Хатĕрленỹ ĕçĕсем пыраççĕ
2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта тăватă ыйту пăхса тухнă. Пĕрремĕш ыйтупа _ çырава хатĕрленсе ирттерес ĕç районта мĕнле пыни çинчен комисси председателĕн çумĕ _ Чăвашстатăн Елчĕк районĕнчи тĕп специалисчĕ Л.Горшкова каласа панă. Елчĕк район пуçлăхĕн 2008 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе хуçалăхсен адресĕсене 2009 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне йĕркелесе çитерме палăртнă. Тăрăм, Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Курнавăш, Елчĕк ял тăрăхĕсенче те урам ячĕсене тата çурт номерĕсене пĕтĕмпех çĕнĕрен улăштарнă. Çак ĕçе ытти ял тăрăхĕсенче вĕçлесе пыраççĕ. Çавăн пекех ялсенче çуртсен списокĕсене туса хатĕрленĕ. Пурĕ 9114 çурта шута илнĕ. Çак шутран 9011 çуртра çынсем пурăнаççĕ. Уйрăм çуртсемпе обществăлла çуртсенчи хваттерсен хисепĕ 9777 шутланать. Район территорийĕнче вырнаçнă пысăк ялсен карттисене туса хатĕрленĕ. Çак карттăсемпе тата списоксемпе усă курса çуртсене регистратор участокĕсене пайланă. Çапла вара районĕпе 15 регистратор участокĕ йĕркеленĕ, регистраторсен списокне туса хатĕрленĕ. Пĕтĕм халăх çыравĕ пирки халăха ăнлантарса парассине йĕркеленĕ. Район хаçатĕнче халăх çыравĕ пирки статьясем пичетленеççĕ, район, ял тăрăхĕсен сайчĕсем çине информацисем вырнаçтараççĕ. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче çырав ыйтăвĕпе ятарлă альбом йĕркеленĕ. Л.Горшкова туса ирттернĕ ĕçсемпе çеç лăпланса лармалла маррине, палăртнă тĕллевсене вăхăтра пурнăçласа пымаллине аса илтернĕ. Халăх çыравĕ енĕпе ĕçлекен районти уполномоченнăй Г.Кузнецова ялти çуртсен списокне туса хатĕрлес ĕç çинче чарăнса тăнă. Унпа килĕшỹллĕн ялсене кварталсем çине пайланă. Халĕ регистраторсем ял тăрăх çỹресе пурăнакан тата пурăнман çуртсене палăртаççĕ, çынсен йышне шута илеççĕ. Кĕçĕн Таяпа, Лаш Таяпа, Аслă Таяпа, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсен ертỹçисем В.Власов, В.Воробьев, В.Малов, В.Рыбкин ял тăрăхĕсенче халăх çыравне хатĕрленсе ирттерес енĕпе туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарнă. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ В.Викторов ялсенче çуртсен списокĕсене тума тухнă регистраторсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе милици сотрудникĕсем мĕнле пулăшу пани çинчен каласа панă. |
"Елчĕк Ен"