Тăван яла темиçе çул килсе курман çын çак вырăн палăрмаллах улшăннине тỹрех асăрхать. Ĕлĕк лаша витисемпе шорник хуçалăхĕн территорийĕ пулнă вырăн тип-тикĕс, ем-ешĕл. Унта футбол, волейбол вылямалли площадкăсем, уяв сцени вырнаçнă. Йĕри-тавра тĕрлĕ йывăçсем лартса тухнă. Савăнăçлă лару-тăрура Елчĕк район пуçлăхĕ Н.Миллин, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Кошкин, "Труд" ЯХПК председателĕ В.Германов, Шупашкарти педагогика колледжĕн директорĕ В.Сапожников стадион-паркăн хĕрлĕ хăйăвне касаççĕ. Часах халăх сцена патне пуçтарăнать. Акатуй уявне "Труд" хуçалăхăн хисеплĕ ĕçченĕ Виталий Деомидович Петров уçать. Вăл стадион-парк тăвас ĕç мĕнле пуçланни, мĕнле пыни çинчен кĕскен каласа пачĕ. Эпир вара кун пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрăпăр. 4-5 çул каялла Тĕмер ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.Муллин тата "Труд" ЯХПК председателĕ В.Германов тăрăшнипе çак вырăна тикĕсленĕ, пĕчĕк çырмана питĕрнĕ, çỹлтен анакан çурхи тата çумăр шывĕсене айккинчен юхмалла тунă. Тĕмер ялĕ вырăнти хăй тытăмлăх реформи хыççăн Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхне кĕрсен стадион-парк тăвасси вăраха кайнă. Çак вăхăтра хуçалăх çум курăксене пĕтерме им-çам сапса тăнă. Анчах пуçланă ĕçе малалла тăсас шухăшлă çынсем пулчĕç. Чи малтанах Н.А.Муллина, А.С.Муллина, С.П.Солина, В.И.Германова, В.В.Сапожникова асăнмалла. Вĕсем стадион-парк тăвассине йĕркелесе пычĕç. Паллах, район пуçлăхĕн Н.П.Миллинăн, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Л.А.Кошкинăн, В.П.Солин, В.З.Солин предпринимательсен пулăшăвĕсĕр йывăра килнĕ пулĕччĕ. "Труд" ЯХПК тăкаксен чи пысăк пайне саплаштарчĕ. Ялта пĕрлешỹллĕ хуçалăх пурри аван çав. Тĕмерсем харсăрри пĕр тĕслĕхре курăннă. Елчĕкри "Ырсамай" кану паркĕнчи тимĕр сеткăсене тимĕр решеткесемпе улăштарнă май район пуçлăхĕ Н.Миллин ирĕк панипе унти юман юпасене, сеткăсене 300 метр ытла, ушкăнпа килсе пĕр кунта кăларса, сỹтсе кайнă. Çак ĕç А.Баранов, В.Николаев, С.Марков, Н.Муллин, И.Козлов, В.Мелкин, П.Никитин, Б.Уткин, С.Солин, В.Солин, К.Марков тата ыттисем тăрăшнипе пулнă. Икĕ кунра маларах асăннă çамрăксем, арçынсем тата Александрпа Василий Васильевсем, В.Уткин, Михаилпа Александр Давыдовсем, Дима тата Валерий Николаевсем, В.Жуков, А.Галкин, Алексейпе Николай Матросовсем, С.Кириллов, П.Жуков, А.Кузнецов, А.Муллин тата ыттисем стадион-парк йĕри-тавра 550 метр юпа лартнă, сетка тытнă. Район панă сеткăсемпе юпасем çитменрен ыттине хуçалăх, ял тăрăхĕ, предпринимательсем уйăрнă. Йывăçсем лартма шкул коллективĕ, хĕрарăмсем, ватăсем йышлă хутшăннă. Çапла кĕске вăхăтра ниме мелĕпе ялта "Юмансар" стадион-парк ỹссе ларнă. Акатуйра район пуçлăхĕ Н.Миллин Тĕмерсем ушкăнпа пысăк ĕç тума пултарнине, ытти ялсемшĕн ырă тĕслĕх кăтартнине, малалла урамсене, ялти çăл куç таврашне тирпей-илем кĕртессипе ĕçлемеллине палăртрĕ. Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ, Шупашкарти педагогика колледжĕн директорĕ В.Сапожников стадион-парк тума хутшăннă, çак ĕçе ертсе пыракансенчен пĕри. Ентешсене пысăк ĕç тунă ятпа вăл тав турĕ, яла районта чи лайăх ял шутне кĕртессишĕн ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалисчĕ А.Муллин хăй Тĕмер ял администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ чухне стадион-парка тума пуçăннине аса илчĕ, ял-йыша ĕçе вĕçне çитерме пулăшнăшăн тав турĕ. "Труд" ЯХПК ертỹçи В.Германов Акатуйăн савăнăçлă пайне малалла тăснă май хуçалăхра çурхи ĕçсем мĕнле иртни çинчен каласа пачĕ. Тĕмерсем кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 825 гектар, 32 гектар çĕр улми, 7,5 гектар столовăй чĕкĕнтĕрĕ акса-лартса хăварнă. Нỹрĕк тытас, çĕр хатĕрлес, акас, катоклас ĕçсенче В.Уткин, Е.Козлов, В.Иванов, В.Жуков, В.Козлов, Г.Александров, Геннадий тата Валерий Барановсем палăрнă. Кооператив председателĕ механизаторсене, тĕрлĕ ĕç тăвакансене, ферма работникĕсене пултаруллă ĕçшĕн тав турĕ. Унтан уяв концерчĕ пуçланчĕ. Шупашкартан аннă паллă артистсем С.Павлов, Е.Иовлева, В.Кузнецова, А.Московский ял çыннисене икĕ сехете яхăн хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Спорт ăмăртăвĕсен программи те анлă пулчĕ. Волейбол, футбол вăййисем, кире пуканĕ йăтасси, çуран чупасси, канат туртасси, инçĕшне калуш ывăтасси тата ытти вăйăсем мĕн каçченех пычĕç. А.Федоров мала тухакансене парнесемпе хавхалантарма спонсор пулăшăвĕ пачĕ.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.