Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çамрăк доярка

Ларма-тăма пĕлмен тепĕр стипендиат вăл _ "Комбайн" хуçалăхри Надежда Носова доярка. Кăçалхи ака уйăхĕнче ытти районсенчи çамрăксемпе пĕрле "Чăваш Енĕн ялĕсенчи çамрăксен малашлăхĕпе чăрмавĕсем" ятпа иртнĕ республика шайĕнчи Интернет-конференцие хутшăнчĕ вăл. Çак кунсенче редакцие кĕрсе тухрĕ. Эпир ăна хăйĕн çинчен каласа пама ыйтрăмăр. _ Эпĕ Патăрьел районĕнчи Çĕньял ялĕнче çуралса ỹснĕ. Кавалти Иван Носовпа пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ хыççăн "Комбайн" хуçалăха дояркăна ĕçлеме вырнаçрăм. Çемьере икĕ ывăл _ Алешăпа Данил _ çитĕнеççĕ. Паянхи кун ялта та тивĕçлĕ те тухăçлă ĕç тупма пулать. Ĕçлеме анчах ỹркенмелле мар. Ĕç укçи енчен пĕрре те кỹрентермеççĕ хуçалăхра. Дояркăн уйăхри ĕç укçи 12 - 13 пинпе танлашать. Кăçал вара эпĕ Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн стипендине илме тивĕç пултăм. Хавхаланса ĕçлеме май туса панăшăн эпĕ хуçалăх ертỹçине Гурий Иванович Федорова, ытти ĕçченсене, районти ертỹçĕсене пысăк тав сăмахĕ каласшăн. Çак стипенди çамрăксене ĕçре тата та пысăк ỹсĕмпе çитĕнỹсем тума, пуçаруллă пулма, хастарлăха ỹстерме, производствăна малалла аталантарма пулăшать тесе шутлатăп. Тăрăшса ĕçленине кура сума суни те питĕ кăмăллă. Иртнĕ çул çулталăкра 1 ĕнерен 7 пин килограмм ытла сĕт сунăшăн "Хуçалăхри чи лайăх доярка" ята тивĕçрĕм. Çавна май хуçалăх ертỹçи Гурий Федоров пылесос парса чысларĕ. Ун çумне тата çулталăк тăршшĕпе кашни уйăхри ĕç укçи çумне ĕç укçин 15 проценчĕ хушса тỹленет. Ялта пурăнма условисем çителĕклĕ. Çавăнпа та манăн çамрăксене яла юлма чĕнсе калас килет. Пире, çамрăк çемьесене, пулăшса тата хавхалантарса пынăшăн ертỹçĕсене тепĕр хут тав сăмахĕ калатăп.



"Елчĕк Ен"
23 июня 2009
00:00
Поделиться