Фермăри сăвакан ĕнесене симĕс курăк çине кăларнă хыççăн вĕсем ытларах сĕт антарма пуçларĕç. "Сатурн" ял хуçалăх предприятийĕнче çу уйăхĕнче ĕнесене тăрантарма 25 гектар ыраш калчи уйăрнă пулнă. Ура айĕнчи йỹнĕ апатпа туллин тăрантарнăран çак тапхăрта сăвакан ĕнесен продуктивлăхĕ ỹснĕ. Хальхи вăхăтри сăвăм та пысăк _ фермăра куллен кашни ĕнерен 22 килограмран кая мар сĕт сăваççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕ В.Васильева хуçалăхра ĕçе тĕрĕс, пĕлсе йĕркеленине палăртать. Кунта кĕтỹçĕсен ĕçне икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Борис Миронов, Николай Афанасьев, Юрий Аввин кĕтỹçĕсем ĕнесене ирхине сунă хыççăнах ятарласа уйăрнă лаптăка çитерме илсе тухаççĕ, кăнтăрла вăхăтне лагере кĕртеççĕ, каçхи сăвăм хыççăн ĕнесене тепĕр хут калча çине кăлараççĕ. Çу уйăхĕнче çитерме ятарласа уйăрнă, усă курнă лаптăка иккĕмĕш хут кукуруза, рапс акса хăварнă. Вăл сăвакан ĕнесене кĕркунне тăрантарма ĕлкĕрет. Хальхи вăхăтра ĕнесене симĕс апатпа туллин тăрантарнипе пĕрлех кулленхи рациона йĕркеленĕ чухне çăнăхпа, жмыхпа усă курассине те тĕп вырăна хунă. Роза Сундулова, Светлана Мышкина, Ирина Кукурузова, Любовь Курчина, Надежда Титова, Вера Ласточкина дояркăсем хăйсене шанса панă ĕç вырăнĕсенче яваплăха туйса тимлени те ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пыма май парать.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.