Пĕтĕм тĕнчери кризиса пула чылай предприяти-организацисенче штатсене пĕчĕклетеççĕ. Çапах та нумай ĕçчен саккуна пĕлменрен хăйсен ирĕкне хỹтĕлеймест. Çакна тĕпе хурса эпир тĕрлĕ ыйту çине хурав илес тĕллевпе А.Воробьев юристпа курса калаçрăмăр. _ Андрей Владимирович, штата пĕчĕклетнĕрен ĕçлекен çынна хăйне ĕçрен хăтарасси пирки асăрхаттарнăранпа икĕ уйăх иртиччен кăларса яма пултараççĕ-и? _ РФ Ĕçлев Кодексĕн 180 статйин 3 пайĕпе килĕ-шỹллĕн, ĕçченĕн ĕçрен палăртнă срокран маларах каяс кăмăллине пĕлтерсе çырнă килĕшĕвĕ пулсан, ĕç паракан хăй патĕнче вăй хураканпа йышăннă ĕç килĕшĕвне маларах та пăрахăçлама пултарать. Ун пек чух кăларса ярасси пирки асăрхаттарнă тапхăрччен юлнă вăхăта тĕпе хурса ăна вăтам шалу виçипе хушма компенсаци тỹлемелле. Унсăр пуçне РФ Ĕçлев кодексĕн 178 статйипе килĕшỹллĕн, кăларса ямалли çынна уйăхри вăтам шалу виçипе пособи памалла. Çавăн пекех ĕçе вырнаçнă тапхăрта унăн уйăхри вăтам шалăвĕ сыхланса юлать. Çак вăхăт ĕçрен кăларнăранпа икĕ уйăхран ытла пулмалла мар. Ку тỹлев шутне кăларса янă чухне тивĕçнĕ пособи те кĕрет. _ Штата пĕчĕклетнĕ чух мĕнле категорине кĕрекен граждансене кăларса яма пултараймаççĕ. _ РФ Ĕçлев кодексĕн 261 статйин 1 пайĕпе килĕ-шỹллĕн çире пур хĕрарăмпа тунă (организацие хупнă е уйрăм предприниматель ĕçне чарса лартнă тĕслĕхсĕр пуçне) ĕç килĕшĕвне пăрахăçлама юрамасть. Кодексăн 81 статйин 1 пайĕн 2 пункчĕ тăрăх, йыша чакарнипе е кĕскетнипе 3 çула çитмен ача амăшĕсене, 14 çула çитмен ачана пĕччен ỹстерекен амăшĕсене, 18 çула çитмен сусăр ача амăшĕсене, çавăн пекех çỹлерех асăннă ушкăна кĕрекен амăшĕсĕр юлнă çул çитмен çамрăксене çитĕнтерекен, отпускри çынна ĕçрен кăларма ирĕк çук. _ Штата пĕчĕклетнĕ чух ĕçре хăвармалли ирĕкпе камсем чи малтан усă курма пултараççĕ? _ Кун евĕр ирĕкпе чи малтанах пысăк тухăçлă тата квалификациллĕ ĕçченсем усă курма пултараççĕ. Йыша чакарнипе е штата пĕчĕклетнипе кăларса яма палăртнă кандидатсен ĕç тухăçлăхĕн тата квалификацийĕн кăтартăвĕсем пĕр пек пулнине документпа çирĕплетсен ĕçре юлмалли ирĕкпе усă куракансем çаксем: çемьеллĕ çынсен çемьере ĕçлеме пултарайман икĕ е ытларах çын пĕтĕмпех ун шучĕпе пурăнсан е унăн пулăшăвĕ вĕсемшĕн пурнăçа тытса пымалли пĕртен-пĕр çăл куç шутлансан; унсăр пуçне çемьере хăйсем тĕллĕн ĕçлесе илме пултарайман çынсем кăна пулсан; ĕçпе тивĕçтерекен патĕнче тăрăшнă тапхăрта сусăрланнисем _ професси чирĕпе нушаланакансем; Тăван çĕршывăн аслă вăрçин инваличĕсем; ĕç паракан палăртнипе ĕçленĕ вăхăтрах квалификацине ỹстерме янă çынсем; изобретени авторĕсем; çар çыннисен (патшалăх организацийĕнчи, çар чаçĕнчи) арăмĕсем; çар службинчен маларах янисен шутне кĕрекен граждансем, çавăн пекех вĕсен çем-йисен членĕсем _ çар служби хыççăнах пĕрремĕш хут вырнаçнă пулсан; призывпа çар службине илнĕ служащисен пĕччен амăшĕсем; радиаци витĕмне пула пайăрка чирĕ е ытти амак лекнĕ, е вĕсене тỹссе ирттернĕ çынсем. _ Редакцие К. çакăн евĕр ыйтупа кĕрсе тухрĕ. Фирма ĕçченĕсене штата пĕчĕклетесси пирки пĕлтернĕ вăхăтра К. черетлĕ отпускра каннă. Хăйĕн должноçне пĕтересси çинчен ăна отпуск пĕтсен тин, ыттисене хыпарланă датăпа палăртса пĕлтернĕ. Çакă саккунпа килĕшсе тăрать-и? _ РФ Ĕçлев кодексĕн 180 статйин 1 пайĕ тăрăх, йыша чакарасси е ĕçлекенсен штатне пĕчĕклетесси çинчен кăларса яриччен икĕ уйăх маларах кашни çынна расписка тăрăх уйрăммăн пĕлтермелле. Малтан асăрхаттарса хунă вăхăта çын хăй килĕшнĕ пирки çырса пĕлтерсен çеç кĕскетме ирĕк пур. К. тĕслĕхĕнче должноçа пĕтересси çинчен асăрхаттарнипе паллаштарнă датăна кăтартмалла. Ун хыççăнхи кунран малтан пĕлтерсе хунин икĕ уйăхлăх тапхăрĕ пуçланать. _ Штата пĕчĕклетнĕ чух администраци çынна сахал шалуллă ĕç сĕнни тĕрĕс-и? _ РФ Ĕçлев кодексĕн 81 статйин 3 пайĕ тăрăх штата пĕчĕклетнĕ чух ĕçпе тивĕçтерекенĕн ĕçрен хăтарнă çынна унăн сывлăхне кура пурнăçлама пултаракан тепĕр вырăн _ должноçпа пĕчĕкреххи е сахал тỹлекенни _ сĕнмелле. _ Калаçушăн тавах.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.