Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Мăкăнь улăмĕ суд тенкелĕ çине лартнă

Вулакан астăвать пулĕ, иртнĕ çул "Елчĕк ен" хаçатра Канашран ятарласа мăкăнь улăмĕ пухма килнĕ çамрăксене Аслă Елчĕк ялĕнче милици сотрудникĕ тытса чарни пирки кĕскен çеç хыпарланăччĕ. Ĕçĕ вара çапларах пулнă. 2008 çулхи авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче 6 сехетре С.Сабировпа (Канаш хулинчен) М.Максимов (Челябинск облаçĕнчен) ятарласа тытнă автомашинăпа Аслă Елчĕк ялне килсе чарăннă. Хуçалăхсен пахчисене ухтарса тухнă хыççăн вĕсем хăйсем валли мăкăнь улăмĕ пуçтарнă. Ирпе 9 сехет тĕлĕнче хайхисем йĕрке хуралĕн ĕçченĕн аллине çакланнă. Тытса чарнă чух Сабировпа Максимов çумĕнче 311,8 тата 850,7 грамм мăкăнь улăмĕ пулнă. Çамрăксен тĕлĕшĕпе РФ УК 228 статйин 1 тата 2 пайĕсемпе килĕшỹллĕн ĕç пуçарнă. Асăннă ĕçе район судĕнче пăхса тухнă. М.Сабирова суд РФ УК 228 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн 2 çула, С.Максимова асăннă статьян 2 пайĕпе 3 çула ирĕк прависĕр хăварма, УК РФ 73 статйипе килĕшỹллĕн М.Сабиров наказанине пĕр çуллăх тĕрĕслев вăхăчĕпе, С.Максимов айăплавне пĕр çул та ултă уйăх тĕрĕслев вăхăчĕпе условлă тесе шутлама йышăнчĕ. Наказани панă чух Сабировпа Максимов маларах судпа айăпланманнине, айăпне йышăннине тата ỹкĕннине, М.Сабировăн çамрăк ача пуррине шута илчĕ. Çак тĕслĕхе тĕпе хурса халăха çапла асăрхаттарас килет. Наркомани питĕ хăрушă чир. Ун авăрне ытларах çамрăксем çакланни паллă. Вĕсен ретне вара кашнин ачи тăма пултарать. Çавăнпа та асăннă киревсĕр-лĕхпе кĕрешесси йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен анчах мар, пур çыннăн тĕп тивĕçĕ пулса тăмалла. Пĕлсе тăрса е пĕлмесĕрех пахчасенче мăкăнь е кантăр тĕпĕсем çитĕнтерни саккуна пăсни, хамăрăн ачасене наркомани енне çул уçса пани пулать. Çак ĕçшĕн çирĕп явап тытма тивет. Саккуна пĕлменни яваплăхран хăтармасть.


"Елчĕк Ен"
01 июля 2009
00:00
Поделиться