"Эмметево" сахал яваплă юлташлăх 5 çул каялла йĕркеленнĕ. Унтанпа вăхăт нумай иртмен пулин те ял хуçалăх предприятийĕ малалла аталанать, ĕçе тухăçлă йĕркелесе пынине кура кăтартусем çулран-çул ỹссех пыраççĕ. Ю.М.Лапшин директортан çак тапхăрти ĕç-хĕл çинчен, малашнехи тĕллевсем çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартма ыйтрăмăр. _ Иртнĕ çулхи экономика кăтартăвĕсене тишкерес пулсан районти ял хуçалăх предприятийĕсенчен нумайăшĕ сысна ашĕ туса илессипе тăкаклă ĕçленĕ. Çав вăхăтрах эсир ертсе пыракан сахал яваплă юлташлăхра сысна ĕрчетни тупăшлă пулнă. Ỹсĕмсен вăрттăнлăхĕ мĕнре тесе шутлатăр? _ Сысна хăвăрт ỹссе çитĕнет, йышлă çăвăрлать. Çавна май ĕçе пĕлсе йĕркелесен вĕсене ĕрчетнинчен пысăк тупăш илме май пур. Çакна хамăрăн кашни çулхи тĕслĕхрен те курса ĕненетпĕр. Иртнĕ çул та сысна ĕрчетнин тупăшлăх пайĕ 51 процентпа танлашрĕ. Сыснасене пĕр талăкра 500-600 грамран кая мар ỹт хуштарсан анчах отрасль тупăш парать. Кăтартусене палăртнă шая çитерес тесен вĕсене тырăпа анчах тăрантарни çителĕксĕр. Малтанхи тапхăртан тытăнсах витаминлă, минераллă хутăшсемпе усă курса тырра комбикорма çавăрса çитерессине йĕркеленĕ. Ку чухне ятарлă "Доза" агрегатпа усă куратпăр. Сыснасене типĕлле тăрантарни мĕнпур енчен меллĕ: тăкакĕсем те сахалрах, свинаркăсен ĕçĕ те чылай ансатрах. Малашне сыснасен хисепне тата ỹстерме палăртатпăр. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра сысна ашне нумай ыйтаççĕ, унăн хакĕ те пĕчĕк мар. Çу сийĕ сахал пулакан ландрас ăратри сыснасене туянма палăртатпăр. _ Палăртнă кĕске тапхăрта мăйракаллă шултра выльăхсен, çав шутра сăвакан ĕнесен хисепне ỹстересси çине пысăк тимлĕх уйăртăр. Хальхи вăхăтра ĕне выльăхсенчен тивĕçлĕ шайри продукци туса илетĕр... _ Сысна ĕрчетнипе анчах лăпланса ларни тĕрĕс мар пулĕччĕ. Производствăна аталантарас, тупăшлăх пайне ỹстерес тесен выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче сĕт, аш-какай туса илни те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ял хуçалăх предприятийĕнче малтанхи вăхăтра сăвакан 17 ĕне анчах пулнă. Халĕ 60 ĕне сăватпăр, çулталăк вĕçлениччен вĕсен хисепĕ 100 пуçран кая мар пулмалла. Сăвакан ĕнесен кĕтĕвне çĕнетес тĕллевпе юлашки икĕ çулта ăратлă пушмак пăрусем те туянтăмăр. Ĕнесене тулăх апатпа тăрантарнин кăтартăвĕсем те куç умĕнче, хальхи вăхăтра куллен кашни ĕнерен 17 килограмм ытла сĕт сăватпăр. _ Юлашки вăхăтра "шурă ылтăнпа" танлашнă сĕт хакĕ ытла йỹнелсе кайрĕ. Малашне те лару-тăру улшăнмасан сĕт туса илни ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн тăкаклă пулса тăмĕ-и? Çакăн пирки эсир, Юрий Михайлович, мĕн шутлатăр? _ Çакăн пек пулма пултарасса шанас килмест. Хальхи вăхăтра, чăннипех, сĕте тивĕçлĕ хакпа сутма пултараймастпăр пулин те вăхăтлăх пулăм хыççăн кайса ĕнесен хисепне чакарасси çинчен шутламастпăр та. Кайран чавса çывăх та, çыртма пулмĕ. Сăвакан ĕнесен кĕтĕвне çĕнĕрен йĕркелеме ансат мар, çакăн валли вăхăт та чылай кирлĕ. Пирĕн хуçалăхра сăвакан ĕнесен хисепне ỹстерме мĕн пур майсем пур. Çĕр лаптăкĕ çителĕклĕ, ферма çурчĕсене анчах çĕнетсе пымалла. Иртнĕ çул пăру витинче реконструкци туса ирттертĕмĕр. Кăçал ĕне витине тĕпрен реконструкци тумалла, çак ĕçе çине тăрса пикенме палăртнă. Кунта сĕт пăрăхĕ, çĕнĕ йышши холодильник вырнаçтарасшăн. Фермăсенче çĕнĕ йышши оборудованипе усă курса ĕçлени производствăна тата ỹстерме, тупăшлă ĕçлеме май парĕ. _ Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ỹсĕм-çитĕнỹсем ферма ĕçченĕсен тăрăшулăхĕпе пулнă... _ Ферма ĕçченĕсен пархатарлă ĕçĕ хисепе тивĕç. Галина Краснова зоотехник, Марина Архипова, Тамара Игнатьева, Валерий Карсаков ĕне сăвакансем, Галина Карчикова, Алина Савельева, Тамара Краснова, Алина Горшкова сысна пăхакансем хăйсене шанса панă ĕç вырăнĕсенче яваплăха туйса тимлеççĕ, палăртнă тĕллевсене пурнăçлассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.