĕксĕр кĕл тăвакан - Турра кĕл тăвакан мар". Тĕн идейисене хăйсен ирĕкĕпе ăса хывни анчах çынна усса пырĕ. Питĕ тĕплĕ тишкерỹ те патшалăхшăн нимĕн хăрушши те çуккине, опыт _ паха пулнине кăтартать." Предметсене чиркỹпе çыхăнман педагогсем вĕрентĕç. Çавна май çĕршывĕпе 40 пин ытла вĕрентекенĕн квалификацие ỹстерекен курссенче пĕлỹ илмелле пулĕ. Çĕнĕ вĕренỹ пособийĕсем те кĕске вăхăтрах кăларма тивĕ. Уроксен расписанийĕсенче çĕнĕ предметсем 2010 çулхи çуркунне курăнма пуçлĕç.


 



"Елчĕк Ен"
31 июля 2009
00:00
Поделиться