Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Инфекци чирĕсем ан сарăлччăр

Инфекци чирĕсен шайĕ 2009 çулхи пĕрремĕш кварталта пĕлтĕрхи çак тапхăрти пекех пулнă. Инфекци тата паразит чир-чĕрĕсен 163 тĕслĕхне тупса палăртнă. Çакă 100 пин çын пуçне 716 шутланать. Тĕплĕнрех çак ыйту çинче Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьел районĕнчи территори пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ С. Петрянкина чарăнса тăрать. Районти çак тапхăрти лару-тăру нумай çулхи вăтам кăтартусемпе танлаштарсан ăнăçлă шутланать. Шута илнĕ инфекци чирĕсем кỹнĕ тăкак 648,6 пин тенкĕпе танлашнă. Чир-чĕрсенчен пĕрремĕш вырăнта гриппа ОРВИ тăраççĕ: 66,9 : (109 тĕслĕх), сывлăшпа ерекен инфекци чирĕсем _ 15,3 : (25 тĕслĕх), вирус гепатичĕсем _ 1,2 : (2 тĕслĕх), чĕрчунсем çыртнă 7 тĕслĕх (4,3 :), паразит чир-чĕрĕ _ 10 тĕслĕх (6,1 :), инъекци тунă хыççăн палăртнă 1 тĕслĕх (0,6 :), социаллă сăлтавсемпе çыхăннă инфекцисем _ 5,5 : (9 тĕслĕх). Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçалхи пĕрремĕш кварталта вăраха кайнă вируслă гепатитăн В, С формисемпе 3 хут, лямблиозпа 2,2 хут, энтеробиозпа 15 тĕслĕх сахалрах чирленине палăртнă. Скарлатинăпа, аскаридозпа, тин çуралнисен ГСИпе, ВИЧ-инфекципе, вар-хырăм инфекцийĕсемпе чирленĕ тĕслĕхсем регистрацилемен. Çав вăхăтрах гриппа чирлекенсен шучĕ 10 тĕслĕх, шатрапа - 1,9 хут,чĕрчунсем çыртнă тĕслĕхсем 1,7 хут ỹснĕ. Шатрапа чирленине 23 тĕслĕх шута илнĕ, Елчĕкри "Солнышко" ача садне çỹрекенсем хушшинчех - 16 тĕслĕх. Туберкулез чирĕпе районта кăткăс лару-тăру. 2009 çулхи ака уйăхĕ тĕлне бактери сарма пултаракан 22 чирлĕ çын учетра тăраççĕ. 1 кварталта бациллярлă формăллă 4 çынна учета илнĕ, вĕсенчен пĕри вилнĕ. Енчен те 2008 çулхи 1 кварталта 100 пин çын пуçне 4 туберкулезпа чирлекен çын шутланнă пулсан, 2009 çулта _ 17,68(2007 çулхи пек кăтарту). Туберкулезпа чирлекенсене Елчĕк, Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсенче (пĕрер тĕслĕх) шута илнĕ. Елчĕкри тĕп больницăра çак вăхăта туберкулез вучахĕсене камернăй меслетпе дезинфекцилес ыйтăва татса паман. Елчĕк ял тăрăхĕнче чĕрчун çыртнă 4 тĕслĕх, Аслă Елчĕк, Курнавăш, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенче пĕрер тĕслĕх палăртнă.Токсокарозпа чирленĕ тĕслĕх - 5, çакă ялсенче йытăсене усрас правилăсене пăхăнманнипе те çыхăннă. 2009 çулхи 1 кварталта пĕр энтеробиоз тĕслĕхĕ шутланать(2008 çулхи çак тапхăрта 15 пулнă). Хăш-пĕр инфекци чирĕсен шучĕ чакни патшалăх санэпидслужби санитари енĕпе законодательство ыйтнине объектсенче мĕнле тивĕçтерсе пынине тĕрĕслесех тăнипе, инфекци чирĕсене асăрхаттарассине вăйлатнипе çыхăннă. Вакцинăсене тĕрĕс упраса вырăна çитересси, прививкăсене вăхăтлă тăвасси, больницăри инфекцисене асăрхаттарасси инфекци чирĕсемпе кĕрешнĕ чухнехи тĕп тĕллевсем пулса тăраççĕ.



"Елчĕк Ен"
16 мая 2009
00:00
Поделиться