Çĕнĕ Эйпеçре парк çитĕнĕ
Çĕнĕ Эйпеçре пурăнакансем ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче ирхине 7 сехетрех пĕрин хыççăн тепри ял варрине пуçтарăнчĕç, кам кĕрепле, кам кĕреçе илнĕ. Ирхи ял шăплăхне трактор кĕрлевĕ хупларĕ, культура çурчĕ умĕнче хаваслă кĕвĕ янăрарĕ. Ял çыннисем уяври пек ир-ирех урама хăпса тухнин сăлтавне уçăмлатса çакна пĕлтеретпĕр: Çĕнĕ Эйпеç ялĕ пуçланса кайнăранпа кăçал 145 çул çитет. Унсăр пуçне, çитес кунсенчех Аслă Çĕнтерỹ уявĕ те. Çак паллă кунсене асра тытса ял халăхĕпе канашласа эпир йывăçсен паркне çитĕнтерме палăртрăмăр. Ял варринчи çавра кỹлĕпе культура çурчĕ тата вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк хушшинче çитĕнĕ вăл. Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Воробьев хамăр тăрăхри Рустем Багаутдинов лесничипе лартмалли йывăçсене пĕр кун маларах яла илсе çитерчĕç. 0,25 гектар çинче çитĕнтерме палăртакан парка йĕри-тавра тытса çавăрмалăх сеткăсемпе тимĕр юпасене тата ытти материалсене маларах хатĕрлесе хума ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Вĕренесемпе тирексене, йăмрасене хĕллехи пушă вăхăтра касса, тасатса хунăччĕ. 4 кун каялла Николай Герасимов ирхине ирех хăйĕн килти тракторĕпе хĕлле илсе тухма май килмен вăрăм пĕренесене çырмаран сĕтĕрсе тухса вĕсене ял выльăхĕсене каçса çỹремелли пысăк кĕпере юсанă çĕре илсе кайса пушатрĕ. Ял хавалĕ пулсан ĕç кал-кал пырать. Ĕçре хавхалантарса пыракансем вара нумаййăн. Алексей Дружинин 80 çула çывхарса пынине пăхмасăр яла тирпей-илем кĕртессипе хастар ĕçлет. Алексей Ивановича ял-йыш хисепленине пĕлтерсе хальхинче те пулас паркри пĕрремĕш йывăçа лартма ирĕк пачĕç. Версалий Васильев, Владимир Канжелев, Валерий Федоров, Геннадий Игнатьев, Валерий Васильев, Геннадий Дружинин, Лев Марков, Петр Дружинин, Николай Петров та тăрăшса ĕçлерĕç. Николай Герасимов мотопăчкăпа йывăр йывăçсене тата тункатасене касса пыма ĕлкĕрчĕ. Хĕрарăмсем вара ĕçлеме хистекенсем пулчĕç тесен те йăнăш мар. Надежда Журавлева, Марина Петрова, Надежда Петрова, культура, медицина ĕçченĕсем _ Ирина Воробьева, Любовь Мустаева, Тамара Матвеева, Лидия Ксенофонтова лартнă йывăçсене шыв сапса тăчĕç. Тĕрĕссипе, пирĕн ялта кăçал çĕр ăшăнма пуçлансанах йывăç лартма пикеннĕ. Чи малтан Арманкасси урамĕнче, кас вĕçĕнче пурăнакансем, асфальтлă çул хĕррине вуншар тĕм-йывăç лартрĕç. Хунавсене Патăрьелĕнчи питомникран Александр Осипов предприниматель хăйĕн укçи-тенкипе кỹрсе килчĕ. Çак пархатарлă ĕçе пурнăçлама Владимир Воробьев та хастар хутшăнчĕ, унăн хăйĕн трактор пур. Фермер хуçалăхĕн ертỹçи Николай Бикулов та тав сăмахне тивĕçлĕ. Ун патне кирек мĕнле ыйтупа пырсан та вăл ăна ял çыннисене майлă татса пама тăрăшать. Çынсем пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшма тăрăшни малашне тата пысăкрах ĕçсем тума хавхалантарса пырать.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.