Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Çамрăк ĕмĕр пĕрре çеç килет,

Присоединенное изображение
Ах, мĕн ма-ши вăл хăвăрт иртет", _ тесе юрлаççĕ юрăра. Чи хаваслă та илĕртỹллĕ вăхăт _ çамрăклăх. Вăл пысăк ĕмĕтсемпе, пуçарулăхпа, çĕнĕлĕхсемпе пуян. Çамрăк ăрăва çĕршыв ертỹçисем сахал мар тимлĕх уйăраççĕ. Раççейре Çамрăксен кунне ирттерни те çакна лайăх çирĕплетет. Районти яш-кĕрĕме халалланă Х фестиваль кăçал çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртрĕ. Фестивалĕн тĕп мероприятийĕсем пуçланиччен Ел-чĕкри тĕп стадионта хĕрсен командисен хушшинчи волейбол турнирĕ иртрĕ. Тĕп приза çĕнсе илессишĕн пурĕ 4 команда тупăшрĕ. Хĕрỹ ăмăртура Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн команди çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăна Çĕнĕ Пăвасемпе Елчĕксем тухрĕç. Уява пысăк хаваслăх кỹрес тĕллевпе Елчĕкри тĕп библиотека ĕçченĕсем çак кун "Юмах тĕнчинче" ятпа ача-пăча кĕнекисен презентацине йĕркелерĕç. Тĕрлĕ ỹсĕмри ачасемшĕн те кăсăклă, усăллă пулчĕç мероприятисем. "Кĕнекесенчи страницăсем" ятпа иртнĕ ỹкерчĕксен конкурсĕ, "Пурнăç çулĕпе _ кĕнекепе", "Кĕнекепе ỹс, ачам!" акцисем, "Кĕнеке. Вулавăш. Вулакан" представлени ачасене хăйсем патне йыхравларĕç. М.Çеçпĕл çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă "Вулакансен конкурсĕ" вара çамрăк талантсемпе паллаштарчĕ. Уявăн тĕп мероприятийĕсем каçхине 5 сехетре пуçланчĕç. Фестивале райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалисчĕ Н.Малышкин уçрĕ. Çак паллă кун ячĕпе яш-кĕрĕме район пуçлăхĕ Н.Миллин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем _ "Чăвашрегионгаз" ОООн тĕп директорĕ К.Мифтахутдиновпа Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ, "Елчĕк ен" ентешлĕхĕн ертỹçи О.Викторов саламларĕç. Н.Миллин çамрăксем район, çĕршыв пуласлăхĕ пулнине, вĕсем пурнăçлама палăртнă кирек мĕнле çĕнĕ программăна та, обществăлла ĕçсене хастар хутшăннине пĕлтерчĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунисене халалласа лартнă палăк умне чечексем хунă хыççăн ĕç ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ çамрăксене чысларĕç. Ф.А.Абрамов ("Колос" хуçалăх) "Чи лайăх çамрăк механизатор", А.С.Немцев (Прогресс" ЗАО) "Чи лайăх çамрăк водитель", Е.А.Макаров (Комбайн ЯХПК) "Чи лайăх çамрăк выльăх пăхакан", Л.Н.Батуллина (Кушкă шкулĕ) "Чи лайăх çамрăк учитель", В.Н.Архипов (Елчĕкри ачасен искусство шкулĕ) "Культурăри чи лайăх çамрăк ĕçчен", С.М.Яковлев реаниматолог-анестезиолог (Елчĕкри тĕп больница) "Медицинăри чи лайăх çамрăк ĕçчен", Р.С.Феткуллов (ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕ) "Йĕрке хуралĕн чи лайăх çамрăк ĕçченĕ", А.Н.Векова (Курнавăш шкулĕ) "Чи лайăх çамрăк спортсмен", А.Н.Чуманова (Таяпа Энтри шкулĕ) "Чи лайăх çамрăк вĕренекен" ятсене тивĕçрĕç. Райадминистрацин Н.Петров ячĕллĕ çамрăксен премийĕпе Курнавăш шкулĕнчи Николай Семенова чысларĕç. Çемье çавăракансене савăнăçлă лару-тăрура çырăнтарни, выпускниксен балĕ, Аслă Таяпа культура çурчĕ çумĕнчи çарпа истори клубĕн презентацийĕ уява хăйне евĕрлĕ хаваслăх кĕртрĕç. "Çамрăксем табак туртни çине мĕнле пăхаççĕ?" ыйту çине Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем кирлĕ хурав пачĕç. Фестивале илемлĕх, çутă сăн кĕртекенсем вара Намиби Республикинчен килнĕ "Каванго" фольклор ансамбль членĕсем пулчĕç. Вĕсене курма халăх районăн тĕрлĕ ялĕнчен, кỹршĕ районтан та килнĕ. Африканецсен юрри-ташшипе тỹлевсĕрех паллашма, вĕсене çывăхран курма тата юнашар тăрса сăн ỹкерттерме тата хăçан май пулĕ-ха? Куçаруçă урлă ыйтса пĕлнĕ хыççăн çакă паллă пулчĕ. Коллективра юрлакансенчен чи асли аллăра, чи çамрăкки çирĕм çиччĕре. Вĕсен хушшинче вĕрентекенсем те чылаййăн. Тумĕсене хăйсемех хатĕрлеççĕ _ шăрçисене тĕрлĕрен ỹсен-тăран вăррисенчен, чĕрчун шăлĕсенчен, арçынсен пуçне тăхăнмаллине гиена тирĕнчен хатĕрленĕ. Хĕрарăмсем юбкисене бамбукпа, çỹçĕсене йывăç тымарĕсенчен тунă шăрçасемпе капăрлатнă. Африканецсемпе Елчĕк юрăçисем чăваш юрри-кĕввипе ташлани вара чи кăсăклă самант пулчĕ. Шашистсен ăмăртăвĕ те хĕрỹ иртрĕ. Хĕрсен хушшинче А.Демидова (Кĕçĕн Таяпа), каччăсенчен А.Портнов (Аслă Пăла Тимеш), арçынсенчен А.Ишмуратов (Елчĕк) мала тухрĕç. 30 çула çитмен тата çак çултан иртнĕ футболистсен ăмăртăвĕ çамрăксем çĕнтернипе вĕçленчĕ. Районти художество пултарулăх коллективĕсен концерчĕ фестивале пухăннисене тĕттĕмчченех савăнма май пачĕ. Уява тата та кăсăклăрах тума тăрăшакансем, паллах, спонсорсем: "Чăвашрегионгаз" ООО (тĕп директорĕ К.Мифтахутдинов), Шупашкарти "Фармация" ПУП (В.Филимонов), Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ пĕчĕк механизаци участокĕ (М.Скворцов), "Елчĕк ен" ентешлĕх (О.Викторов), "Прогресс" ЗАО (П.Скворцов), НПО "Промсервис" ЗАО (Ю.Титов), "Комбайн" ЯХПК (Г.Федоров), "Радуга" лавкка (В.Егоров), "ЭлектроНикс" салон (Г.Никифорова), Л.Григорьев уйрăм предприниматель.


"Елчĕк Ен"
01 июля 2009
00:00
Поделиться