Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Выльăх апачĕ çителĕклĕ пултăр

тесе çулсеренех ăнăçлă тăрăшаççĕ акционерсен "Прогресс" обществин ĕçченĕсем. Кунта пĕтĕм ĕçе лайăх йĕркеленĕ. Акă, нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулса 300 тонна утă, 1800 тонна сенаж хывса хăварчĕç. Çулакан агрегатсемпе ĕçлекен Л.Иванов, В.Воронцов, А.Владимиров, утă пухса пресслакан агрегатсене ĕçлеттерекен В.Чувайкин, В.Охотин, А.Куприянов механизаторсем чăннипех ырă ята тивĕç. Вĕсем утă, сенаж хатĕрленĕ çĕрте тăрăшрĕç. Уй-хиртен фермăсем патне выльăх апачĕ турттарма 2 "Урал", 3 КамАЗ, 3 "ЗИЛ", 3 "ГАЗ-53" автомашинăсем хутшăнчĕç.


"Елчĕк Ен"
01 июля 2009
00:00
Поделиться