Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин "Фармация" патшалăх унитарлă предприятин "Елчĕкри 40-мĕш номерлĕ аптека" филиалĕн коллективне ырă хыпар çитнĕ. Фармацевтсен республикăри конкурсĕнче аптекăри хатĕр эмелсене сутакан пай ертỹçи Людмила Алексеевна Такина фармацевт виççĕмĕш вырăна тухнă. Кĕтмен хыпар пулман çакă коллектившăн. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви, "Фармация" предприяти, сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри организацийĕ çулсеренех ирттерекен "Чи лайăх фармацевт" конкурса коллективра маларах хатĕрленме пуçăннă. Условисемпе килĕшỹллĕн, Л.Такина фармацевтăн пĕр кунхи ĕç-хĕлĕ пирки видеофильм ỹкернĕ. Жюри членĕсем ăна пысăк хак панă. Ытти участниксем конкурса тăратнă видеофильмсенче вырăсла калаçнă пулсан, Людмила Алексеевна вара наци чĕлхине мала хунă. Тĕрлĕ енлĕ иртнĕ конкурс: участниксем ыйтусем çине те хуравланă, практика ĕçĕсене те пурнăçланă. Çапах та унăн тĕллевĕ халăха эмелсемпе тивĕçтерессинче, фармацевтика пулăшăвĕ парассинче малти ырă опыта сарасси, çакăнта ĕçчен ăсталăхне палăртасси пулнă. Л.Такина конкурсра хăй чăннипех ĕçлеме, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнине кăтартса панă. Ульяновскра фармацевтика училищине пĕтернĕ хыççăн 23 çул аптекăра ĕçленĕ фармацевтăн чăннипех ăсталăхĕ пысăк.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.