Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вĕсен ячĕсем манăçмаççĕ

Чĕррисене этем хисепĕ, Вилнисене хура тăпра... УХСАЙ Яккăвĕ. 1941-1945 çулсенчи Аттелĕхĕн Аслă вăрçи кĕрлесе иртнĕренпе кăçал 64 çул çитрĕ. Мĕн чухлĕ хурлăх, асап кỹмерĕ-ши вăл тăнăç та лăпкă ĕçлесе пурăнакан тăван халăхĕн элчелне картласа. Чылайăшĕ çапăçу хирĕнчен таврăнаймарĕ. Унтанпа нумай шыв-шур юхса иртрĕ пулин те тăван та хаклă çынсен кулли-калаçăвĕ, ĕçĕ-хĕлĕ куç умне тухса тăрать... Курнавăш ялĕнчен вăрçа 261 çын тухса кайнă. 1418 кун хушши пынă хаяр çапăçусенче 113 çын пурнăçĕ татăлнă. Вăрçăра пуç хунисене асăнса çырнă Астăвăм кĕнекине хумханмасăр уçаймастăп. 1941 çулта Курнавăш çыннисенчен пурĕ 13 çын пуçĕсене хунă. Вĕсем: Александр Тимофеевич Генералов, Филипп Кузьмич Мослов, Георгий Поликарпович Иванов, Павел Эразмович Смирнов, Василий Трофимович Антонов, Иван Ермилович Светопольский, Иван Тимофеевич Мослов, Николай Архипович Воробьев, Иван Иванович Поликарпов, Петр Иванович Краснов, Михаил Михайлович Кубиков, Василий Ильич Ильин, Борис Иванович Смирнов. Вăрçă нимĕнле килĕшĕве те пăхăнмасть, çамрăккине те, ваттине те хĕрхенмест. 1942 çулта 49 çын, 1943 çулта 34 çын, 1944 çулта 13 çын, 1945 çулта 4 çын фронтра вилнĕ. Вăрçăра вилнисем хушшинче тĕрлĕ ỹсĕмри çынсем. Чи çамрăкки _ Петр Поликарпович Иванов вун саккăрта. Паттăр минометчик 1944 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Эстоние ирĕке кăларнă чухне вилнĕ. Ватти _ Сергей Яковлевич Якимов. Вăл 1892 çулта çуралнă. 1943 çулта йывăр аманнă хыççăн Свердловскри госпитальте вилнĕ. Павел Григорьевич Веселин 1894 çулта çуралнă, империализм, граждан тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисене хутшăннă. 1942 çулхи çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче пуçне хунă. П.Веселин ялти малтанхи механизаторсенчен пĕри пулнă. Курнавăшри трактористсене вĕрентекен курс уçăлсан ял хуçалăх машинисемпе ĕçлеме вĕрентнĕ вăл. Вячеслав Николаевич Светопольский, Иван Ермилович Светопольский, Павел Эразмович Смирнов, Емельян Васильевич Курчин, Аркадий Петрович Николаев хамăр районти тĕрлĕ шкулсенче ачасене вĕрентнĕ. Вĕренекенĕсемпе сыв пуллашса фронта тухса кайнă. Борис Иванович Смирнов та, Патăрьелĕнчи педтехникума вĕренсе пĕтернĕскер, вăрçа кайма повестка илнĕ. Вăрçă унăн ĕмĕчĕсене те çапса хуçнă. Курнавăш ялĕнчи Чермаковсен çемйинчен çичĕ пĕр тăван _ Михаил, Зинон, Костя, Гермоген, Василий, Ванюш, Николай вăрçăра паттăррăн çапăçнă. Михаил, Зинон тата Гермоген вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Владимир Петрович Прохоров вара ял Совет председателĕнче ĕçленĕ вăхăтра фронта тухса кайнă. Унăн виçĕ ывăлĕ _ Владимир, Коля, Василий хаяр вăрçă хирĕнче çапăçнă. Владимирпа Коля вăрçăран тăван яла таврăнаймарĕç. Николай Васильевич Соловьев, Иван Михайлович Пузанков колхоз председателĕнчен, Петр Васильевич Сладков трактор бригадин бригадирĕнчен, Александр Васильевич Смирнов, Василий Никандрович Логинов, Макар Иванович Курчин кăтартуллă ĕçлекен уй-хир бригадирĕсенчен салтак шинельне тăхăннă. Максим Порфирьевич Порфирьев, Александр Егорович Лапин ăста ветеринарсемччĕ. Николай Васильевич Корнилов кладовщик ĕçне 14 çулхи хĕр ачине парса хăварнă. М.Порфирьевпа Н.Корнилов Вăрăмхăва ялĕнчи Ленин орденĕн кавалерĕпе Сильвестр Носовпа пĕрле Мускав хулине хỹтĕлеме хутшăннă. Иван Иванович Никонов вăрçăччен районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ, унтанах фронта кайнă. Павел Федорович Кузнецовпа (вăл колхоз председателĕн çумĕ пулнă) Афанасий Осипович Микихин вăрçа кайиччен тимĕрçĕре вăй хунă. Николай Алексеевич Круглов ДПД начальникĕнчен вăрçа 1942 çулхи хĕлле тухса кайнă, Калуга облаçĕнче пуçне хунă. Унăн аслă ачи те, Николай Николаевич Круглов, вун саккăрта çапăçăва кĕнĕ. 1944 çулхи кĕркунне яла ырă мар хыпар пĕлтереççĕ. Çапах Латви çĕрĕ çинче çапăçнăскер, телее, сывах юлать. Федор Алексеевич Круглов ылтăн алăллă художник пулнă. Вăл Мускаври ял хуçалăх выставкине илемлетнĕ çĕрте тăрăшнă. Фронта халăх ополченецĕ пулса 1941 çулта кайнă. 1942 çулта хыпарсăр çухалнă. Павел Григорьевич Веселин, Павел Осипович Смирнов, Алексей Ксенофонтович Атаманов, Михаил Степанович Степанов, Михаил Васильевич Смирнов, Илья Григорьевич Смирнов, Илья Григорьевич Григорьев трактористсем тата Николай Поликарпович Тарасовпа Николай Архипович Воробьев шоферсем Тăван çĕршыва хỹтĕлесе ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлнă. Михаил Петрович Корнилов конюх, Николай Никитович Пайминпа Василий Якимович Бондырев арманçăсем тата ыттисем те алла хĕç-пăшал тытнă. Ялти чаплă ал ăстисенчен пĕри Михаил Михайлович Шулайкинпа Василий Титович Смирнов тимĕрçĕ вăрçă пуçлансан виççĕмĕш кунĕнчех хурлăхлă салтак юрри юрласа ял-йышпа яланлăхах уйрăлнă... 113 ят-хушамат... Вăрçăра паттăррăн çапăçса пуç хунисене асăнса лартнă палăк çинче вĕсем ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă.



"Елчĕк Ен"
08 мая 2009
00:00
Поделиться