Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вырăскассин мухтавлă ывăлĕ

Присоединенное изображение
 Вырăскасси ялĕнче учителе вĕренсе тухнă çынсем революцичченех 18 çын пулнă. Паянхи кун тĕлне вара вĕрентекен профессине суйласа илнĕ çынсем 100 ытла та. Чăваш Республикинчи пĕртен-пĕр СССР халăх учителĕ, Чăваш Республикипе Раççей шкулĕсен тава тивĕçлĕ учителĕ Петр Никифорович Чернов та Вырăскасси ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Никифор Порфирьевич, 9 çул салтак службинче тăнă, революциччен аслă унтер-офицер пулнă (хресчен ачисемшĕн çакă вăл вăхăтра пысăк чыс шутланнă). Чĕмпĕр хулинче çар вĕрентỹ заведенийĕнче ĕçленĕ. Граждан вăрçи вăхăтĕнче батальон командирĕ пулнă. Питĕ ĕçчен, тирпейлĕ çын пулнă вăл. Ыттисенчен хутла пĕлнипе, çынран çирĕп ыйтма пултарнипе уйрăлса тăнăран ăна ял совечĕн пĕрремĕш председателĕ пулма суйланă. Амăшĕ, Ирина Федоровна, Вырăскассинчи Медведевсен çемйинчен. Çамрăклах амăшĕнчен тăлăха тăрса юлнăскере шкула вĕренме яман, хуçалăхра ĕçлеттернĕ. Вăл вара хăй тĕллĕн килте вулама, çырма вĕреннĕ. Çут çанталăк панă педагог таланчĕ пулнă унра: вăл нихăçан та вăрçăнман, ял-йышпа килĕштерсе пурăннă. Ăна хисепленĕ, юратнă. Ирина Федоровна питĕ нумай юмах-халап пĕлнĕ. Ĕмĕрĕпех колхозра ĕçленĕ. Виçĕ вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă Никифор Порфирьевич ачисене вĕрентес тесе тăрăшнă. Черновсен çемйинче виçĕ учитель. Петр Никифорович Çуткỹлти пуçламăш, Курнавăшри çичĕ çул вĕренмелли, Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулсенче вĕреннĕ. Класран класа мухтав хучĕсемпе куçса пынă. Спортпа туслă пулнă, математикăпа литературăна юратнă, сăвăсем, пьесăсем çырнă. Ахальтен "Математик чунра поэт пулмалла" темеççĕ пулĕ çав. Шкулта чухнех ертỹçĕ пулнă _ отряд вожатăйĕ, вĕренекенсен комитечĕн председателĕ... Петр Никифоровичăн автобиографине вуланă май нумаях пулмасть Шупашкарта "Математика пуриншĕн те, кашнин валли те" темăпа иртнĕ çавра сĕтел хушшинчи калаçу аса килчĕ. Унта Чăваш Республикинчи вĕрентỹ министрĕн çумĕ С.В.Петрова Иорданинчи шкултан вĕренсе тухакансем 14 экзамен тытни çинчен аса илчĕ. 1947 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухнă чухне П.Н.Черновăн 14 экзамен тытмалла пулнă. Çĕнĕ Пăва шкулĕнчи 18 çамрăкран иккĕн çеç, вĕсенчен пĕри П.Чернов, çак экзаменсене ăнăçлă тытса алла аттестат илме пултарнă. Ун чухне районта пĕр комисси кăна пулнă, экзаменсене Елчĕк шкулĕнче тытнă. 1949 çулта Петр Никифорович Шупашкарти учительсен институчĕн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухса Курнавăш шкулĕнче ĕçлеме тытăннă. 1950-1952 çулсенче Совет Çарĕнче ятарлă артиллери бригадинче службăра тăнă. Çулталăка яхăн кĕçĕн командирсен шкулĕнче артиллерист-разведчика вĕреннĕ. Кайран ăна салтаксене вĕрентме хăварнă. Курсантсем хăйсен вĕрентекенне хисепленĕ. П.Чернов кунта та командованин тав çырăвĕсене, хисеп хучĕсене, хаклă парнисене тивĕçнĕ. Каярахпа çар училищинче экстерн майĕпе экзаменсем тытса офицер пулса тăнă. Вăл вăхăтра Михаил пиччĕшĕ Фрунзе ячĕллĕ çар академинче вĕреннĕ. Петр Никифорович хăйне çар службинче юлма ыйтнине пĕлтерсен пиччĕшĕ ăна амăшне пĕччен йывăр пулассине аса илтернĕ. 1952 çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче вăл килне таврăннă. Çар службинче пулни ăна чăн-чăн учитель пулма нумай пулăшнă. 1953 çултан тытăнса Петр Никифорович Чернов Елчĕк шкулĕнче физикăпа математика предмечĕсене вĕрентнĕ. Куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне пĕтернĕ. Обществăлла ĕçрен те пăрăнман. 1953-1967 çулсенче учительсен профсоюзĕн районти комитечĕн председателĕ пулса тăрăшнă. Ун чухне профсоюз нумай тĕрлĕ ыйтăва татса панă. Çав вăхăтрах класс ертỹçи, математика кружокĕн ертỹçи, Елчĕкри пионерсемпе шкул ачисен çуртĕнче каçсерен фотокружок занятийĕсене ирттернĕ, райцентрти колхозра пропагандист пулма та ĕлкĕрнĕ. "Лайăх арăм çумĕнче арçын вăрăм ĕмĕрлĕ пулать" тенине илтнĕ ватă çынсенчен. Чăнах та, Петр Никифорович паянхи кун та çакăн пек сывлăхлă та тирпейлĕ тăнинче унăн мăшăрĕн, Лидия Егоровнăн тỹпи те пысăк. 1954 çулта çемье çавăрнă вĕсем. Лидия Егоровна та 42 çул ачасене вĕрентнĕ: малтан кĕçĕн классенче ĕçленĕ, институт пĕтернĕ хыççăн шкулта вырăс тата чăваш чĕлхи урокĕсене ертсе пынă. 1958 çулта хăйсем аллипе хăпартнă хăтлă та ăшă, тирпейлĕ çуртра пурăнаççĕ Черновсем. Сад ĕрчетнĕ, улма-çырла, пахча çимĕç яланах çителĕклĕ. Хурт-хăмăр ăстин ĕçĕ сахал мар, выльăх-чĕрлĕхне те, чăх-чĕпне те усраççĕ. Тивĕçлĕ канура пулсан та алă усса лармаççĕ. П.Н.Чернов математика предметне вĕрентнисĕр пуçне черчени, рисовани, машиноведени, физкультура, физикăпа астрономи урокĕсене ирттернĕ. Шкулта трактористсем те хатĕрленĕ. 1962-1966 çулсенче шкул директорĕн производство вĕрентĕвĕ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. 1966 çултан пуçласа 1989 çулччен Елчĕк шкулĕн директорĕ пулса тăрăшнă. Çав çулсенче Елчĕк шкулĕнче вĕренме тỹр килнишĕн эпĕ çав тери савăнатăп. Вăл пире математика вĕрентмен, анчах та уроксене итлеме килсен пирĕн пек ют ялсенчен килнĕ ачасемпе те уйрăмшарăн калаçма май тупатчĕ. Манран вунă çул аслăрах аппа çинчен аса илсе: "Математикăна лайăх пĕлетчĕ, халь ăçта ĕçлет, мĕнле пурăнать?", _ тесе ыйтнинчен питĕ тĕлĕннĕччĕ. Çавăн чухлĕ ача çинче кашнине мĕнле астăвать-ши, тенĕччĕ. Кристина Краснова вĕренекенпе Петр Никифоровичăн ĕçĕ-хĕлне тĕпчерĕмĕр, ун патĕнче пулса килĕнчи архивĕнчи тĕрлĕ çулсенчи документсемпе, сăн ỹкерчĕксемпе, вĕрентекен тивĕçнĕ наградăсемпе паллашрăмăр. "Математика в школе" журналта пичетленнĕ Л.Г.Теллинпа В.И.Элеменкин çырнă статьяна вулатăп та, çакăн пек шухăшсем çуралаççĕ. Халĕ шкулсем тĕрлĕрен аслă шкулсен эксперимент площадки пулмалли çинчен калаçатпăр. Петр Никифорович ун чухнех çакна ăнланса илнĕ. Ял ачисене институтсене вĕренме кĕме çул уçса парас тенĕ. Елчĕк шкулĕнче студентсем практика ирттернĕ. Эпир те, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультечĕн 5-мĕш курс студенчĕсем, 1984 çулта Елчĕке килнĕччĕ. Петр Никифорович кашни студентăн урокне итлесе хак паратчĕ, ырă канашпа, сĕнỹпе пулăшатчĕ. Нихçан та начар каланине астумастăп, яланах "çапларах тунă пулсан тата лайăхрах пулатчĕ" тени çеç асра. РОНОра методистра ĕçленĕ вăхăтра та уроксенче пулса тата лайăхрах ĕçлеме хавхалантаратчĕ. Ют çын урока кĕрсе ларсан кирек мĕнле вĕрентекен те хумханать. Петр Никифорович вара хăйĕн ăшă куллипе, лăпкă сассипе çакăн пек самантсене ирттерсе яма пулăшатчĕ. Манăн хама чăннипех те П.Н.Черновăн вĕренекенĕ тесе калас килет. Тавах, Сана, Вĕрентекенĕм. Пысăк коллектива ертсе пынипе пĕрлех П.Н.Чернов наука ĕçĕсем те çырма пултарнă. Педагогика институтĕнче çулсерен иртекен наукăпа практика конференцийĕсенче тухса калаçнă, тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленнĕ. Вăл 20 ытла статья тата "Пурнăç таппи" кĕнеке авторĕ. Çак кĕнекере СССР халăх учителĕ хăйĕн шкулти ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырса кăтартнă. Вăл çырса пынисенче ачасене вĕрентес, вĕсене сапăрлă пăхса ỹстерес ĕçре шкул йышĕн, уйрăм вĕрентекенсемпе воспитательсен пархатарлă ĕçĕсене çутатнă. Пирĕншĕн, хальхи шкул ертỹçисемшĕн, вăл кашни кун усă курмалли кĕнеке, пысăк тупра пулса тăчĕ. Виçĕ ача çитĕнтернĕ Черновсем. Вĕсем пурте шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Галинăпа Валентина хĕрĕсем _ экономистсем, Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ. Иккĕшĕ те Шупашкарти трактор тăвакан заводра ĕçлеççĕ. Владимир ывăлĕ те çак университетăн электротехника факультетĕнче вĕреннĕ. Вĕренсе тухсан Екатеринбург хулинчи "Урал-электротяжмаш" завод çумĕнчи наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕçленĕ. Халĕ хăйĕн "Энерготехсоюз" фирмине ертсе пырать. Вырăскассин мухтавлă ывăлĕпе Петр Никифорович Черновпа эпир чăннипех мухтанатпăр, унăн пархатарлă ĕç-хĕлне тĕслĕх вырăнне хуратпăр.



"Елчĕк Ен"
28 апреля 2009
00:00
Поделиться