Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлемелле

 
 Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Власов Кĕçĕн Таяпари тата Таяпа Энтринчи граждансен пухăвĕсенче 2010 çулхи Пĕтĕм Раççей халăхĕн çыравĕ ял тăрăхĕнче кирлĕ шайра пулса иртессе шантарса каларĕ. Ял тăрăхĕнче асăннă яваплă ĕçе унчченех хатĕрленме тытăннă. Çыравпа çыхăннă мероприятисен планне депутатсен пухăвĕнче çирĕплетнĕ. Граждансен пухăвĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çирĕплетнĕ планпа тĕплĕн паллаштарчĕ. Çак ĕçре ял тăрăхĕнчи библиотекарьсем, учительсем, культура ĕçченĕсем пысăк пулăшу панине палăртрĕ. Вĕсем халăх çыравне ирттерес тĕлĕшпе тĕрлĕ информаци стенчĕсем туса хатĕрлесе вырнаçтараççĕ, ял çыннисем хушшинче ăнлантару ĕçĕсене туса ирттереççĕ. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекен специалистсем хуçалăх кĕнекисене тĕплĕн тишкерсе тухса ялсенче пропискăра тăракан, хулара пурăнакан граждансене шута илнĕ. Хуçалăх кĕнекинче çаксем çинчен тĕплĕн çырса пыраççĕ. Хăш-пĕр граждансем хулара пурăнса ялта пропискăра тăнипе транспорт налукĕсене тỹлемеççĕ, суд приставĕсем вĕсене ял тăрăх шыраса çỹреççĕ. Çыравччен туса ирттермелли яваплă ĕçсенчен пĕри _ урам ячĕсене, çурт номерĕсене тĕрĕс палăртасси. Урам ячĕсенче унччен пулнă йăнăшсене пурне те тỹрлетсе çырнă. Хальхи вăхăтра çурт номерĕсене çĕнетессипе ĕçлеççĕ. Таяпа Энтри ялĕнче çак ĕç лайăх пулса пырать. Аслă урамра, Тукасра В.Щипцов, Ю.Соколов, А.Спиридонов, П.Григорьев, А.Прокопьев, Л.Яковлев, П.Иванов, В.Петров, В.Шадриков, С.Орлов, Ю.Ласточкин хăйсен çурчĕсен номерĕсене, урамсен ятне илемлĕ шрифтпа çĕнĕрен çыртарса çурчĕсем çине вырнаçтарнă _ аякранах куçа курăнаççĕ вĕсем. Çак урамра виçĕ хуçалăхра вара пур номерсене çапса хуман _ вĕсене çакăн пирки асăрхаттарнă ĕнтĕ. Пурте газпа, электроэнергипе усă куратпăр, çавăнпа кашни çуртăн номер пулмалла. Газовиксене, электриксене, чирлесе ỹксен "Васкавлă пулăшу" машинине чĕнсе илмелле пулсан та урам ятне, çурт номерне пĕлтермелле. Паспортра прописка çине те урам ячĕпе çурт номерне çырса хураççĕ. Апла пулсан, кашни çуртăн номер пулмалла, вăл лайăх курăнса тăмалла. Халăх çыравне ăнăçлă ирттерсе ярасси ял тăрăхĕнчи граждансенчен те нумай килет. Йышпа пулса тăрăшса ĕçлессе шанатпăр.


"Елчĕк Ен"
28 апреля 2009
00:00
Поделиться