Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Учительсен йăхĕнчен

Валентина Александровна _ Феоктиста Яковлевнăпа Александр Алексеевич Дмитриевсен аслă хĕрĕ. Çемьере тăватă ача çитĕннĕ. Валентина - чи асли. Ашшĕ районти паллă педагог, общественник, хисеплĕ çын пулнă. Амăшĕ те ĕмĕрне ачасене пĕлỹ парас ĕçе панă. Ачисене вĕрентме тăрăшнă вăл. Шăпа ашшĕне иккĕ авланма çырнă. Йăх-несĕлĕ пысăк пулнă, ачи-пăчи йышлă ỹснĕ. Ытларахăшĕ педагог профессине суйласа илнĕ. Валентина Александровна 6 теçеткене хыçа хăварнă май Дмитриевсен педагог династийĕн стажне шутлать те _ 915 çул! Валентина тăххăрмĕш класа каймалла чухне çемье Шăмалака куçса килнĕ. Маларах вĕсем Тутар Республикинче пурăннă. Ашшĕне колхоза çĕклеме "25 пинлисен" йышĕнче Теччĕ районне янă пулнă. Вуннăмĕш класа Валентина Елчĕкре пĕтернĕ. Ял пурнăçне мĕн пĕчĕкрен килĕштернĕ вăл. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕхне пăхма, пахчара тĕрлĕ çимĕç ỹстерме кăмăлланă. Хурт-хăмăр пăхма та юратнă Валентина. Çавăнпах ним шухăшламасăр Шупашкарти ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Ăна 1972 çулта ăнăçлă пĕтерсе хамăр района ĕçлеме килнĕ. "Слава" колхозра зоотехникра ĕçленĕ пĕр вăхăт. Унтан "Урожай" колхоза куçнă. Ку вăхăтра вăл çемье çавăрнă ĕнтĕ. Хăйĕн профессийĕпе юратса ĕçленĕ вăл, анчах шăпаран иртейĕн-и? 1979 çултан Валентина Александровна шкулта ĕçлеме пуçланă. Ачасене биологи предметне вĕрентнĕ. Ĕнерхи зоотехник ачасемпе ĕçлессине шутсăр килĕштернĕ. Вара пĕлĕве малалла ỹстерме тĕв тытнă, 1985 çулта Шупашкарти педагогика институтне пĕтернĕ. Мĕн пенсие кайиччен шкулта тăрăшнă. Педагогикăри стажĕ В.Николаеван 27 çул. Валентина Александровна яланах ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ. Темле хăйне майлă ăшăлăх тапса тăнине туйнă унран вĕренекенсем. Уроксене интереслĕ ирттерме пĕлнĕ вăл. Пĕр сăмахпа каласан, унăн урокĕсенче кашни ача ĕçленĕ, тĕлĕрсе лараканни пулман. Биологи предметне юратнăранах унăн вĕренекенĕсен йышĕнче медицина сестрисем, врачсем йышлă. Е тата пахча ăстисем сахал-и? Ачаранах тăван тавралăх илемне туйма вĕрентнĕ вăл. Ыт ахальтен мар вăл ертсе пынă классем тĕрлĕ чечек ỹстерессипе палăрнă шкулта. Валентина Александровна ĕçе çиелтен тăвакан çын мар. Хушнă ĕçе тĕплĕ тумасăр пултараймасть вăл. Паян та çапла. Ĕнине те усраççĕ, сурăххисем те йышлă, чăххи-чĕпписен шутне те пĕлмеççĕ ахăр. Паллах, хĕрарăма мăшăрĕ нумай пулăшать. Иккĕшĕ яланах юнашар вĕсем, унта-кунта ĕçпе кайсассăн пĕр- пĕриншĕн питĕ тунсăхлаççĕ. Килĕштерсе пурăннăранах пулĕ пурнăçпа киленсе пурăнаççĕ Николаевсем. Пенсионерсем тесе самана таппинчен тăрса юлмаççĕ. Халичченхи пекех хаçат-журнал нумай çырăнаççĕ. Район хаçатне чунтан кĕтнине те пытармаççĕ, унти кашни материалпа тĕплĕн паллашнине пĕлтереççĕ. Валентина Александровна _ ĕç ветеранĕ. Патшалăх çăмăллăхсем панипе кăмăллă вăл. Хăй вăхăтĕнче ачасене пĕлỹ парассишĕн тăрăшни харама кайман. Пултаруллă ĕçшĕн панă дипломсем, Хисеп хучĕсем сахал мар унăн. "Çулталăкри учитель" ята, Раççей Федерацийĕн кăкăр çине çакмалли паллăна илме тивĕçнĕ вăл. Унăн вĕренекенĕсем юратнă педагогне паян та манманни вара утмăл çулхи юбилейне паллă тăвакан учительницăшăн темрен те паха. Пушă вăхăт тупăнсанах сăн ỹкерчĕксен альбомне уçать вăл. Вара хăй ертсе пынă класс ачисене куç умне кăларса тăратать. "Пĕринчен тепри маттурччĕ вĕт...",_ тет вара вăл мăшăрне хăй патне чĕнсе. Сергей Николаевич хăй те нумай çул Курнавăшри вăтам шкулта учитель, директор пулса ĕçленĕскер, ачасемшĕн тунсăхланăран арăмĕ çумне вырнаçать. Пуçланчĕ вара аса илỹ çăмхи сỹтĕлме...


"Елчĕк Ен"
16 мая 2009
00:00
Поделиться