Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çамрăксемшĕн çул уçă

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче тĕрлĕ хуçалăхра тăрăшакан Елчĕк çамрăкĕсем Курнавăшри культурăпа информаци центрне пуçтарăнчĕç. Çак кун вĕсем республикăри ытти районсенчи çамрăксем пекех "Чăваш Енĕн ялĕсенчи çамрăксен малашлăхĕпе чăрмавĕсем" ятпа иртнĕ республика шайĕнчи интернет-конференцие хутшăнчĕç. Елчĕк, Патăрьел, Йĕпреç, Муркаш яш-кĕрĕмĕ çак Интернет-конференцие хутшăннă Чăваш Республикин ял хуçалăх министрне М.Игнатьева, вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрне Г.Черновăна, Чăваш Республикин хула строительствин тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министрне А.Гончарова, республикăн ытти ертỹçисене тỹррĕн ыйтусем парса вĕсем çине хуравсем илме пултарчĕç. Мĕн пăшăрхантарать паянхи çамрăксене? Чи малтанах ял ĕçченĕ туса илекен продукци йỹнĕ пулни. Чылай чух ялта тивĕçлĕ те тухăçлă ĕç тупма çукки те ура хурать. Çапах та патшалăх умри чăрмавсене сирес, çамрăксене ялта юлма лайăх условисем туса парас тесе тăрăшать. Çурт-йĕр çавăрас ĕçре тĕрлĕ программăпа усă курнă çемьесен йышĕ районта пысăк. Пуçаруллă та тăрăшуллă пулнăран çулсеренех Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине тивĕçекенсем те сахал мар. Интернет-конференцие хутшăннă Юрий Чернов ("Прогресс" ЗАОн зоотехник-селекционерĕ) çемйи, сăмахран, "Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" программăпа усă курма пултарчĕ, Юрий Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине те тивĕçрĕ. Унăн мăшăрĕ Вера та асăннă хуçалăхра тĕп зоотехникра тăрăшать. Ĕçчен çемье икĕ ача ỹстерет. Тăрăшуллисем тата та пур. "Комбайн" хуçалăхра дояркăра ĕçлекен Надежда Носовăпа мăшăрĕ _ Иван та тăван хуçалăхра тăрăшаççĕ. Н.Носова кăçал Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ ята тивĕçрĕ. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи Оксана Мясникова вĕрентекенĕн çемйи "Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" программăпа килĕ-шỹллĕн çурт çĕклерĕ. Интернет-конференци вĕçленсен яшсемпе хĕрсем район пуçлăхĕн çумĕпе Л.Левыйпа, райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕпе Н.Малышкинпа, культура тата информаципе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕпе А.Александровăпа уçă калаçу йĕркелерĕç, ял çамрăкĕсемпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене хускатрĕç.


"Елчĕк Ен"
28 апреля 2009
00:00
Поделиться