Ют пурлăха вăрласси пысăк
Суд тытăмĕ çĕршывăн наци экономикине аталантарассинче, гражданла обществăна йĕркелессинче паллă вырăн йышăнать. Иртнĕ çул район сучĕ тата 1-мĕш номерлĕ суд участокĕ 147 уголовлă ĕç пăхса тухнă. Преступленисен пĕлтерĕшне, лару-тăрăва кура пăхса тухнă уголовлă ĕçсемпе районти суд органĕсем суд решенийĕсемпе килĕшỹллĕн 2008 çулта 117 çынна айăпланă, çав шутран 15-шне ирĕкрен хăтарнă, 32-шне обязательнăй майпа ĕçлеме, 4-шне ĕçлесе юсанма янă, 32-шне штрафланă, 31 айăпçăна условлă майпа ирĕк прависĕр хăварнă, 3-шне юсану ĕçĕсем çирĕплетсе уголовлă майпа айăпланă, 4-шне палăртнă должноçсене йышăнма, палăртнă ĕçпе ĕçлеме чарма йышăнусем кăларнă. Уголовлă ĕçсен тĕпчевĕн практики кăтартса панă тăрăх, районта çав-çавах ют пурлăха хапсăнасси, çын сывлăхне ятарласа сиен кỹресси пысăк. Уголовлă ĕçсемпе çыхăннă штрафсен виçи 169600 тенкĕпе танлашнă. Иртнĕ çул пурĕ 1560 гражданла ĕç пăхса тухнă, тивĕçтернĕ исксемпе 7842500 тенкĕ шыраса илме палăртнă. 2007 çулхипе танлаштарсан граждансен ĕçĕсен шучĕ палăрмаллах ỹснĕ. Çакă вăл граждансем хăйсен ыйтăвĕсене час-часах суд урлă татса панине, халăх суд органĕсене ытларах та ытларах шаннине тата судран пулăшу кĕтнине кăтартать. 2008 çулта административлă право йĕркине пăснă тĕслĕхпе 500 ĕç пăхса тухнă, çав шутран 7 организаципе предприятие, должноçри 142 çынна, 321 уйрăм çынна явап тыттарнă. Суд йышăнăвĕсемпе килĕшỹллĕн 6 çын ĕçне чарса лартнă, 83-шне административлă майпа арестленĕ, 206-шне ятарлă ирĕкпе усă курма чарнă, 174-шне штрафланă. Штрафсен виçи 124300 тенкĕпе танлашнă. Çыннăн прависене сыхлас, суд ĕçне кашни гражданинах хутшăнма май туса парас енĕпе суд аппаратĕнче тăрăшакансем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Документсен электронлă çаврăнăшне йĕркелени, кирлĕ хутсене электронлă носительсем çине куçарни ĕçе çăмăллатать. Район сучĕн сайтне кĕрсе кирек кам та суд ĕçĕ-хĕлĕпе, судăн ĕç йĕркипе, итлеме палăртнă ĕçсемпе, статистикăпа паллашма пултарать. Суд тытăмне малалла çĕнетес, суд влаçĕн ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне ỹстерес, Раççейри суд ĕçне тĕнчери стандартсен шайне çитерес ĕçре Раççей Федерацийĕн Правительстви 2006 çулта йышăннă "Раççейри суд тытăмĕн 2007 _ 2011 çулсенчи аталанăвĕ" тĕллевлĕ программи пысăк вырăн йышăнать. |
"Елчĕк Ен"