Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕнтерỹ кунĕ _ кашни çын уявĕ

Совет халăхĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа кĕçех 64 çул çитет. Ăна хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕллевпе ятарлă комисси туса хунă. Ĕнер район администрацийĕнче унăн ларăвĕ пулса иртнĕ. Ăна вĕрентỹ тата çамрăксен пайĕн ертỹçи _ район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый ертсе пынă. Халăха социаллă пулăшу паракан пай ертỹçи И.Аникина палăртнă тăрăх, вăрçă участникĕсем, салтак арăмĕсем 128 çын шутланаççĕ. Пай ĕçченĕсем 87 вăрçăпа тыл участникĕсен пурнăç условийĕсене тĕрĕсленĕ. 12 вăрçă ветеранĕ, 16 салтак арăмĕ пĕччен пурăнать. Л.Левый кашни ветеранăн пурнăç условийĕсене уявччен тĕрĕслесе тухмаллине, пулăшу памаллине асăнчĕ. Уяв умĕн вĕсене уяв саламĕсем яраççĕ, парнесем параççĕ. Кашни ветеран патне çитмелле, Аслă Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе саламласа парнесем памалла. Кăçал вăрçăпа тыл участникĕсем Çĕнтерỹ кунне хăйсем пурăнакан вырăнсенче паллă тăваççĕ. Елчĕкре 18 участник пурăнать, 10-шĕ уява хутшăнать. Ыттисем сывлăхĕсем начаррипе тухса çỹреймеççĕ. Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Н.Малышкин шкулсен музейĕсене, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксене йĕркене кĕртес ĕç çинчен каласа пачĕ. Культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ А.Александрова культура çурчĕсенче Аслă Çĕнтерĕве халалланă стендсем, выставкăсем, литература каçĕсем, ача-пăча утренникĕсем, ытти мероприятисем йĕркелени çинче чарăнса тăчĕ. Аслă Çĕнтерĕве халалланă уяв икĕ куна пырать. Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче район центрĕнчи Тĕп лапамра çамрăксен митингĕ, факел йăтса утасси, гирляндăсем хурасси, палăк умĕнче хисеп хуралĕ тăрасси, концерт программи пулать. Каçхине 21 сехетре пуçланать. Уява халалланă тĕп мероприяти майăн 9-мĕшĕнче ирхине 10 сехетре пуçланать. Унта митинг иртет, вăрçăра пуç хунисене асăнса чечек кăшăлĕсем хураççĕ, çамрăк армеецсен парачĕ, фейерверк, спорт ăмăртăвĕсем пулаççĕ. Л.Левый уява хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен комисси палăртнă ĕçсене тĕплĕн пурнăçлани Аслă Çĕнтерỹ уявне çỹллĕ шайра ирттерсе яма май панине аса илтерчĕ.


"Елчĕк Ен"
30 апреля 2009
00:00
Поделиться