Вăтакасра пурăнакан Петĕр Ижедеровăн ашшĕпе амăшĕ ĕçчен çынсемччĕ, лара-тăра пĕлместчĕç. Ашшĕ чĕлхесĕр пулсан та кил-çуртĕнчи ĕçе пĕрин хыççăн тепĕрне туса пыратчĕ. Тĕрлĕ ỹсĕмри çынсем валли çăпатасем туса сутатчĕ. Вĕсене вара Петĕр ашшĕ патне килне пырсах туянса каятчĕç. Петĕр ашшĕ, Микула пичче, хуçнă сап-сарă çăпатасем алкумĕнче кăррипе çакăнса тăратчĕç. Урине аппа вара çип арласа тата пир тĕртсе пушанаймастчĕ. Кашни çул тăла тăрăхĕ туса сутатчĕ. Чăх-чĕп йышлă усратчĕç. Çулсерен тăватшар чăх пусма лартатчĕç те чĕп кăларса ỹстеретчĕç. Урине аппа пек нумай çăмарта туса илекен ялта урăх никам та пулман темелле. Ялти интеллигенци вĕсенчен çăмарта туянса пурăннă. Сăмах май, виççĕмĕш класра вĕреннĕ чухне "Тăван чĕлхепе вуламалли" ятлă кĕнекере "Урине инке чăххисем" ятлă статья пурччĕ. Çав статьяна пирĕн учительница Степанида Архиповна вуласа пĕтерчĕ те: "Акă, пирĕн ялти Урине те чăххисене питĕ лайăх пăхать, сутмалăх та çăмарта туса илет", _ терĕ. Ку вăл 1939-1940 вĕренỹ çулĕнче пулнăччĕ. Николай Васильевичпа Ирина Поликарповна Ижедеровсем тăватă ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Аслă ывăлĕ Георги, 1923 çулта çуралнăскер, инвалид пулнăран ĕç таврашне хутшăнсах кайман. Анчах ытти ывăлĕсем, Петĕр 1927 çулта, Алексей 1930 çулта, Михаил 1932 çулта çуралнăскерсем, ĕçри пĕр йывăрлăхран хăрамарĕç. Хĕрỹ чĕреллĕ çамрăксемччĕ вĕсем. Ачалăх _ чи илемлĕ те таса вăхăт. Çавăнпа та ăна кирек кам та лайăхпа аса илет. Вăрçăчченхи тата ун хыççăнхи ачалăхпа çамрăклăха Пе-тĕрпе, Алексейпе тата Михаилпа пĕрле выляса ирттернĕ эпĕ. Мĕн каласси, мĕнешкел хăюллă ачаччĕ Петĕр. Хăйĕнчен кĕçĕннисене, Алексейпа мана, Тукшике е Тăрнашур улăхне çерçи кĕпçи татма ертсе каятчĕ. Кĕркунне çитсен çулсерен патшалăх валли хур пуçтарса ăсатнă. Хурсен пысăк ушкăнне Кармала çити хăваласа кайма пулăшнăшăн пĕр уполномоченнăйĕ пире 15-шер пус укçа парса савăнтарнăччĕ. Пире, пĕрремĕш класа каякан шкул ачисене, çак укçа тем пекех туйăннă. Кĕркунне ял çывăхĕнчи ыраш калчине выльăх-чĕрлĕх таптаса çăрасран хураллама Шайгин Иванпа Петĕре шаннă. Бригадирсем хушнине итленĕрен вĕсене колхоз правленийĕ ырланă. 1939 çулта колхоз правленийĕ Иван Васильевич Шайгина Улатăрти ветеринарсем хатĕрлекен шкула вĕренме янă. Петĕр вара колхоз пăрăвĕсене кĕтнĕ. Тукшик çумĕнчи кĕске варпа вăрăм варта пăру кĕтсе çỹрекен Петĕре иртен-çỹрен асăрханах ĕнтĕ. Каярахпа Петĕр ферма ĕнисене кĕтрĕ, Алексей ялăн Тукас енчи кĕтỹçĕре нумай çỹрерĕ. Пирĕн ялта авалтанах икĕ кĕтỹ йĕркеленнĕ. Анаткасăн тата Тукасăн харпăр хăйĕн кĕтỹ хăваламалли вырăнĕсем пулнă. Пĕр кĕтỹре çĕр карт ытла ĕне тата 150-200 сурăхпа качака шутланнă. Карт шучĕ çакăн пек йĕркеленнĕ: пĕр ĕне _ пĕр карт, икĕ качака е тăватă сурăх пĕр карт. Пĕр картшăн çирĕм кĕрепенкке ыраш панă (вăл çур пăтпа е сакăр килогрампа танлашать). Кĕтỹçĕсен ĕçне йĕркелесе пыракана выльăх-чĕрлĕх хуçисен пухăвĕнче палăртнă. Ăна уполномоченнăй тенĕ. Вăл кĕтỹçĕсен ĕç килĕшĕвне çырса хатĕрленĕ чух ответлă çын пулнă. Юр çусан кĕтỹçĕсен ĕçĕ вĕçленнĕ, анчах ĕçленĕшĕн тырă пуçтарасси уйăхĕпех тăсăлнă. Кил тăрăх тырă пухасси кĕтỹ кĕтессинчен те йывăр тесе каланă пĕррехинче Насăртин кĕтỹçĕ. Çавăнпа та кĕтỹçĕсен йывăр ĕçне хакласа А.Ефимов, И.Прохоров колхоз председателĕнче ĕçленĕ çулсенче бухгалтери урлă çыртарса пырассине йĕркелесе янă. Курнавăшра нумай çул хушши Патăрьел районĕнчи Ыхра Çырми ял çынни Сабир тата Комсомольски районĕнчи Урмаел ял çынни Тябаев Тимергали тутар кĕтỹ кĕтсе пурăннă. Апата кил тăрăх йĕркеленĕ, ирхине тата каçхине вĕри яшка çитернĕ, кăнтăрла валли çăкăр, какайран хатĕрленĕ апат, юр-вар, çăмарта пĕçерсе парса янă. Пĕррехинче, 1950 çулсенче пулас, ялти хисеплĕ Василий Михайлович Смирновăн кинĕ Серафима Артемьевна каçхи апата маннă кĕрпинчен пăтă пĕçернĕ (çав çулсенче çак пăтă шутсăр пысăк хисепре пулнă). Тимергали кĕтỹçĕ çакна курнă та тĕлĕннипе пуçне сулласа, пĕççисене шарт çапса хăюсăррăн çиме тытăннă тет. _ Ара, маннă кĕрпинчен пĕçернĕ пăтта ĕлĕк пĕчĕк ачана та çитерме май çукчĕ вĕт, _ апат хатĕрлекене мухтаса вĕçĕмсĕр калаçнă тет çемçе кăмăллă кĕтỹçĕ. Мĕн ĕлĕкрен пирĕн ялта çакăн пек йĕрке пулнă. Çĕр типсе çитсенех, акана тухнă кун, ял кĕтĕвĕсем те хирте çỹреме пуçланă. Кĕтỹ хăваланă кун ĕне хуçисем пурте тенĕ пек хăйсен выльăхĕсене хăваласа ăсатма тухнă. Шухă ĕнесем пĕр-пĕрне сĕксе амантĕç тенĕ. Выльăхĕсене çурма çула е Юмасар çырми хĕррине çитиччен кăчкă хăвипе хăваласа пынă. Киле таврăннă чух ял вĕçĕнче кăштах ларса каннă. Ку йăлана çирĕп пурнăçланă, выльăх-чĕрлĕх тĕрĕс-тĕкел çỹресе киле таврăнтăр тенĕ. Петĕр шăллĕ Алексей ача чухнех Сабир кĕтỹçĕпе пĕрле çỹренĕ. Петĕр вара нумай çул ферма ĕнисене пĕр инкек-синкексĕр кĕтсе пурăннă. Хĕлле фермăра запарникра е скотникра тăрăшнă. Конюхра та ĕçленĕ. Кĕтỹçĕ ĕçĕ йывăр тата яваплă. Унăн кашни ĕнен характерне пĕлсе, асăрхаса тăмалла, тимлĕ пулмалла. Çав пахалăхсем Петĕре хăйĕн ĕçĕнче тỹсĕмлĕх, ăнăçу парса тăнă. Хăшĕ-пĕрисен шухăшĕпе кĕтỹçĕсене хисепе хуман вăхăтсем те пулкаланă. Анчах кĕтỹçĕ пулма ансат мар, мĕншĕн тесен вĕсенчен пур енĕпе те çирĕп ыйтнă. Петĕр Ижедеровăн ку енĕпе çут çанталăк пиллесе панă туртăмĕ пулнă. Тепĕр енчен, пĕвĕ-сийĕпе пăхсан та, чун туртăмĕ енчен илсен те, тỹсĕмлĕ çын. Çураласса та вăл харсăр çемьере çуралса ỹснĕ. Хăйĕн ĕçне нихăçан та çынна начарпа калаçтармалла туман, тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Кашни ĕнерен ытларах сĕт суса илес тесе май килнĕ таран нумай çул ỹсекен курăк ани çинче çỹретме тăрăшнă. Ирхине ирех çырма хĕррипе ферма çурчĕсем патнелле Аслăвар çыннисем утнине аслă ăрурисем астăваççех ĕнтĕ. Вĕсем дояркăсем, пăру пăхакансем, сысна тата чăх-чĕп ферминче ĕçлекенсем, скотниксемпе кочегарсем, платниксем тата ытти ĕçченсем пулнă. Ферма картишĕнчен çын татăлман, ĕç вĕресе тăнă. "Çанталăк тĕрлĕрен пулать. Выльăх-чĕрлĕхе юратсан сив çумăр та ăшă, аслатиллĕ çил-тăвăлра та ырă ĕç тăвас килет", _ тесе пĕрре кăна мар калаçнă вăл ферма ĕçченĕсемпе. Ферма пуçлăхĕ те, дояркăсем те Петĕр кĕтỹçĕн ĕçĕпе кăмăллă пулнă. Мĕншĕн тесен пысăк сăвăмшăн кĕтỹçĕсем дояркăсенчен кая мар яваплă. Çавна май ĕнесен лагерĕнче вăй хуракансем ĕçе пĕлсе пурнăçласа кашни ĕнерен пĕрер пăт сĕт суса илме пуçланă. 1970-мĕш çулсенче А.Фомина тата О.Николаева дояркăсем кашни ĕнерен 3000-шер килограмм сĕт суса илсе ĕç маякĕ пулса тăнă. 1970 çулта ăмăртура мала тухнăшăн О.Николаева çамрăк дояркăна ылтăн сехет парса чысланă. Кĕтỹçĕне те аякка тăратса хăварман. Ăна та парне тивĕçнĕ. Кĕтỹç чăпăркки хул урлă уртăнма пăрахсан та фермăри вак-тĕвек ĕçе çỹренĕ Петĕр. Унăн пур ĕç те алă май, çыпăçуллă, кал-кал пулса пынă. 1948 çулта Петĕр Ижедеров Аслăвара Турчка кассине пурăнма куçнă, çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе, Елена Сидоровнăпа, виçĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Хĕрĕсем ỹссе çитĕнсен тĕрлĕ яла качча кайнă. Юратнă мăшăрĕ çĕре кĕрсен Петĕр пĕччен тăрса юлнă. Пурăна киле урисем ыратнипе аптăрама пуçланă, иккĕмĕш ушкăнри инвалид пулса юлнă. Аллине туя тытса аран çỹреме пуçланă вăл. Ватлăх палли Петĕрпе юнашарах çỹренĕ. Çут çанталăк пурне те ырă пулма çуратнă. Сывлăхне хĕрхенмесĕр хастар ĕçпе ырă ята тивĕçнĕ Петĕр. Халĕ вăл Нĕркеçре хĕрĕпе кĕрỹшĕ патĕнче пурăнать. |