Пĕтĕм Раççейри "Раççей Почтин мисĕ" конкурса çулсеренех йĕркелеççĕ. Кăçалхи конкурсран Елчĕксем те аякка пăрăнса юлас темен. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ Шупашкарта иртнĕ. Елчĕкри почтамт чысне Аслă Елчĕкре çуралса ỹснĕ çивĕч те пултаруллă Роза Егоркина хỹтĕленĕ. Çирĕм урлă çеç каçайнă яштака пике кунта ĕçлеме пуçăнни нумаях та мар-ха, çапах кĕске хушăрах хăйне ĕçре кăтартма пултарчĕ. Вăл ĕçе йĕркелекен тата нормăлакан инженер пулса ĕçлет. Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне пĕтернĕ хыççăн вырнаçнă кунта. Пĕлĕве малалла ỹстерсе аслă шкулта куçăмсăр майпа вĕренет. Роза мĕн пĕчĕкрен лара-тăра пĕлмен. Мĕн пытармалли, шкула кайичченех хăйсен урамĕнче пурăнакансене юрлас-ташлас ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕ чипер те маттур хĕр ача. Çуллахи илемлĕ каçсенче Роза ертсе пынипе шкул ачисем концертсем лартса панă ял çыннисене. Уяври концерта пырса курма килсерен йыхрав хучĕсем валеçсе тухаканни те Розах пулнă. Конферансье те хăйех. Мĕн пĕчĕкрен пынă интереса шкулта малалла ỹстернĕ вăл. Ялти драма кружокĕсенчен те пăрăнман. Халĕ акă ăçта кирлĕ пулчĕ ăна сцена çинче хăйне артист пек тытма пĕлни. Республикăри 13 конкурсанткăран вуннăшне хăйсен пултарулăхне кăтартма суйласа илнĕ. "Раççей почтин" Шупашкарти филиалĕ хĕрсене ятарлă кĕпе çĕлетсе панă. Чи малтанах пикесем (конкурса 18 çултан пуçласа 30 çула çитичченхи хĕрсем хутшăнма пултарнă) сцена çине пĕчченшерĕн тухса ятуллă утса кăтартнă. Унтан хăйсемпе паллаштарнă, почта пулăшăвĕсене рекламăланă, юрланă, ташланă. Пĕр сăмахпа хĕрсем виçĕ конкурсра тупăшнă. Хĕрсен пысăк ăсталăхĕнчен, пултарулăхĕнчен жюри членĕсем чăннипех тĕлĕннĕ. Ара, почта ĕçченĕсем модельсенчен пĕртте кая мар, пĕринчен тепри пултаруллă, бал кĕписене тăхăннăскерсене пăхса ытарма çук. Роза чикан ташши ташлама тухсан зал кĕрлесе тăнă. Епле хытă алă çупнă ăна куракансем. Çак конкурсра Роза Егоркина "Раççей почтин иккĕмĕш вице-мисĕ" ята çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех вăл ятарлă номинаципе палăртнă "Мисс Улыбка" ята та тивĕçнĕ. Çĕнтерỹçĕ хĕре икĕ дипломпа наградăланă. Унсăр пуçне ытти сумлă парнесемпе, пысăк чечек çыххисемпе чысланă ăна. Чăннипех те маттур эсĕ, Роза. Малашне тата пысăк ỹсĕмсем тума сунатпăр.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.