Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен паян тĕрлĕ ыйту татса пама тивет. Территорие тирпейлĕхре тытасси _ чи çивĕч ыйту. Ялсенче пухăнакан таса марлăха турттарса тухасси, çăвасене, выльăх-чĕрлĕх масарĕсене тирпейлесси, вĕсен таврашĕнчи картасене çĕнетесси е карта тытса çавăрасси, профилактика ĕçĕсене ирттересси ял тăрăхĕн пуçлăхĕсен ĕçĕнче тĕп вырăн йышăнаççĕ. Район прокуратурин ĕçченĕсем, йĕркене сыхлакан тата контрольлекен ытти органсем ял тăрăхĕсенче çут çанталăк сыхлавĕн саккунĕсене, йĕркене пăснăшăн айăпласа йышăннă суд решенийĕсене мĕнле пăхăннине тĕрĕслесех тăраççĕ. Кăçалхи çу уйăхĕн 13-18-мĕшĕсенчи тĕрĕслев çакна кăтартса пачĕ. Районти 9 ял тăрăхĕнче те каяшсене вăхăтлăх упрамалли вырăнсене палăртнă, саккунпа килĕшсе тăман çỹп-çап вырăнĕсене тасатассипе ĕçлеççĕ. Территорие санитари тасалăхĕпе тивĕçтерес тĕллевпе кашни ял тăрăхĕнче ятарлă схема хатĕрленĕ. Çапах та йăлара усă курнă хытă каяшсене кирлĕ вырăна леçессипе ăнăçлах ĕçлеменни палăрнă. Тĕрĕслев саккунпа килĕшсе тăман çỹп-çап вырăнĕсене тупса палăртнă: Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче _ 2, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче _ 4, Курнавăш ял тăрăхĕнче çакăн евĕр 1 çỹп-çап вырăнĕ. Танлаштарас пулсан, 2008 çулхи тĕрĕслевре ял тăрăхĕсенче çакăн евĕр 27 çỹп-çап вырăнĕ пулнине палăртнăччĕ. Çавна май район судне 27 иск тăратнă, район сучĕ ял тăрăхĕсенчи çитменлĕхсене кĕске вăхăтра пĕтерме хушса хăварса йышăну кăларнă. Черетлĕ тĕрĕслев вара çакна кăтартса пачĕ: суд йышăнăвне 5 ял тăрăхĕнче пурнăçламан. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче икĕ çỹп-çап вырăнĕнчен пĕрне, Лаш Таяпара çиччĕрен тăваттăшне, Курнавăшра улттăшне те, Тăрăмра саккăрăшне те, Аслă Пăла ял тăрăхĕнче тăххăртан çиччĕшне тасатман. РФ КоАПĕн 8.2 статйипе килĕшỹллĕн асăннă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тĕлĕшĕпе административлă ĕç пуçарнă, ăна Елчĕк районĕн 1-мĕш номерлĕ миравай суд участокне ярса панă. Çак йĕркесĕрлĕхе пĕтерме, айăплă çынсене тупса палăртса дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарма хушса район прокуратури Патшалăхăн Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьел районĕнчи территори пайĕн тата ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн ертỹçисен ячĕпе представлени тăратнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тĕп тивĕçĕсенчен тепри вăл _ выльăх масарĕсене тирпейлесе тăрасси. Паянхи кун районта выльăх-чĕрлĕх пытарнă 28 масар шутланать. Вилнĕ выльăх-чĕрлĕхе хальхи вăхăтра асăннă масарсене пытармаççĕ, вĕсене какай-шăмă çăнăхĕ хатĕрлеме Çĕрпỹри ветеринарипе санитарин утилизаци заводне леçеççĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче выльăх виллисене выльăх масарĕсене, юхан шывсене е кỹлĕсене, йăлара усă курнă каяшсене пăрахмалли контейнерсене е çỹп-çап вырăнĕсене пăрахнă пĕр тĕслĕх те тупса палăртман. Çапах та Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Пăла Тимеш, Тăрăм, Лаш Таяпа, Курнавăш ял тăрăхĕсенчи 13 выльăх масарĕнче ветеринарипе санитари правилисене пăхăнмаççĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн масар тавра 2 метр çỹллĕш хупă карта тытса, картан шал енĕпе 0,8-1,4 метр тарăнăш, 1,5 метр сарлакăш траншея чавса çаврăнмалла. Предприятисемпе учрежденисенче, йăлара усă курнă хытă каяшсене паянхи кун Елчĕкри свалкăна леçеççĕ. Свалкăпа Елчĕкри ММПП ЖКХ усă курать, çавна май кунти вырăна тирпейлесе, санитарипе профилактика ĕçĕсене пурнăçласа тăрасси унăн тĕп тивĕçĕ шутланать. Маларах ирттернĕ тĕрĕслевре саккуна пăхăнман тĕслĕхсене тупса палăртса асăннă предприяти тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнăччĕ. Елчĕк район сучĕ ĕçе 2008 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче пăхса тухнă, суд йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн 6 уйăх хушшинче ММПП ЖКХ ертỹçине санитари законодательствин çак ыйтăвĕсене тивĕçтерме хушса хăварнă: _ техработник валли пỹлĕм уйăрма; _ каяшсене турттарса килнине контрольлеме тата шута илме; _ свалка вырнаçнă территори хĕррисене тасатма; _ свалка вырăнĕ тавра çăмăл карта тытма; _ пуçтарăннă каяшсен тата вĕсене вырнаçтарас лимит нормативĕсен проектне хатĕрлесе ăна çирĕплетме Чăваш Республикин Ростехнадзор управленине ярса пама. Тĕрĕслев вăхăчĕ тĕлне Ел-чĕкри ММПП ЖКХ суд решенийĕсене пурнăçлама "васкаманнине" кура предприяти ертỹçи тĕлĕшĕпе РФ УК 315 статйипе килĕшỹллĕн ĕç пуçарнă. Тавралăхри тирпейсĕрлĕхпе таса марлăх кашнин сывлăхĕ çине витĕм кỹрет. Çакна шута илсе çут çанталăк сыхлавĕн саккунĕсене çирĕп пăхăнасчĕ. |