Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Выльăх апачĕ ытлăн-çитлĕн пулĕ

Выльăх-чĕрлĕхрен мĕн чухлĕ продукци туса илесси выльăх апачĕ хатĕрленинчен нумай килет. Çакна шута илсе "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче пахалăхлă утă, сенаж, силос хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕнче 170 тонна (70 процент) утă, 1300 тонна (80 процент) сенаж хатĕрленĕ. Унсăр пуçне, куккурусран силос хывма палăртаççĕ. Кăçал "уй-хир пикин" лаптăкне те анлăлатнă, вăл 60 гектар çинче çитĕнет. Вырмаччен шутлă кунсем тăрса юлаççĕ. Çавна май механизаторсем юлашки тапхăрта хăйсене шанса панă ĕç вырăнĕсенче тата та тимлĕрех пулма тăрăшни куç кĕрет сисĕнчĕ. Пур лаптăкри курăка кĕске вăхăтра пухса кĕртме ĕлкĕрес тесе вĕсем уй-хирте вăхăта пăхмасăр ĕçлеççĕ, килĕсене вара каç сĕмĕпе анчах таврăнаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче нумай çул ỹсекен курăксене кая юлмасăр, чи лайăх вăхăтра çулнă тата пухса кĕртнĕ. Хатĕрленĕ утта ансат мелпе туса лартнă ятарлă склада вырнаçтарнă. Унта механизаци вăйĕпе ĕçлеме те май пур. Апат пахалăхĕшĕн тăрăшса сенаж хатĕрленĕ чухне те йĕркене çирĕп пăхăнса пурнăçлаççĕ. Çулса пăрахса кушăхтарнă курăкри нỹрĕклĕх хисепĕ тивĕçлĕ шайра пулнине çирĕплетнĕ хыççăн анчах ăна траншейăна хываççĕ, закваскăпа усă кураççĕ. Сенаж масси вĕтĕ, вăл технологи ыйтнине тивĕçтерет. Ферма çывăхĕнчи траншейăсене вырнаçтаракан сенажа Валерий Иванов механизатор МТЗ 1221 йышши пысăк кустăрмаллă тракторпа пусăрăнтарать. Виталий Чернов механизатор курăк массине хранилищĕне сапалама пулăшать. Апатпа тулнă сенаж траншейине, вăл пысăк пахалăхпа упрантăр тесе, çав кунхинех полиэтилен пленкăпа витеççĕ. Пĕр траншейăна тултарса полиэтилен пленкăпа витнĕ ĕнтĕ. Хуçалăхри механизаторсем пурте, пĕрин хыççăн тепри, яваплăха туйса тимленине пула кашни кунхи ĕç кал-кал, ăнса пырать. Михаил Петров механизатор кирек хăш ĕçре те шанчăклă, тăрăшуллă çын пулни çирĕпленет. Вăл кашни çул комбайн штурвалĕ умне ларать, ытти тĕрлĕ йышши техникăна та тухăçлă ĕçлеттерме пултарать. Хальхи вăхăтра вăл 136 гектар çинчи пĕр çул ỹсекен курăка сенаж валли çулнă çĕрте тăрăшать. Хуçалăхри ăста механизатор Е-303 йышши курăк выракан косилкăна чăхăмлама памасть, çавăнпа ĕçĕ те кал-кал пулса пырать. Владимир Петровпа Валерий Сергеев çулса пăрахса кушăхтарнă курăка туранă çĕрте яваплăха туйса тимлеççĕ. Сергей Баймушкин тата Сергей Старостин, Сергей Афанасьев тата Николай Тимофеев водительсем хатĕр сенаж массине ферма çывăхĕнчи траншейăсене турттараççĕ.


"Елчĕк Ен"
17 июля 2009
00:00
Поделиться