Çитĕнет хунав парка, пулĕ çĕр улми шултра
Елчĕкрен Комсомольскипе Канаша каякан автоçул хĕррипе, Кỹлпуç ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă çĕр улми лаптăкĕсенчен чылайăшĕ куç илеймĕ. Тỹп-тỹрĕ йăрансем, шап-шурă чечеклĕ хунавсем чăннипех илĕртỹллĕ. Чылай çул каялла никам та усă курман лаптăксем сахал мар çыннăн чунне ыраттарнă, уйрăмах çĕр çинче ĕçлесе пурнăçĕ иртнĕ ватăсене. Хăш-пĕр лаптăксене "Эмметево" ООО ĕçченĕсем çаврăнăша кĕртрĕç. Иртнĕ çул вара çĕнĕ хуçа та тупăнчĕ _ "Слава картофелю _ Яльчики" агрофирма йĕркеленчĕ. Хăвăлçырма тата Кỹлпуç ялĕсенче ĕçсĕр тăрса юлнă çынсемшĕн ĕç вырăнĕ те тупăнчĕ. Çĕнĕ хуçалăх ялсен малашлăхĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Халĕ ешерекен хирсем çине пăхсан кăмăл çĕкленет. "Слава картофелю _ Яльчики" агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ Ю.Галкин пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр хура пусă лаптăкне ĕçлесе хатĕрлесе 260 гектар çинче кĕрхи тулă акса хăварнă. Лайăх пăхса тăнăран, ĕçе тивĕçлипе йĕркеленĕрен калчасем лайăх çитĕннĕ, пучахсем тулли те вăрăм. Кунта пысăк тухăç пуласси паянах паллă. Çапах та агрофирмăн тĕп тĕллевĕ _ çĕр улми çитĕнтересси. Кăçал ăна 106 гектар çинче лартнă. Агротехника требованийĕсене пăхăннине пула, "иккĕмĕш çăкăр" уйĕнче пĕр çум курăкне те кураймăн. Калчасем те парка, шап-шурă чечекре. Çĕр улмине тивĕçлĕ хакпа сутса тупăш илме ĕмĕтленеççĕ агрофирмăра. Малашне, алă çавăрса ярсан, "иккĕмĕш çăкăр" валли çĕнĕ хранилищĕсем туса хута яма шутлаççĕ Тунă ĕçсемпе çеç лăпланса лармаççĕ Хăвăлçырмасемпе Кỹлпуçсем. Хальхи вăхăтра 930 гектар хура пусă лаптăкне ĕçлесе хатĕрленĕ, кỹршĕ Шуршу ялĕнче пурăнакансемпе те килĕшсе татăлнă _ вĕсен 350 гектарне алла илнĕ. Кăçал та кĕрхи культурăсене палăртнă вăхăтра акса хăварасшăн. Çитес çул вара "икккĕмĕш çăкăр" лаптăкĕ те пысăкланĕ. Ĕçлекен çынна тивĕçлĕ ĕç укçипе тивĕçтерессипе те тимлеççĕ. Акă, нумаях пулмасть çеç ялти çынсене çĕр пайĕсемшĕн 265 килограмм тĕш тырă панă. Кĕрхи вăхăтра вара çĕр улмине пухса кĕртме халăха ытларах явăçтарасшăн. Ĕçлекен пулсан ял пĕтмест.
"Елчĕк Ен"