Кăçал Раççейре тăххăрмĕш хут социаллă ĕçченсен кунне уявлаççĕ. Çак кун çын нушине ăнланма тата пулăшма хатĕр тăракан çынсен уявĕ. Социаллă ĕçченсем халăха кунсерен йышăнса вĕсен ыйтăвĕсене татса парас тесе тăрăшса ĕçлеççĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕсене 12 тĕрлĕ пособи, уйăхсерен ĕç ветеранĕсене, таса ята тавăрнисене тата репрессие лекнисене, тыл ветеранĕсене пулăшма уйăракан укçана тỹлессине, ĕç ветеранĕсене телефонпа усă курнăшăн уйăхсерен çур хакне каялла тавăрса парассине, федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансене çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕшĕн тивĕçекен çăмăллăхсене укçан тỹлессине тата халăха çĕр кăмрăкĕпе, çут çанталăк газĕпе тата электроэнергипе усă курнăшăн субсиди парассине, сахал тупăшлă çемьесене пулăшассине, пĕччен пурăнакан ватăсене килне пырса пулăшу парассине, вĕсене Ваттисен çуртне вырнаçтарса пăхса тăрассине йĕркелесе пыраççĕ. Паянхи кун çак професси кирлĕ пулни куç умĕнчех. 2009 çул пуçланнă тĕле Елчĕк районĕнче 7500 пенсионер шутланнă. Вĕсенчен 117-шĕ вăрçă участникĕ, 4424-шĕ ĕç ветеранĕ, 1589-шĕ тыл ĕçченĕ, вăрçăра, вăрçă хыççăн вилнĕ салтак арăмĕсем 295, таса ята тавăрнисем тата репрессие лекнисем 46. Çак граждансене 2008 çулта 12043293 тенкĕлĕх çăмăллăхсемпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех ĕçре сусăрланнă çынсене те тимлĕхсĕр хăвармастпăр эпир. Вĕсем пирĕн районта 1596 çын. 2008 çулта 5155224 тенкĕлĕх çăмăллăхсемпе усă курнă. Районти 113 хисеплĕ донор 858700 тенкĕлĕх компенсаци илнĕ. Çавăн пекех социаллă хỹтлĕх пайĕ нумай ачаллă, сахал тупăшлă, тулли мар, сусăр ачасене çитĕнтерекен, усрава илнĕ е тăлăх ачасене пăхакан çемьесене тимлĕхсĕр хăвармасть. 1578 çемье 10311000 тенкĕлĕх уйăхсерен паракан ача укçи илнĕ. 2008 çулта 74 çемьене 638 пин тенкĕлĕх ача çуратнăшăн пĕр хутчен паракан пособи, хĕрарăм йывăр çын чухне тата çăмăлланнă хыççăн паракан пособие 81 ача амăшне 62252 тенкĕ, ачана çулталăк çурăна çитиччен пăхнăшăн паракан пособие 268 çемье 5349000 тенкĕ, ача усрава илнĕ 51 çемьене 3294225 тенкĕ пулăшу панă. Социаллă хỹтлĕх пайĕн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ _ сахал тупăшлă çемьесене регистраци туса куçăмлă майпа вĕренекен студентсене социаллă стипенди илме справкăсем парасси, çынсем вилсен вĕсене тирпейлесе пытарнăшăн çемйисене укçа тỹлесси, Чернобыль катастрофинче пулнă участниксене апатшăн тата сывлăхне сиплеме уйăхсерен укçа тỹлесси, вăрçăра пуç хунă салтак арăмĕсене çурт-йĕр юсама субсиди парасси, вăрçă инваличĕсене транспортпа тивĕçтересси тата транспорт хатĕрĕсене страхланăшăн укçа тỹлесси тата ытти те. 2008 çулта граждансене тĕрлĕ пулăшу пама республика бюджетĕнчен социаллă хỹтлĕх пайне пурĕ 50053183 тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне районта ĕçлекенсен ĕç условийĕсене, ĕç сыхлавне йĕркелесе пырасси, производствăра сусăрланнисене, професси чирĕсемпе сиенленнисен йышне чакарасси, ĕç вырăнĕнчи хăрушсăрлăх йĕркисене предприятисенче çирĕп пăхăнса пырассине йĕркелесе пыратпăр. Пĕччен пурăнакан ватăсене пăхассине "Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕ" туса пырать, вăл 1997 çулта уçăлнă. Центрта 6 уйрăм ĕçлет. 2008 çулта 108 социаллă ĕçчен 120 пĕччен пурăнакан ватă çынна пăхса тăнă. Çавăн пекех центр специалисчĕсем ялсем тăрăх çỹресе ватă çынсен пурнăç условийĕсемпе интересленеççĕ, май çитнĕ таран пулăшу параççĕ. 2008 çулта пурĕ 487 пĕччен пурăнакан ватă çын патĕнче пулнă, вĕсенчен 37-шне социаллă ĕçченпе тивĕçтернĕ, 1 çынна интерната, 5-ĕшне ваттисен çуртне вырнаçтарнă. Ваттисен çурчĕсем Çирĕклĕ Шăхалĕнче 20 çын валли, Лаш Таяпари 11 çын валли шутланса тăраççĕ. Паянхи куна Çирĕклĕ Шăхалĕнче 18 çын, Лаш Таяпара 10 çын пурăнать. Çуллахи каникул вăхăтĕнче центр çумĕнче ачасем валли ĕçпе кану лагерĕ йĕркеленет. Анчах та хамăр патра условисем çуккине пула лагерьсене шкулта уçатпăр. 2008 çулта пурĕ 60 ача, кăçал çавăн чухлĕ ача Курнавăш, Лаш Таяпа, Кивĕ Эйпеç шкулĕсене çỹреме пуçланă. Кашни çыннăн мĕн ватăлса виличченех социаллă сфера ĕçченĕсемпе тĕл пулма тивет. Вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе эпир çине тăрса ĕçлетпĕр. Хисеплĕ социаллă ĕçченсем, уяв ячĕпе сире! Ырлăх-сывлăх, телей, юрату, ĕçре çитĕнỹсем, çемьере килĕшỹ сунатăп. |