Телейлĕ библиотекарь
Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн "Чăваш Ен çитĕнĕвĕ - кашнин пуçарулăхĕнче" Çырăвне тĕпе хурса ĕçлет Курнавăш ялĕнчи тĕслĕх библиотекин ертỹçи Раиса Онуфриевна Горшкова. "Çынсен ăс-тăнне тата тавра курăмне вăхăт кăларса тăракан чĕнỹсемпе шайлашуллăн йĕркелес ыйту çивĕч тăрать", _ тенĕ унта. Нумай ĕç туса ирттерет ял библиотеки çак енĕпе. Чи малтанах унта пырса кĕрсенех темле асамлă та илĕртỹллĕ тĕнчене лекнине туятăн. Хитре те илемлĕ чечексем, тĕрлĕрен куравсем, юмах кĕтесĕ, ал ĕç выставки, кĕнекесем, хаçатсемпе журналсем пурте хăй вырăнĕнче. Пулаççĕ вĕт çут тĕнчере Раиса пек пуян чунлă, анлă тавра курăмлă, мал ĕмĕтлĕ çынсем. Сăпайлă та тỹрĕ чунлă, пултаруллă та хастар хĕрарăм Курнавăш ялĕнчех Лапинсен туслă та ĕçчен çемйинче çуралса ỹснĕ, мĕн ачаран çынна хисеплеме, ырă ĕçпе, канашпа пулăшма вĕреннĕ. Библиотека пĕлтерĕшĕ тĕслĕх статуса районта иккĕмĕш илнĕ хыççăн татах та ỹсрĕ. Кам кăна килсе вĕренмерĕ пуль Раиса Онуфриевнăран çĕнĕлле ĕçлеме. Чăннипех те культурăпа информаци центрĕ пулса тăчĕ ял библиотеки. Кама Интернетпа çыхăнса тĕрлĕ информаци тупса памалла, кама реферат, сочинени çырма кĕнеке кирлĕ. Библиотека çĕнĕ кĕнекесемпе, дисксемпе пуян. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Ф.Федоров парнеленĕ 16 томлă Н.Ашмарин словарĕн пуххи яланах вулакансен аллинче. Библиотекăра тĕрлĕ уçă уроксем, викторинăсем, тĕл пулусем час-часах иртеççĕ. Тĕрлĕ темăпа хатĕрленĕ электронлă презентацисем ял халăхне уйрăмах илĕртеççĕ. Ялти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ пулнă май Раиса Онуфриевна тĕрлĕ отрасльте вăй хуракан хĕрарăмсемпе яланах юнашар. Районти хĕрарăмсен культурăпа спорт фестивалĕсенче Курнавăш пикисем малтисен ретĕнче пулнине хăнăхнă ĕнтĕ эпир. Алă вăйĕ виçекенсем, йĕлтĕрпе ярăнакансем, тутлă апат-çимĕç пĕçерекенсем, юрă-ташă ăстисем те Курнавăшсемех. Вĕсен çепĕç те ăста аллисем витĕр тухнă тухьясем, тутăрсем, тĕрĕсем кама кăна тыткăнламан пулĕ!? Çамрăк мăшăрсен "Пурнăç илемĕ" клубĕ 1988 çултанпа ĕçлет. 20 çул хушшинче "Сурхури", "Хĕле ăсатни" уявсем, "Упăшка шапашра" дискуссисем паян та чылайăшĕн асĕнче. Раиса пултаруллă библиотекарь çеç мар, амăшĕ те, мăшăр та, асанне те... Мăшăрĕ, Василий, ял пурнăçĕнче кирлĕ профессие алла илнĕ. Ял хуçалăх инженерĕ вăл. Чăваш йăли-йĕркине пăхăнса çемье ялтах тĕпленме шутланă. Вăхăт иртнĕ май пурнăçа тăван тăрăхпа çыхăнтарнăшăн пĕрре те ỹпкелешмеççĕ Горшковсем. Чăн-чăн арçыннăн ывăл çураттармалла, йывăç лартмалла тата пỹрт хăпартмалла тенине кил хуçи лайăх пĕлет. Вĕсене пурнăçланă Василий. Чăх-чĕп вĕçсе каçайми кил-çурт çĕкленĕ, Горшковсем лартнă йывăçсен шучĕ те çук. "Çемье вăл _ пĕчĕк общество. Кил-çуртра тăнăçлăх, килĕшỹ, пĕр-пĕрне хисеплени, ăнланни хуçалансан _ çын телейлĕ", _ тет Р.Горшкова. Çапла, тĕрĕс. Ашшĕ-амăшне кура ачи-пăчи те пултаруллă та маттур ỹсрĕ çак çемьере. Алеша ывăлĕпе Наташа хĕрĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтерсе алла диплом илнĕ, пурнăç çулĕ çине тухнă. Горшковсем асаттепе асанне ята та илтнĕ. Юратнă мăнук çитĕнет туслă çемьере. Ырă улмуççи сĕтеклĕ те тутлă çимĕç çитĕнтерни куç умĕнчех. Ĕç _ пурнăç тыткăчи. Вăлах çынна çĕклет, ят-сум хушать, киревсĕр йăлапа çыхланасран сыхлать, çемьене телей кỹрет. Çавăнпа та Горшковсем ĕçлеме ỹркенмеççĕ, ачи-пăчине те мĕн пĕчĕкрен ĕçе явăçтарнă. Çемьере пурнăçланă кирек хăш ĕç те телей, савăнăç кỹрет. Ача ашшĕ-амăшне сăнласа вĕренет, ырлăха та вĕсенченех илет. Район, республика шайĕнче иртекен культура мероприятийĕсенчен пĕрре те аякка пăрăнмасть Раиса. Çулталăкри ĕç итогĕсем тăрăх "Чи лайăх библиотека ĕçченĕ", "Чи лайăх библиотека" ятсене пĕрре мар тивĕçнĕ. Йăрăс пỹллĕ, кăмăлпа та, сăнпа та маттур хĕрарăмăн вăй-хăвачĕ самантлăха та иксĕлменнинчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Пултаруллă ĕçтешĕмĕре, çывăх тантăшăмăра ял-йыш, юлташĕсем хисеплеççĕ, унпа çывăхрах пулма тăрăшаççĕ. Çак кунсенче хаклă ĕçтешĕмĕр çуралнă кунне паллă тăвать. Хăйне питĕ телейлĕ хĕрарăм тесе шутлать вăл. Юнашар юратнă мăшăрĕ, ывăлĕпе хĕрĕ, кун çути парнеленĕ амăшĕ, юратнă ĕç, савнă тăванĕсемпе юлташĕсем _ çакăнтан хакли мĕн пур тата пурнăçра?! |
|
"Елчĕк Ен"