Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕç кал-кал пыни хавхалантарать

Кĕтме вăхăт çук. Çур аки ĕçĕсене шутлă кунсенче пурнăçлама кирлине, унсăрăн кая та юлма пултарассине ăнланса "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи çĕр ĕçченĕсем Кĕçĕн Мăнкун уявĕ кунĕ, кăнтăрла иртсен çурхи культурăсене акма тухрĕç. Владимир Кукурузов механизатор хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе юлташĕсем хушшинче ырă ят çĕнсе илнĕ. Вăл "çăмăл алăллă" пулнине кура ăна кашни çул малтанхи гектарсене акма шанаççĕ. Хальхинче те Владимир виçĕ сеялкăллă агрегатпа уя ыттисенчен малтан тухрĕ. Тепĕр агрегачĕ _ Александр Ласточкинăн. Çапла майпа вĕсем кĕске вăхăтра 160 гектар лаптăка урпа акса хăварма пултарчĕç. Вениамин Лисицын, Николай Крысов, Александр Курчин, Владимир Квасовпа Владимир Крысов (иккĕшĕ пĕр агрегатпа) анасене культиваци тунă çĕрте тимлерĕç. Çур аки ĕçĕсем хуçалăхра палăртнă йĕркепе килĕшỹллĕн, вĕçе-вĕçĕнех пулса пыраççĕ. Нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкне те вăхăтра минераллă удобренипе апатлантарчĕç. Хранилищĕри çĕр улмие яровизацилеме кăларма та ĕлкĕрчĕç. "Иккĕмĕш çăкăра" кăçал кунта 50 гектар çинче лартса хăварма палăртнă. Акнă лаптăксене çийĕнчех катокласа пусăрăнтараççĕ. Анасене пусăрăнтарас ĕçе хальхинче Родион Квасова шанса панă. Хуçалăхра ял хуçалăх культурисен чи лайăх вăрлăхĕсемпе анчах усă кураççĕ. Çавна пула вĕсем кашни çул тухăçлă тыр-пул туса илеççĕ. Кăçал "Эстер" супер элита тулă акма палăртнă, унăн вăрлăхĕ 15 гектарлăх çитет. Çур аки пуçланиччен механизаторсем тỹрремĕнех акана хутшăнса ĕçлекенсемпе пĕрле 32 сехетлĕх программăпа ĕç сыхлавĕ тĕлĕшĕпе вĕреннĕ, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă.


"Елчĕк Ен"
30 апреля 2009
00:00
Поделиться