-
Главная
-
Пресс-центр
-
Публикации
Террорла ĕçсенчен асăрханар
|
Шалти ĕçсен пайĕн работникĕсем ют çĕршывсенчен, урăх регионсенчен района килнĕ çынсемпе, пропискăсăр пурăнакансемпе тĕл пулаççĕ, вĕсем хушшинче террорла тата экстремистла организацисенче тăракансем пуррипе çуккине тĕпчеççĕ. Уйрăм пĕлтерĕшлĕ объектсенче пулса руководительсемпе пĕрле террорла ĕçсенчен сыхланмалли мерăсем йышăнни, хỹтлĕх тĕллевĕсене палăртни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунашкал мероприятисем кашни кварталтах иртеççĕ. Çак объектсем таврашĕнче милици нарячĕсене те вăйлатнă. Сотрудниксем административлă çуртсен шалти тата тулашри хуралне мĕнле йĕркеленине тĕрĕслеççĕ, çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăвараççĕ. ГАИ сотрудникĕсем, "Шырав" ушкăн милиционерĕсем район территорийĕпе иртекен автотранспорта тĕрĕслеççĕ. Граждансене пĕлсе тăма çакна асăнас килет: вокзалта, пасарта, лавккасенче, вĕрен-тỹпе культура заведенийĕсенче, больницăра хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан япаласене _ хуçасăр сумкасемпе чăматансене, хутаçсемпе ешчĕксене асăрхасан пĕр тăхтаса тăмасăр милицин дежурнăй чаçне шăнкăравлама ыйтатпăр. Çуртсен çывăхĕнчи палламан çынсем те кашнинех сисчевлентерме тивĕç. |