Утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ĕçлĕ çул çỹревпе пирĕн районта пулчĕ. Елчĕкри "Улăп" физкультурăпа сывату комплексĕ умĕнче республика Президентне тата унăн мăшăрне Светлана Юрьевнăна район пуçлăхĕ Николай Миллин тата унăн мăшăрĕ Тамара Николаевна, район ертỹçисем, Елчĕк çыннисем кĕтсе илчĕç. Хальхинче района Федоровсен ачисем _ отпускри ывăлĕ Василий тата хĕрĕ _ Карина студентка та килнĕ. Чăваш Республикин Президентне чи малтанах пирĕн районта тăвакан строительство объекчĕсем интереслентерчĕç. Спорт комплексĕпе юнашарах районти шалти ĕçсен пайĕн çуртне тăваççĕ, автовокзал çуртне реконструкцилеççĕ, нумай хваттерлĕ çуртсене юсаççĕ. Район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене юсамалли программăпа килĕшỹллĕн Елчĕкре кăçал 11 çурта тĕпрен çĕнетеççĕ. Çакăн валли 16 миллион тенкĕ ытларах уйăрнă. Юсав ĕçĕсен çуррине пурнăçланă та ĕнтĕ. Республика Президенчĕ обществăлла çуртсене юсассине çитес çул вĕçлемеллине, çакăн валли тĕрлĕ шайри бюджетран çителĕклĕ укçа-тенкĕ уйăрасси çинчен пĕлтерчĕ. "Автотур. Бизнесцентр" объект автостанци никĕсĕ çинче çĕкленет. Унти ĕçсене "АвтоВАС" ОАО укçи-тенкипе пурнăçлаççĕ. Пĕрремĕш хутра автостанци кассисем, залĕ сыхланса юлаççĕ, 2-мĕш тата пĕр енче хăпартакан 3-мĕш этажсенче администраци пỹлĕмĕсем, суту-илỹ залĕ, кафе, илем салонĕ вырнаçаççĕ. Çаксем пурте пассажирсене çăмăллăх тата йăлари пулăшусем парассине ỹстереççĕ. Объектра куллен 50 яхăн çын ĕçлет. Палăртнă ĕçсен çуррине кунта пурнăçланă. Ăна кăçалхи юпа уйăхĕнче туса пĕтереççĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн комплексне иртнĕ çул çак вăхăтра пуçланă. Кăçал Раççейри милици кунĕ тĕлне вăл та ĕçе кĕрет. Икĕ этажлă çуртпа юнашар гараж, котельнăй, техникăна заправка тумалли пункт, служба йыттисене усрамалли вырăн пулаççĕ. Подряд ĕçĕсене "СМУ-59" ООО пурнăçлать. Анчах укçа-тенкĕ çитменни строительство ĕçĕсен хăвăртлăхĕнче палăрать. Николай Федоров объектра пулчĕ, унти ĕçсемпе паллашрĕ, укçа-тенкĕ ыйтăвне паян-ыран татса парасси çинчен пĕлтерчĕ. Пĕлỹ кунĕ тĕлне Патреккелте 150 ача вырнаçмалăх шкул хăйĕн алăкĕсене уçмалла. 58 миллион тенкĕ тăракан икĕ этажлă çуртра класс пỹлĕмĕсемсĕр пуçне директор, учительсен кабинечĕсем, акт залĕ, библиотека, пĕр харăс 50 ача апатланмалăх столовăй залĕ, техперсонал валли пỹлĕм, санузелсем пулаççĕ. Николай Федоров Елчĕкри строительство ĕçĕсемпе кăмăллă пулнине пытармарĕ. "Тĕнчери финанс кризисне пăхмасăр Елчĕк районĕ малалла аталанать, кунта строительство ĕçĕсем лайăх хăвăртлăхпа пыраççĕ. Районта пĕр программа та, пĕр проект та пурнăçланмасăр юлмасть. Çакăншăн савăнмалла çеç", _ терĕ вăл. Республика Президенчĕ туса ирттерекен ĕçсем çынсен пурнăç пахалăхне витĕм кỹнине палăртрĕ. Николай Васильевич Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул çумĕнче Газпром программипе ĕçе кĕртнĕ искусствăлла спорт площадкинче пулчĕ, шкулти учительсемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе курса калаçрĕ. Районта вырма ĕçĕсем пуçланчĕç. 5 хуçалăхра кĕрхи культурăсене пухса кĕртме тухнă. Николай Федорова "Прогресс" ЗАОн кĕрхи тулă пуссинче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев, "Прогресс" хуçалăх ертỹçи Петр Скворцов кĕтсе илчĕç. Вĕсем республикăри, хуçалăхри уй-хир ĕçĕсемпе кĕскен паллаштарчĕç. Николай Васильевич тата унăн мăшăрĕ "ACROS" комбайн штурвалĕ умне ларчĕç, çĕнĕ техника киввисенчен лайăх енĕпе уйрăлса тăнине палăртрĕç. Ял хуçалăхĕнчи çĕнĕ техникăна ĕçе кĕртес тĕлĕшпе республикăри "Агроинновация" хысна предприяти нумай тăрăшать. Унăн ертỹçи Н.Васильев хăнасене, районти хуçалăхсен ертỹçисене тăпрари апат пахалăхне самантрах палăртакан "Amity-245" оборудованипе паллаштарчĕ. Хальлĕхе вăл республикăра пĕрре кăна-ха. Унăн пуласлăхĕ малашне. Вăл тăпрана анализа илсе çĕр пулăхлăхне пĕлме пулăшать, ăна пуянлатма мĕнле удобренисем кирлине палăртать. Ял çыннисемпе сыв пуллашса Николай Федоров вĕсене çĕр ĕçченĕн пархатарлă ĕçĕшĕн тав турĕ, вырмара пысăк çитĕнỹсем тума ырă сунчĕ. |