Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Шкулсем çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕр-и?

 Утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче районти ятарлă комисси вĕренỹ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслерĕ. Иртнĕ çулсенче комисси членĕсем шкулсене темиçе ушкăна пайланса тĕрĕсленĕ пулсан, кăçал тĕрĕслев валли 5 кун уйăрнă. Çакăн тĕп сăлтавĕ _ кашни шкулпах тĕплĕн паллашса тĕрĕс хак парасси. Кĕçнерни кун комисси членĕсем Вăрăмхăва, Тăрăм, Çĕнĕ Пăва, Курнавăш, Çуткỹл шкулĕсенче пулчĕç. Шкулсене кăçал Чăваш Республикин Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерстви хатĕрленĕ ятарлă планпа тĕрĕслеççĕ. Унпа килĕшỹллĕн шкул ачисене хăтлăхпа ăшăлăх, вĕренме тивĕçлĕ условисем туса панисĕр пуçне пушар тата антитеррор хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси тĕп вырăнта. Санитарипе гигиена тата медицина требованийĕсене пурнăçланине те тишкереççĕ. Маларах асăннă 4 шкула тĕрĕслеме райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ С.Скворцов, Роспотребнадзорăн Чăваш Енри уйрăмĕн Патăрьел районĕнчи территори пайĕн специалист-эксперчĕ Т.Яковлева, районти пушар хурал чаçĕн инспекторĕ А.Васильев, ШĔМĕн районти шалти ĕçсен пайĕн участокĕсенчи уполномоченнăйсен ертỹçи В.Щипцов хутшăнчĕç. Кашни шкултах тĕп юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Вĕсенче пуринче те хăтлăх хуçаланни, классемпе коридорсем тата шкул пахчисем тĕрлĕ тĕслĕ чечексемпе хитреленни _ йăлана кĕнĕ пулăм. Авăн уйăхĕн 1-мĕшне сăрласа капăрлатнă çутă классемпе коридорсенче кĕтсе илес тĕллевпе педагогсемпе ытти ĕçченсем çулсеренех ырми-канми тăрăшаççĕ. Çапах та хăш-пĕр шкулсенче çитменлĕхсем, ĕçе вĕçне çитермен тĕслĕхсем куç тĕлне пулчĕç. Пушар хăрушсăрлăх енĕпе те сахал мар ĕç пурнăçланă. Огнетушительсем кашни шкултах çителĕклĕ. Пур шкулта та пушар сигнализацине вырнаçтарнă. Вăрăмхăва шкулĕнчи пушар сигнализацине юсамалла. Эвакуаци планĕсене те хальхи инструкципе çĕнетсе хатĕрленĕ. Çапах та чылай шкулта (Вăрăмхăва, Тăрăм шкулĕсем, Çĕнĕ Пăвари "Илемпи" ача сачĕ) пушар хăрушсăрлăх паллисене çителĕклĕ таран вырнаçтарман. Вĕсенчен хăш та пĕрисенче элоктрощит çумне хăйăр тултарнă ешчĕксем лартман. Курнавăшпа Çуткỹл шкулĕсемсĕр пуçне классемпе коридорсенчи выключательсемпе розеткăсем çумĕнче те кирлĕ паллăсем çителĕксĕр. Вăрăмхăва, Тăрăм, Çĕнĕ Пăва шкулĕсенче столовăйсенче санитарин çĕнĕ правилисемпе килĕшỹллĕн ĕçлеменни палăрчĕ. Курнавăшпа Çуткỹл шкулĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне уйрăмах тăрăшса хатĕрленни сисĕнчĕ. Курнавăш шкул тăррине сăрланă. Пурĕ 300 килограмм сăрă кайнине пĕлтерет шкул директорĕ П.Кузнецов. Тăрăм шкулне пырса кĕнĕ çĕрте çĕнĕ тамбур туса хунă, Çĕнĕ Пăвари ача садĕнче хутса ăшăтмалли системăна çĕнĕрен хута янă. Комисси членĕсем шкулсенчи ырă пулăмсене те палăртрĕç, çав вăхăтрах çитменлĕхсене кĕске вăхăтра пĕтерме хушса хăварчĕç.


"Елчĕк Ен"
24 июля 2009
00:00
Поделиться