Юлашки вăхăтра библиотекăсенче, шкулсенче И.Я.Яковлев çуралнă куна халалласа чăваш чĕлхин кунĕсем, эрнисем ирттересси йăлана кĕчĕ. Ыт ахальтен мар ака уйăхĕн 25-мĕшне Чăваш чĕлхин кунĕ тесе йышăннă. Çак уявсем кашни çĕрте тĕрлĕрен иртеççĕ. Ака уйăхĕн 18-25-мĕшĕсенче Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхин эрни иртрĕ. Çак уява кĕçĕн класран пуçласа аслă класс вĕренекенĕсем таранах хутшăнчĕç. Кĕçĕн классем "Чăваш халăхĕн паллă çыннисем" ятпа уяв-конференци ирттерчĕç. И.Я.Яковлевпа Г.Н.Волковăн паха ĕçĕсемпе паллаштарчĕç, А.Г.Николаев летчик-космонавт пултарулăхне палăртрĕç, Елчĕк тăрăхĕнчен тухнă чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕн _ А.В.Игнатьевăн ỹсĕмĕсене хакларĕç. СССР халăх учителĕн П.Н.Черновăн 80 çулхи юбилейне халалласа тĕрлĕ мероприятисем йĕркелерĕмĕр: шкул музейĕнче "П.Н.Чернов _ Чăваш халăх вĕрентекенĕ" ятпа экскурси-курав йĕркеленĕ, кашни класрах калаçу урокĕсем иртрĕç. Сăвă çыракансен конкурсне йĕркелени те ачасен чăвашлăх туйăмне вăйлатрĕ. Чăваш тени вăл хăй те чăвашлăхпа илемлĕ. Чăваш чĕлхин эрни СССР халăх вĕрентекенне П.Н.Чернова 80 çул тултарнă ятпа саламласа ирттернĕ уяв каçĕпе вĕçленчĕ. Елчĕк енĕн паллă çыннисене пирĕн манас марччĕ. Хамăрăн чăваш ятне çỹле çĕклессишĕн тăрăшар, чăваш пулнишĕн савăнар.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.