Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Район уй-хирĕсенче

Вырма ĕçĕсем пуçланчĕç. Утă уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне акционерсен "Прогресс" обществинче 52 гектар кĕрхи тулă, "Рассвет", "Победа", "Марс" ЯХПКсенче 150 гектар ыраш вырнă. 30 гектар çинче ("Аранчеево", "Арланово" ОООсенче, "Кушкă" ЯХПКра) вăрлăхлăх козлятник çулнă, çав шутран 10 гектарне ("Арланово" ОООра) çапса тĕшĕленĕ. Фермăри выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма пурĕ 5240 тонна (79 процент) утă, 29601 тонна (112 процент) сенаж, 1950 тонна (18 процент) силос хатĕрленĕ. Пĕр çул ỹсекен курăксене 3130 гектар (93 процент) çулнă. 120 гектар кĕрхи çĕртме сухи тунă. Кĕр тыррисене акма 3425 гектар çĕр хатĕрленĕ.


"Елчĕк Ен"
24 июля 2009
00:00
Поделиться