Хамăрăн радио пурри пысăк савăнăç
Мĕн пĕчĕкрен радио сассипе ыйхăран вăранаттăмăр эпир. Кунĕпе кил хушшинче тĕрлĕ ĕç пурнăçлатăн-и е пахчана çум çумлама тухатăн-и _ пысăк саспа ярса хунă радиопа кулленхи çĕнĕ хыпарсемпе паллашатăн, илемлĕ юрăсемпе киленсе ĕçлетĕн. Пурнăç урапинчен сиксе юлман иртнĕ çулсенче. Самана улшăнса, çĕнелсе пынă май пралуклă радиона хумпа, темиçе каналпа тытаканни улăштарчĕ. Районти линипе техника цехĕнче, çыхăну уйрăмĕсенче "Соло" радиоприемниксем сутрĕç. Ăна туяннисем кирлĕ хумсене тыткаларĕç-ха. Анчах пурте мар. Район халăхĕ республикăри, районти çĕнĕ хыпар-хăнара итлейменшĕн шутсăр пăшăрханчĕ. Хăшĕсен "Маяк" е "Раççей радио" каналĕсем чарăнмасăр калаçрĕç-ха, халĕ те вĕсене итлекенсем йышлă. Сăмах май каласан, кăçалхи ака уйăхĕнчен "Маяк" радио хумĕ çинче Шупашкара итлеме пуçларăмăр. Кунне тăватă хутчен паракан вунă минутлăх передачăсем те чуна çывăх пулса кайрĕç. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнчен, Чăваш чĕлхин кунĕнчен, республикăра наци радиовĕ ĕçлеме пуçларĕ. Тахçантанпа кĕтекен ырă пулăм. Виççĕмĕш уйăх ĕçлекен "Чăваш енĕн наци радиовĕ" автономи учрежденийĕн ĕмĕт-тĕллевĕсем пысăккине пĕлтĕмĕр: радио куллен 6 сехетрен пуçласа 22 сехетчен ĕçлет. Хыпарлавăн 60 проценчĕ чăвашла янăрать, 35 проценчĕ _ вырăсла, 5-шĕ республикăра пурăнакан ытти халăхсен чĕлхипе. Программăсен 30 процентне информаципе аналитика передачисем йышăнаççĕ, тепĕр 30 процентне _вĕрентỹпе çыхăннисем. Музыка, литературăпа драма енĕпе хатĕрленисем валли - 20-шер. Информаципе аналитика программисем валли кунне 5 сехет уйăрма палăртнă. Т.Евдокимова директор ертсе пыракан учреждени ĕçе виçĕ тапхăрпа йĕркелесе яма планланă. Пĕрремĕш тапхăрĕ - ака-çу уйăхĕсем (çĕнĕ хыпарсем, музыка программисем, ачасен передачисем), иккĕмĕшĕ _ 2009 çулхи авăн уйăхĕ ( çĕнĕ хыпарсем, ачасемпе çамрăксен программисем, литературăпа драма передачисем). 2010 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тулли хăватпа ĕçлеме пуçласшăн автономи учрежденийĕ. Çакă кашни чăваша савăнтарни иккĕлентермест. Чăваш наци кăларăмĕсем УКВ 72,41 МГц (Йĕпреç) тата АМ 105 МГц (Çĕрпỹ) радиопередатчиксем урлă эфира тухаççĕ. Анчах çак хумсем пирĕн тăрăхăн кашни кĕтесне йĕркеллĕ çитейменрен, хальхи йышши, хăватлă радиоприемниксене те пурте туянайманран наци радиовне итлекенсем сахаллăн районта. Чылай ял тăрăхне шăнкăравларăм çак ыйтупа, анчах ялсенче наци радиовĕ ĕçленине пĕлекенсем те сахал. Радио калаçтăр тесе тăрăшакан организаци çук районта. Çавăнпа унпа интересленекенсемпе, пĕр сăмахпа каласан, маçтăрсемпе, сăмах пуçартăм. Вĕсем вара сăлтавне пирĕн района маларах асăннă хумсем лайăх çитменнине пĕлтереççĕ. Пире çывăхарах вырнаçнă Йĕпреç радиопередатчикне тата хăватлатмаллине палăртаççĕ. Тỹскелте пурăнакан В.Пушковпа калаçатăп, вĕсен çемйи çеç мар, кỹршĕ-арши те наци радиовне итлет. Çамрăк кил хуçи тахçанхи радиоприемникне кăларса пăрахман, Раççейĕн хăш-пĕр каналĕсене итлекеленĕ вĕсем. Наци радиовĕ ĕçлеме пуçласан вара палăртнă хумсене тытас тесе ăшталаннă. Тăрăшсан-тăрăшсан тытнă УКВ 72,41 МГц хума. Вара вăл приемника урама вырнаçтарнă. _ Наци радиовĕ пулни питĕ лайăх. Кунĕпе калаçать , ман шутпа, никама та чăрмантармасть. Кỹршĕсем кăмăллă та. Пахчара ĕçленĕ чухне илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрани камăн кăмăлне çĕклемĕ? Е тата ачасем юмахсене хăлха тăратсах итлеççĕ,- пĕлтерет Владимир. Çакна палăртма кăмăллă: компьютерпа туслисем Интернет урлă наци радиовне юратса итленине пытармаççĕ.Çакна савăнсах пĕлтеретĕп, район администрацийĕн сайтĕнче ятарлă баннер уçнă, унта кирек кам та кĕме пултарать. Наци радиовне тахçантанпа кĕтетпĕр. Малашне радиопередатчиксене тулли хăватпа ĕçлеттерсен, ял çыннисем çĕнĕ йышши приемниксем туянсан районти кашни кил-çуртра чăваш радио сасси янăрĕ. Ватăсем те ĕлĕкхиллех хăлха тăратса радио итлессе шанатăп. _ Унччентерех чăваш композиторĕсен çĕнĕ юррисене радио итлесе вĕренеттĕмĕр, халĕ республикăри паллă юрăçсем тем юрлаççĕ, нимĕн пĕлмесĕр пурăнатпĕр. Шутсăр кĕтетпĕр наци радиовĕ пирĕн патăмăрта та тулли хăватпа ĕçлессе. Юрă-кĕвĕ çеç-и? Радиопа чăваш спектаклĕсене итлессе шанатпăр. Унччен телевиденипе спектакльсем курса киленеттĕмĕр, халĕ вара унпа та кăтартмаççĕ. Театршăн тунсăхласа çитрĕмĕр,- теççĕ Елчĕкри культурăпа кану центрĕнчи "Тантăш" фольклор ушкăнне çỹрекенсем. Апла пулсан, шанатпăр, çĕнни вăй илетех. |
"Елчĕк Ен"