Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ял çыннине çĕр тăрантарать

 Республика шайĕнчи пĕл-терĕшлĕ çулталăкра районти фермер (хресчен) хуçалăхĕсем малтанхи тапхăртан тытăнсах ĕçе хĕрỹ пикенчĕç. Çавна май вĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене чи кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварма пултарчĕç. Валерий Падуев уйрăм предприниматель пуçаруллă пулнине хальхинче тепĕр хут курса ĕненетпĕр. Вăл хăйĕн пултарулăхне çĕр ĕçĕнче тĕрĕслесе пăхма шут тытнинчен тĕлĕнмелли çук. Мĕншĕн тесен мал ĕмĕтлĕ çын нихăçан та халиччен мĕн тунипе анчах лăпланса лармасть. Валерий Падуев Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн темиçе çултанпа сухаланман, акăнмасăр выртнă 320 гектар çĕр лаптăкне ĕçе кĕртрĕ. Çĕре агротехника хушнă пек ĕçлесе хатĕрлес, тĕш тырă культурисене пысăк пахалăхпа акса хăварас тĕллевпе ДТ-75, Т-150 тракторсене пурĕ 4 единица, БДМ _ 3 дискатор, БДТ-7 дисклă сỹре, темиçе культиватор, сеялкăсем туянчĕ. Тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсене, çителĕклĕ таран минераллă удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсем кỹрсе килчĕ. Çур аки ĕçĕсене пурнăçлама чи шанчăклă механизаторсене çирĕплетрĕ. Çавна май фермер хуçалăхĕнче ака ĕçĕсене çỹллĕ шайра пурнăçласа хăварма май килнĕ. Нумаях пулмасть йĕркеленнĕ, пуçласа ака ĕçĕсене хутшăннă фермершăн çакă хăйне евĕрлĕ тĕрĕслев те, çитĕнỹ те. 210 гектар çинчи хура пусă лаптăкне Валерий Падуев кĕрхи культурăсем акма хатĕрлет. Фермер (хресчен) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Владимир Чернов фермертан вĕренсе пынине, унăн тĕслĕхлĕ ĕçне хакланине палăртать. Мĕншĕн тесен Владимир Федорович чăн-чăн çĕр çынни пулнине пĕлсе, курса тăрать вăл. Чернов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене технологи йĕркисене пăхăнса 277 гектар çинче акса хăварнă: вăрлăха им-çамланă, кирлĕ таран минераллă удобренипе усă курнă. 90 гектар çинче акса хăварнă кĕрхи ыраш та лайăх хĕл каçнă, çуркунне те вĕсене вăхăтлă апатлантарса хăварнă. Çитес çул фермер тата ытларах çĕр лаптăкне ĕçе кĕртме шухăшлать. Палăртнă тĕллеве пурнăçлама кунта техника та, ĕç вăйĕ те çителĕклĕ. Аслă Таяпари Анатолий Скворцов хăйне çĕр ĕçĕнче кăçалхипе виççĕмĕш хут тĕрĕслет. Пахча çимĕç çитĕнтерессипе тимлет вăл. Хальхинче 7 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, 11 гектар кишĕр, 7 гектар севок акса хăварнă. Пахча çимĕç туса илесси кăткăс ĕç шутланать, ĕç алли те нумай кирлĕ ку чухне. Аслă Таяпара пурăнакансем вара Анатолий Скворцов фермер патне çу каçипе хапăлласах ĕçе çỹреççĕ. Вĕсене кунта тивĕçлĕ шалу тỹлеççĕ. Ахаль пулсан çак укçана ăçтан тупас, кам парĕ ăна? Курнавăшри Николай Гладков тата Юрий Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те, иртнĕ çулсенчи пекех, çурхи уй-хир ĕçĕсене чи пысăк пахалăхпа, чи кĕске вăхăтра пурнăçласа хăварнă. Фермерсем пысăк лаптăксенче тухăçлă çĕр улми çитĕнтерме вĕренсе çитнине нумайăшĕ пĕлеççĕ ĕнтĕ. "Иккĕмĕш çăкăр" туса илессинчи ĕçе вĕсем Голланди технологийĕпе усă курса комплекслă йĕркелесе пыраççĕ. Пĕтĕм ĕçе механизациленине кура ĕç тухăçлăхĕ те пысăк. Çĕр улми кăларнă вăхăтра фермерсем патне ĕçе вырнаçас текенсем йышлăн. Мĕншĕн тесен ăнăçлă аталанакан фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче ялта пурăнакансене тивĕçтермелли ĕç укçи тỹлеççĕ. Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи Николай Бикулов, Анатолий Князев, Александр Дмитриев фермерсен те çур акири ĕç калăпăшĕ пысăк пулчĕ. Хăйсем мĕн тума палăртнине вĕсем ăнăçлă пурнăçа кĕртрĕç.



"Елчĕк Ен"
16 мая 2009
00:00
Поделиться