Нумаях пулмасть пĕр çамрăк хĕрпе калаçма тỹр килчĕ. Педуниверситетра вĕреннĕскер, хальхи вăхăтра Шупашкарта культура ĕçĕнче тăрмашать. Калаçнă май тĕлĕнтĕм _ хĕр сулахай тата сылтăм сăмахсен пĕлтерĕшне чăвашла пĕлмест. Эрнери кунсен ячĕсене те арпаштарать. Ашшĕ-амăшĕ чăваш, ялта çуралса ỹснĕ, кунтах шкул вĕреннĕ. Кам вăл çак хĕр? Мĕнле халăх хĕрĕ? Кун пек тĕслĕх сайра тĕл пулсан юрĕччĕ. Анчах пиншер-пиншер чăваш хăйĕн тăван чĕлхине ют чĕлхепе хутăштарса калаçать. Сăмахпа сăмаха чăвашла çыхăнтараймасть. Сыпăну валли вырăс е урăх чĕлхе сăмахĕ кирлĕ. Тепри тата вырăс намăс сăмахĕсемсĕр чăвашла калаçма пултараймасть. Пĕррехинче телевизорпа Шупашкартан паракан çĕнĕ хыпарсене итлесе ларатăп. К.Иванов ячĕллĕ драма театрĕнче ĕçлекен пĕр хĕрарăма (хушаматне астумастăп) "Чăваш халăхĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ" ятне панă. Çак чаплă актриса микрофонпа телекамера умĕнче хăйĕн ĕçне пысăка хурса хисепленĕшĕн тав турĕ, малалла тата лайăхрах ĕçлеме сăмах пачĕ. Анчах мĕнле чĕлхепе калаçрĕ вăл?! Çурри вырăсла, çурри чăвашла! Икĕ чĕлхине те хуçса-пăсса "мăшкăлларĕ". Ман шутпа çак "хисеплĕ ĕçченшĕн" чăваш чĕлхи ĕçри тумтир вырăнне çеç. Ĕç пĕтсен хывса пăрахса хăварать те килте, урамра, ытти вырăнсенче "трехюплĕ вила" чĕлхипе калаçма пуçлать. Ватăрах çынсем астăваççĕ-ха _ ĕлĕк улăм хушăкĕсене алăпа купаланă чухне йывăçран хатĕрленĕ виçĕ юплĕ сенĕкпе усă курнă. Пĕр çын, хăйне чăвашран çỹлерех хурса вырăсланас тесе тăрăшаканскер, çак виçĕ юплĕ сенĕке "трехюплĕ вила" тесе ят панă. Çак сăмахсем суя маррине Тăрăмпа Кипеç ялĕсенче пурăнакансем çирĕплетме пултараççĕ. Мăн асаттесен чĕлхине манса пыратпăр. Пушкин, Толстой, Тургенев чĕлхипе ыррăн калаçма пĕлместпĕр. Çамрăк ăрăва мĕне вĕрентетпĕр? Кам пулса çитĕнеççĕ вĕсем? Тăван чĕлхене манса пыракан халăхăн пуласлăхĕ пур-ши? Эстонинче, Литвара, Латвире вырăссем, белоруссем, украинецсем, поляксем тата ытти халăх çыннисем те нумаййăн пурăнаççĕ. Çак çĕршывсенчи саккунсемпе килĕшỹллĕн пур халăх çынни те хăйсем пурăнакан çĕршывăн тĕп чĕлхине пĕлмелле. Сăмахран, Эстонинче эстон чĕлхине пĕлмелле. Унсăрăн патшалăхăн тĕп чĕлхине пĕлмен çын патшалăх тытăмĕнче ĕçлеймест, депутата е урăх вырăна та суйланаймасть. Мĕншĕн пирĕн çĕршывра телевидени, хаçат-журнал эстонецсене хурларĕç, сивлерĕç. Раççейĕн Патшалăх Думинче вырăсла пĕлмен депутатсем пур-и? Çук! Мĕншĕн эпир ют çĕршыв çыннисем хăйсен тĕп чĕлхине хỹтĕленĕшĕн вĕчĕрхенетпĕр, тарăхатпăр? Чăваш чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине аталантарассипе сахал тимлетпĕр-ха. Çакăн пек калама сăлтавĕсем те пур. Тĕслĕхрен, чăваш телевидени программине тишкерер-ха. "Раççей" каналĕпе кунне икĕ сехет ытларах куратпăр Шупашкар кăларăмĕсене. Кăларăмсен çурри _ çĕнĕ хыпарсем. Вунă-вун пилĕк çул каялла чăваш çыравçисем çырнă спектакльсене кураттăмăр, чăннипех те чаплă юрăçсем юрлакан, ырă туйăмсем çуратакан юрăсене итлеттĕмĕр. "Эпĕ сана юратрăм, эсĕ манпа выртмарăн" е "укçа пулсан сар хĕр пулать" _ çакăн пек юрăсем шăрантараççĕ паян хăйсене юрăçă тесе шутлакан "мĕлкесем". Енчен те культура вучахĕсем, телевидени, радио, хаçат-журналсем, театрсем, эстрада тĕрлĕрен таса мар чунлă çынсем аллинче, вĕсемшĕн мул _ укçа, "чап" пухмалли вырăн пулса тăрсассăн _ халăх культури çине, историйĕ çине хĕрес лартмалла пулать. Нимĕнле чаплă культура керменĕсем _ вулавăшсем те пулăшмĕç. Манăн тĕрлĕ шайри ертỹçĕсенчен, депутатсенчен, чăннипех сумлă, чаплă çыравçăсенчен, артистсенчен, вĕрентекенсенчен ыйтас килет: "Чăваш чĕлхин сумлăхне, унăн пĕлтерĕшне çỹлелле çĕклес тесе паян мĕн тумалла? Паянах, халех, ырана хăвармасăр?" Чăвашла пĕлмен çынсене вырăнти халăх чĕлхине вĕренме пулăшмалла. Тỹлевсĕр, васкамасăр, тĕплĕн шухăшласа. Енчен те ман сĕнỹ камшăн та пулин айванлăх пек туйăнать пулсан çав çынсенчен хурав илтес килет пĕр ыйту çине: "Чăваш Республикин Конституцийĕпе килĕшỹллĕн чăваш халăх чĕлхипе вырăс халăх чĕлхи пĕр танлă, пĕр шайра. Çак пĕр танлăха мĕншĕн хисеплеместпĕр?" Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет. Тăван чĕлхене хỹтĕлени, малалла аталантарма пулăшни национализмпа çыхăнса, пĕрлешсе тăмасть. Чăнах та патриот маскине тăхăнса влаç еннелле тĕрлĕрен йĕкĕтсем ăнтăлаççĕ. Л.Н.Толстой тĕрĕс каланă: "Патриотизм _ йĕксĕксемшĕн юлашки хỹтлĕх". Çавăн пек "патриотсем" пулăшнипе эпир тăван чĕлхене хỹтĕлейĕпĕр-ши? ХХI ĕмĕр вĕçне чăваш чĕлхи музей чĕлхи пулса юлмĕ-ши? Шел, паянхи кун тăван халăх чĕлхин шăпине, малалла вăл упранса, аталанса пырĕ-и е пĕтсе çухалĕ _ эпир пĕлместпĕр. Çак ыйтусем çине пирĕн мăнуксем, мăнуксен ачисем хуравлĕç. Тепĕр çĕр çултан! |