Тăван шкул асран тухмĕ нихăçан
Кăçал районти пĕтĕ-мĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенчен 173, тĕп шкулсенчен 340 ача вĕренсе тухать. Елчĕк. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта кăçалхи вĕренỹ çулĕнче 645 ача ăс пухнă. Вĕсенчен 77-шĕ вун пĕрмĕш, 64-шĕ тăххăрмĕш класран вĕренсе тухать. Юлашки шăнкăрав уявĕ _ савăнăçлă, çав вăхăтрах хумхануллă, тунсăхлă самант. Мĕншĕн тесен вун пĕрмĕш класра вĕренекенсемшĕн урока йыхравлакан шкулти шăнкăрав юлашки хут янăрать. Халĕ вĕсен яваплă тапхăр, яшсемпе хĕрсен пурин те пĕр тĕллев _ патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ăнăçлă тытасси. Экзаменсене мĕнле тытни вĕсен малашнехи шăпине татса парать. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшĕсене юлашки шăнкăрав уявĕ ячĕпе чи малтанах шкул директорĕ Л.Н.Васильева саламларĕ. Вун пĕрмĕш тата тăххăрмĕш классенчен вĕренсе тухакансене патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ăнăçлă тытма ырлăх-сывлăх сунчĕ. Ун хыççăн тухса калаçнă район пуçлăхĕ Н.П.Миллин та выпускниксен ячĕпе ырă, ăшă сăмахсем каларĕ. Умри йывăрлăхсене парăнмасăр ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме, малашне те пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма сунчĕ. Вун пĕрмĕш класран вĕренсе тухакан ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе 11 "а" лицей класĕнчи Елена Майкова вĕренỹ отличницин амăшĕ Людмила Майкова сăмах каларĕ. Ачасене анчах мар, ашшĕ-амăшĕсене те тăван шкултан, юратнă вĕрентекенсенчен уйрăлма çăмăл мар. Вĕсем те хăйсен ывăл-хĕрĕсемпе тан хумханаççĕ, пăшăрханаççĕ. Амăшĕ чунран тухакан сăмахсене палăртрĕ, ытти амăшĕсен, вĕрентекенсен куçĕсем те шывланчĕç. Вун пĕрмĕшсене пĕрремĕш хут шкулта кĕтсе илнĕ, вĕсен пĕрремĕш вĕрентекенĕ пулнă В.Г.Молоствова, 11 "б" класс ертỹçи Т.М.Петрова та хăйсен вĕренекенĕсене экзаменсене ăнăçлă тытма, пурнăç тăрш-шĕпех такăнмасăр утма сунчĕç. Юлашки шăнкăрава янратма вара 11 "а" лицей класра вĕренекен, республикăри олимпиада призерĕ Андрей Архипов тата пĕрремĕш класри чи пултаруллă вĕренекен Кристина Степанова тивĕçрĕç. О.БАРАНОВА. Чăваш Тăрăм. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсемшĕн шăмат кун вĕренỹ çулĕнчи юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Уяв линейкине пуçтарăннисене чи малтанах Г.Малова директор, район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ В.Баймушкин саламларĕç. Уявра сăмах ытларах ялти шкулпа сыв пуллашакан тăххăрмĕшсем пирки пулчĕ. Вĕсем чăннипех пултаруллă, шкул чысне хỹтĕлесе район, республика шайĕнче иртекен конкурссемпе конференцисене, тĕрлĕ ăмăртусене, предмет олимпиадисене хутшăнса призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ. Шкул выпускникĕсене ырă сунса Аслă Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Малов тухса калаçрĕ. Тăххăрмĕшсене пĕрремĕш класра кĕтсе илнĕ З.Фомкина учитель те хумхануллă каласа кăтартрĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те йышлăн килнĕ шкула. Е.Савиновапа О.Галкина амăшĕсен ячĕпе хăйсен ачисене пĕлỹ, воспитани парассинче пысăк тỹпе хывнăшăн учительсене тав турĕç. Вĕсем хăйсем те пирĕн шкултан вĕренсе тухнă. Умра _ экзаменсем, вăл ачасен ăс-хакăлĕпе çирĕплĕхне тепĕр хут тĕрĕслесе хак парать. Ăнăçу пултăр сире, выпускниксем! В.КРАСНОВА. Тăрмăш. Çĕршыври пĕтĕм шкулсенчи пекех Тăрмăшри пуçламăш шкулта та вăл ĕçлеме пуçланăранпа 106-мĕш хут юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Унта вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, ветеран-вĕрентекенсем пуçтарăнчĕç. Уяв "Сывă пул, пуçламăш шкул" темăпа иртрĕ. Ăна Р.Волкова директор уçрĕ. Пухăннисене юлашки шăнкăрав уявĕ ячĕпе ветеран-вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем сывлăх, телейлĕ малашлăх сунса саламларĕç. А.Александрова, Е.Капитонова вĕрентекенсем çак кун тĕлне ачасемпе кĕске, асра юлмалли концерт хатĕрленĕ. А.Александрова класс ертỹçи 4-мĕш класран вĕренсе тухакансене шкулта компьютерпа хатĕрленĕ асăнмалăх дипломсем, парнесем парса чысларĕ. Савăнăçпа хурлану куççулĕ витĕр ăсату сăмахĕ каларĕ. В.ЩЕРБАКОВ.
"Елчĕк Ен"