Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вунă çул хушшинче тунă ỹсĕм

Чăннипех те савăнтараççĕ Елчĕк педагогĕсем: çулсерен Раççей Президенчĕн 100 пин тенкĕ грантне çĕнсе илекенсем нумайлансах пыраççĕ. Кăçалхи лауреатсен йышĕнче Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти истори учителĕ Владимир Арсеньевич Николаев та пур. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннăскер, вунă çул хушшинче коллективри хисепе, ачасен юратăвне çĕнсе илчĕ вăл. _ Анне, пĕлетĕн-и, кăçал вĕренме пуçланă обществознани предмечĕ питĕ интереслĕ. Унпа Владимир Арсеньевич вĕрентет. Кашни темăна тĕслĕхсемпе çирĕплетсе каласа парать те, пуçа часах кĕрсе вырнаçать. Унăн урокĕсем интереслĕ иртеççĕ. Кĕнеке çинчен кăна вĕрентмест вăл, _ тесе Марина хĕрĕм калани халĕ те асрах. Камсен ачисем мĕнле пулĕ те _ пирĕн шкулти çĕнĕлĕхсене сỹтсе яватчĕç çав. Владимир Ĕнел ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вăтам шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ. Вунă çул хыçа юлнине те сиссе юлаймарĕ. Юратнă ĕçре кун иртнине те туймастăн иккен. Пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекен _ истори тата обществознани учителĕсен районти методика пĕрлешĕвĕн членĕ. Çавна май уçă уроксене анализсем тăвакан эксперт комиссийĕн членĕ хăйĕн пĕлĕвне те ỹстерессишĕн тăтăшах тăрăшать. Чăваш Республикинчи Вĕрентỹ институчĕ йĕркелекен семинарсенче тĕрлĕ темăпа тухса калаçать, çĕнĕ технологисене алла илессишĕн талпăнать. В.Николаев пултаруллă учитель пулнине пĕлтереççĕ коллективра. Предмета лайăх пĕлни çеç мар, ăна ачасем патне тухăçлă çитерме ăнтăлни савăнтарать. Унăн урокĕсем пĕринчен тепри илĕртỹллĕ, вăхăт иртнине те сиссе юлаймастăн. Районти опытлă, вуншар çулсене хыçа хăварнă вĕрентекенсем те Владимир Арсеньевичăн вĕрентĕвĕн пахалăхĕ пысăккине палăртаççĕ. Вĕрентĕвĕн çĕнĕ мелĕсене ĕçе кĕртсе урок-лекцисем, диспутсемпе дискуссисем, конференцисем, зачетсем, экскурсисем йĕркелет. Уроксенче çеç мар, ун хыççăнхи мероприятисенче те вăл ачасен пĕлỹ шайне ỹстерессишĕн тăрăшать, ачасене тĕрлĕ шырав ĕçĕсене явăçтарать. Класри пĕр ача та ĕçсĕр ан лартăр тесе тимлет. Кайран вара малтан ỹркенекеннисемех истори событийĕсене шĕкĕлчеççĕ кăна. Ĕçре Интернетпа, видеопа час-часах усă курма пуçланăран вĕренекенсен предметсем çине тимлĕх ỹсни куç умĕнче. Хальхи вăхăтра унăн вĕренекенĕсенчен реферат, эссе, доклад çырма пĕлменни çук. Кĕнекепе хăйсем тĕллĕн ĕçлеме вĕреннĕ çĕрте В.Николаевăн тỹпи те çук мар. Хавхаланса çыраççĕ ачасем наукăпа тĕпчев ĕçĕсене. Вуласа савăнмалла. Юлашки виçĕ çул хушшинче Владимир Арсеньевич пĕлỹ паракан ачасен 80 проценчĕ "4" тата "5" паллăсемпе çеç вĕренет. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенче те çирĕп пĕлỹллине çирĕплетеççĕ вĕсем. Унăн вĕренекенĕсем яланах районти, республикăри олимпиадăсен çĕнтерỹçисем. 18-шĕ хальлĕхе истори, обществознани, правăпа экономика предмечĕсен призерĕсем. Çĕршывăн тĕрлĕ аслă шкулĕсенчи истори факультечĕсенче вĕренекенсем те çулран-çул ỹссе пыраççĕ. Çакă мар-и вĕрентекенĕн сумлă ĕçĕн хаклавĕ? Истори вĕрентекенĕн ĕçĕ интереслĕ. Самана таппинчен юлмалла мар унăн. Кăштах çеç пурнăçра пулса иртекен пулăмсенчен тăрса юл, вĕренекенсен ыйтăвĕсем çине хурав та параймăн. Паянхи ачана учебник çинче мĕн çырнине каласа панипе çырлахаймăн. Кашни килте компьютер пур чухне Раççей историйĕ çеç интереслентермест шкул ачине. Çавăнпах ăста педагог историн кашни тапхăрне тĕплĕн пăхса тухас тесе йăла-йĕрке, православи тĕнĕ, наци политики, Раççей тата чăваш менталитечĕн ыйтăвĕсене те тĕпе хурать. Владимир Арсеньевич вĕренекенсен гражданла тивĕçне ỹстерес, патриот воспитанийĕ парас енĕпе тимлени те кăлăхах мар. Акă, П.Чернов Раççей Шалти ĕçсен министерствин Саратоври çар академийĕн, О.Мальцева Чулхулари юридика академийĕн Шупашкарти филиалĕн, А.Волков Хусанти аслă çарăн танк училищин курсанчĕсем. Ĕнерхи вĕренекенсемпе паян та туслă çыхăнура аслă юлташĕ. Владимир Арсеньевич хăйĕн вĕренекенĕсене Пĕтĕм халăх хушшинчи тĕнче историйĕн художество культурин "Золотое Руно" вăйă конкурсĕпе интереслентерсе ячĕ. Çак конкурса ачасем килте, çемьери кашни çынна хутшăнтарма пултараççĕ. Кирек мĕнле литературăпа, Интернетпа усă курма пултараççĕ. Çавна май ачасем тĕрлĕ информаципе паллашаççĕ, хăйсен пĕлĕвне анализ тума хăнăхаççĕ. Çак интереслĕ конкурса малтанах 100 ытла ача хутшăннă пулсан, иртнĕ вĕренỹ çулĕнче_ 200 ытла. Шкулта "Историк и обществовед" кружок ĕçлет. Унта тĕрлĕ çулсенчи ачасем çỹреççĕ. Пĕчĕккисем каярах конкурс-фестивальсен, конференцисен, олимпиадăсен çĕнтерỹçисем пулса тăраççĕ те. В.Николаев вунă çулта икĕ класс кăларса ĕлкĕрчĕ. Хальхи вăхăтра вăл 10 "г" класс ертỹçи. Иртнĕ çулхи выпускникĕсем унăн пурте аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ. Çакă савăнтарать те педагога. Ачасем класс руководителĕпе çывăх пулнăранах вĕрентỹ темипе çеç мар, чунри ыйтăвĕсене сỹтсе явнă, хальхи вуннăмĕшсемпе те çавах. Ачасемпе çеç мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе те туслă çыхăну тытать класс ертỹçи. Владимир Арсеньевич учительсем хушшинчи конкурссенчен те пăрăнмасть. 2003-2004 вĕренỹ çулĕнче "Чи лайăх истори тата обществознани учителĕ" ята тивĕçнĕ вăл. Харсăр вĕрентекен общество пурнăçĕнче те хастар. Районти территори суйлав комиссийĕн председателĕн çумĕ. Район шайĕнчи мероприятисем те пултаруллă та маттур ар-çынсăр иртмеççĕ. Малтанах шкул ачисен КВН вăййине ертсе пычĕ те вăл _ Масляковран кая маррине кăтартрĕ. Кайрĕ вара _ районти Акатуйра та, фестивальсенче те... вăл ăста конферансье. Шкулти пирки сăмах та çук _ унта та вăл тĕрлĕ тĕл пулусене, уяв каçĕсене ертсе пырать. Çакăн пек талантлă, мал ĕмĕтлĕ учительсем пирĕн ачасене пĕлỹ панă чухне савăнмалла çеç. Пĕлỹ шайĕ те пĕчĕк пулмĕ вĕсен, чунĕсем те хытмĕç.


"Елчĕк Ен"
27 мая 2009
00:00
Поделиться