Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тỹлев виçине ỹстернĕ

 Раççей Федерацийĕн Социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи _ Чăваш Енри уйрăмĕ 2009 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнчен 2009 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчи 78 №-лĕ "Раççей Федерацийĕн Социаллă страховани фончĕн 2009 çулхи тата çитес 2010 тата 2011 çулсен бюджечĕ çинчен" федераци саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" федераци саккунĕ вăя кĕнине пĕлтерет. Ачаллă граждансен патшалăх пособийĕсене 1,085 вырăнне 1,13 виçепе индексацилессине палăртнă çак саккунра. 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнченхи пособисен виçисем: _ йывăр çын хĕрарăм учета малтанхи сроксенчех тăрсан пĕр хут паракан пособи _ 374,62 тенкĕ; _ организацие хупнипе ĕçрен кăларнă йывăр çын хĕрарăмсене, ача тунисене паракан пособи _ 374,62 тенкĕ; _ ача çуралсан пĕр хут паракан пособи _ 9989,86 тенкĕ; _ ĕçлемен граждансене пĕрремĕш ачине пăхнăшăн уйăхсерен паракан пособи виçи _ 1873,1 тенкĕ, иккĕмĕш тата хыççăнхисемшĕн _ 3746,2 тенкĕ; _ ĕçлекен граждансене пĕрремĕш ачине пăхнăшăн уйăхсерен паракан пособин чи пĕчĕк виçи _ 1873,1 тенкĕ, иккĕмĕш тата хыççăнхисене пăхнăшăн _ 3746,2 тенкĕ; _ ĕçлекен граждансене ача пăхнăшăн уйăхсерен паракан пособин чи пысăк виçи _ 7492,4 тенкĕ. 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен панă пособисене çĕнĕ виçепе шутламалла. Унсăр пуçне, 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен 2009 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчи 78 №-лĕ федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн, производствăри инкексенчен тата професси чирĕсенчен обязательнăй социаллă страхованин тỹлевĕн виçине ỹстерме пăхнă. Кашни уйăхра тỹлекен чи пысăк страхлав тỹлевĕ 45020 тенке çитĕ (2008 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче _ 5920 тенкĕ каярах пулнă), пĕр хут паракан страхлав тỹлевĕн виçине шутламалли сумма 58500 тенке çитĕ (пĕлтĕрхинчен 7600 тенкĕ нумайрах). РФ Социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ.


"Елчĕк Ен"
11 июня 2009
00:00
Поделиться