Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Текех нушаланмĕç

Çĕнĕ Эйпеç ялне çурхи-кĕрхи тапхăрта, пылчăкра кĕрсе тухма питĕ йывăрччĕ. Часах кунта пурăнакансемпе водительсене те çăмăллăх çитĕ. Ял урамĕсене çул сарма тытăннă. Вăл чулран пулĕ. Ял çынни яланах асфальтлă çул пирки ĕмĕтленет. Анчах, мĕн тăвăн, хальлĕхе ĕмĕте пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ çителĕксĕрри ура хурать. _ Тавах çакăншăн та, _ тет Петр Дружинин уйрăм предприниматель. _ Енчен те каçхине çумăр çунă пулсан ыран мĕнле çула тухмалли пирки шухăшлама тиветчĕ. Малашне çакăн пирки ыйтусем пулмĕç. Чулпа хытарнă çула "Чувашавтодор" организаци тăвать.


"Елчĕк Ен"
17 июня 2009
00:00
Поделиться