Чăваш Енре "Сывлăх" наци программи ĕçлеме пуçланăранпа ырă улшăнусем сахал мар. Çак программа Елчĕк тăрăхĕнче мĕнле пурнăçа кĕрсе пыни, тĕллевсем пирки калаçу пуçартăмăр та сывлăх сыхлавĕн "Елчĕкри тĕп больница" муниципалитет учрежденийĕн тĕп врачĕпе Л.А.Клементьевăпа. _ "Сывлăх" наци программине пурнăçа кĕртсе районта сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Вăл укçа-тенкĕпе перекетлĕ усă курма, инноваци проекчĕсене ĕçе кĕртме хушма майсем йĕркелеме май парать. Паллах, кунта хамăрăн та алă усса лармалла мар _ тупăшсен енĕпе тĕрлĕ çăл куçсем шырамалла. Тĕнчери экономика кризисĕ пĕтĕм отрасле пырса тиврĕ пулин те, кăçал эпир 1,442 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ оборудовани туянма, пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме май тупрăмăр. Акă, хаклă пулсан та электрокардиограмма тата артери пусăмĕн талăкри мониторингĕн оборудованине илсе килни çеç пысăк пулăм. Ỹпкене искусственнăй майпа уçăлтармалли аппарат, лаборатори диагностики валли тĕрлĕ оборудовани тата ыттине туянни те медицина пулăшăвне лайăхлатма, çынсен пурнăçне сыхласа хăварма май туса панине шанса тă- ратпăр. Хуçалăхра çуртсене çĕнетмесĕр малалла пурăнма çук. Çавăнпа çулсеренех юсав ĕçĕсене туса ирттеретпĕр. Иртнĕ вăхăтра реанимаци, васкавлă медицина пулăшăвĕн уйрăмĕсене çĕнетрĕмĕр. Çывăх вăхăтра прачечнăйне, поликлиникăпа хирурги уйрăмне те юсасшăн. _ Наци проекчĕн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри _ халăха диспансеризацилесси. Вăл мĕнле пырать? _ Тĕрĕссипе, çак ĕçе эпир лайăх пурнăçласа пыратпăр тесе каласан та йăнăш пулмĕ. Бюджет организацийĕсенче ĕçлекенсене медицина енчен туллин тĕрĕсленĕ. Халĕ ытти организацисемпе предприятисенче тăрăшакансен сывлăхне тишкеретпĕр. Кăçал 589 çын хушма диспансеризаци витĕр тухмалла. Ака-çу уйăхĕсенче 185 ĕçлекенĕн сывлăхне тĕрĕсленĕ. Кăтартусем савăнтарсах каймаççĕ. Диспансеризаци кăтартăвĕсем тăрăх чылайăшĕн сывлăхĕ (166 çын) виççĕмĕш ушкăнпа танлашнă, çавна май вĕсене тепĕр хут тĕрĕслемелле. Çакă та хумхантарать: диспансеризаци хыççăн алă-ура, мышцă, нерв системи хавшанипе, юн çаврăнăшĕн, апат ирĕлтекен органĕсен чирĕсемпе сиенленнисем чылай пулни палăрчĕ. Кунта медицина ĕçченĕсем енчен тимлĕх кирлине ăнланатпăр. Пирĕн учрежденин ку енĕпе условисем пур: наци проекчĕпе килĕшỹллĕн амбулаторипе поликлиника учрежденийĕн пурлăхпа техника никĕсне, васкавлă пулăшу станцине çирĕплетнĕ. Хальхи йышши диагностика оборудованийĕпе пуянланнă. Çак медицина техникипе пациентсене тĕрĕсленĕ çĕрте усă куратпăр. Паллах, вăл чирлĕ çыннăн чирне маларах тупма пулăшать. Çынсем те хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшмалла, сывă пурнăç йĕркине тытса пы- малла. _ Пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парасси кадрсенчен килни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ку енĕпе сирĕн учрежденинче лару-тăру мĕнлерех? _ Ăста кадрсем _ ĕç ăнăçлăхĕ. Районта пурăнакансене медицина пулăшăвĕ парас енĕпе 368 çын тăрăшать, вĕсенчен 49 врач, 182 медсестра. Пирĕн хушăмăрта халăх хушшинче пысăк чыса тивĕçнĕ ĕçченсем сахал мар. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ 5 врачĕ, медицинăн 1 сестри, пысăк категориллĕ _ 5, пĕрремĕш категориллĕ _ 18, иккĕмĕш категориллĕ 8 врач, пĕрремĕш категориллĕ _ 19, иккĕмĕш категориллĕ _ 45, виççĕмĕш категориллĕ 11 медсестра _ çак кăтартусем пирĕн коллектив чăннипех пултаруллă пулнине кăтартса памаççĕ-ши? Медицина персоналĕ хăйĕн ăсталăхĕпе пĕр вырăнта тăмасть _ ăна ỹстерме тăрăшать. Кăçал çеç 34 медработник хăйсен ăсталăхне тĕрлĕ вĕренỹ учрежденийĕсенче ỹстернĕ. Малашне те ку тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлесе пырăпăр. Ыран професси уявĕ _ Медицина ĕçченĕсен кунĕ. Çавна май сывлăх хуралĕнче тăрăшакан шурă халатлă ĕçченсене, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене, районта пурăнакансене пурне те ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп. Телейлĕ пулăр! |