Эпир акнă тырă-пулă ăнса пулĕ, чун шанать
Районти 52-мĕш Акатуй Раççей патшалăх уявĕпе пĕр куна килчĕ. Ăна Çĕр ĕçченĕн çулталăкне тата Çамрăксен çулталăкне халалланă. "Ырсамай" культурăпа кану паркне халăх йышлă пуçтарăннă. Елчĕк районĕн ĕç халăхне уяв ячĕпе саламлама Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Республикинчи полномочиллĕ представителĕ Геннадий Федоров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Елчĕк ен" ентешлĕхĕн президенчĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх университечĕн проректорĕ, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ Олег Викторов, Раççей Федерацийĕн налук службин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертỹçи Аркадий Дергачев, Шупашкарти педагогика колледжĕн директорĕ Валерий Сапожников, Раççей Перекет банкĕн 8613-мĕш номерлĕ Чăваш Республикинчи клиентсен корпоративлă уйрăмĕн ертỹçи Артем Пищик килсе çитнĕ. Уява ертсе пыракансем савăнăçлă юрă-кĕвĕ çеммипе сцена çывăхне районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисене, ял хуçалăх производствинче малта пыракансемпе художество пултарулăх ушкăнĕсен членĕсене йыхравлаççĕ. Елчĕксемпе пĕрле савăнма уява тĕрлĕ çĕртен килсе çитнĕ çынсене вĕсемпе паллаштараççĕ. Елчĕк ял тăрăхĕнчи (ертỹçи Владислав Сайкин) "Прогресс" ЗАОра (директорĕ Петр Скворцов) пурĕ 4066 гектар çĕр лаптăкĕ шутланать. Кăçал акционерсен хупă обществинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2300 гектар акса хăварнă. Кунта усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне шутласан выльăхсен хисепĕ чи пысăкки. Районĕпе туса илекен выльăх-чĕрлĕх продукцин тата ỹсен-тăран культурисен 20 процентне "Прогресс" ЗАОра туса илеççĕ. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче (ертỹçи Виталий Рыбкин) пурĕ 5 ял хуçалăх предприятийĕ, 5 хресчен (фермер) хуçалăхĕ шутланать. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ _ районти чи лайăх ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри. "Победа" хуçалăх кĕске тапхăрта мăйракаллă шултра выльăхсен хисепне 440 пуçа çитерме пултарнă. Хальхи вăхăтра кунта куллен кашни ĕнерен 25 килограмм сĕт сăваççĕ. "Марс" ЯХПКра ял хуçалăх культурисене 958 гектар çинче туса илеççĕ. Çĕнĕ инвестор килнĕренпе вăл ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсен ретне тăчĕ. Ỹсен-тăран культурисене, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене туса илесси кунта палăрмаллах ỹснĕ, техника паркне çĕнетсех пыраççĕ. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче (ертỹçи Леонид Кошкин) 3 ял хуçалăх предприятийĕ. "Эмметево" ООО (директорĕ Юрий Лапшин) сысна ĕрчетессипе районти чи лайăх хуçалăх шутланать. Кулленхи ĕçе йĕркелесе пырассинче энергие перекетлекен ял хуçалăх техникипе усă курасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ... "Алран кайми аки-сухи" юрă янăрать. Çак вăхăтра сцена çине пĕр енчен арçынсен, тепĕр енчен хĕрарăмсен ушкăнĕсем тухаççĕ, вĕсем авалхи чăвашсем ака ĕçĕсене мĕнле пурнăçланине кăтартса параççĕ. Савăнăçлă лару-тăрура "2009 çулхи ака чемпионĕ" ята тивĕçнĕ "Эмметево" ОООри Венарий Захаров механизатор, çулталăкри чи лайăх спортсмен Александр Лапшин, Вăрăмхăвари ялти культура çурчĕн заведующийĕ Лариса Казначеева уяв ялавне хăпартрĕç, Елчĕк районĕн гимнĕ янăрарĕ. "Акатуй" уявĕ ячĕпе малта пыракансене район пуçлăхĕ Н.Миллин саламларĕ. Кăçалхи çурхи уй-хир ĕçĕсене, хĕл тапхăрĕнчи выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Михаил Михайловский районти ĕç халăхне уяв ячĕпе саламланипе пĕрле чи тивĕçлисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене парса чыс турĕ. Вĕсем çаксем: Галина Круглова _ Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен, Олег Осипов _ Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти физкультура учителĕ, Петр Смирнов _ Курнавăшри информаципе культура центрĕн директорĕ, Рада Федорова _ Çуткỹлти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта историпе обществознани предмечĕсене вĕрентекен. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Республикинчи полномочиллĕ представителĕ Геннадий Федоров Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Елчĕк районĕн ĕçченĕсене "Акатуй" уявĕ ячĕпе саламланипе паллаштарчĕ тата Чăваш Республикин Президенчĕн Тав çырăвĕсене, Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене илме тивĕç пулнă хастар ĕçченсене ятран палăртса тав турĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Елчĕк ен" ентешлĕх ертỹçи Олег Викторов "Елчĕк ен" ентешлĕх умĕнчи пархатарлă ĕçсемшĕн" медальпе иртнĕ çулсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ Анатолий Молоствовпа Петр Блинова, хальхи район пуçлăхне Николай Миллина, район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн ертỹçине Антонина Александровăна парса чыс турĕ. Асăннă награда вĕсене "Елчĕк ен" ентешлĕхе çирĕплетсе тата аталантарса пырассинче тата пысăкрах вăй-хал парса тăрĕ. Ун хыççăн район пуçлăхĕ Н.Миллин ял хуçалăхĕнче малта пыракансене чысларĕ (вĕсен ячĕсене Акатуй умĕнхи район хаçачĕн номерĕнче çырса пĕлтернĕччĕ). Çĕрпе тухăçлă усă курнăшăн тата унăн пулăхне лайăхлатнăшăн паракан куçса çỹрекен вымпелпа 15 пин тенкĕ укçан премие "Победа" ял хуçалăх производство кооперативĕ илме тивĕç пулчĕ. Культура ĕçĕнче палăрăмлă ĕçсем пурнăçланăшăн Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхне Владимир Кузьмина Чăваш Республикин Культура тата национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç. Курнавăш ял тăрăхĕнче районта пĕрремĕш тĕслĕхлĕ библиотека, тĕслĕхлĕ культура çурчĕ уçăлнă. 2008 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх "Районти чи лайăх библиотека" ята Яманчỹрелти ялти библиотека (заведующийĕ Ираида Ермакова), "Чи лайăх клуб учрежденийĕ" ята Елчĕкри культурăпа кану центрĕ (директорĕ Валентина Портнова), "Чи лайăх библиотекарь" ята Елчĕкри библиотекăри краеведени секторĕн заведующийĕ Любовь Иванова, "Чи лайăх клуб ĕçченĕ" ята Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи Вăрăмхăвари ялти культура çурчĕн заведующийĕ Лариса Казначеева тивĕçрĕç. Тĕрлĕ отрасльте тăрăшакансен тепĕр ушкăнне пархатарлă ĕçшĕн район пуçлăхĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕç. Ака вĕçленнĕ хыççăн чăвашсен авалхи йăли-йĕркине тĕпе хурса Ака пăтти пĕçересси районта çирĕп йăлана кĕчĕ. Ял тăрăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсенче хатĕрленĕ ака пăттипе чăваш халăхĕн ытти чи сумлă апат-çимĕçĕ Акатуй уявне тата пуянлатрĕç. Хальхинче акционерсен "Прогресс" обществи, "Комбайн", Ленин ячĕллĕ, "Знамя", "Свобода", "Сатурн", К.Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕсем, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи Анатолий Петров хресчен (фермер) хуçалăхĕ хатĕрленĕ ака пăтти чи тутли пулнине палăртрĕç.
"Елчĕк Ен"