Ял çинче хисепре
Валентина Ильинична Костина (хĕр чухнехи хушамачĕ Павлова) Кивĕ Арланкасси ялĕнче çуралнă. Çемьери пĕрремĕш ача. 1961 çулта ялти пуçламăш шкула пĕрремĕш класа вĕренме кайнă, тăрăшулăхпа, хастарлăхпа палăрса тăнă. Кĕçĕн класра пĕлỹ илнĕ хыççăн Энтепери 8 çул вĕренмелли шкулта ăс пухнă, Аслă Пăла Тимеш шкулĕнче вăтам пĕлỹ илнĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăта вăл ăшшăн аса илет, юлташĕсем, хăйне вĕрентнĕ учительсем çинчен ыррине çеç асăнать. Малалла вĕренес, пĕлỹ шайне тарăнлатас тесе талпăнакан хĕр тĕп хуламăра çул тытнă. Аслă пĕлỹ илес тĕллевпе И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕрет, куçăмсăр майпа вĕренет. Энтепери шкулта ачасене вĕрентме тытăнать. Малтанах математика вĕрентекенĕ те, библиотекарь та, аслă вожатăй та пулса ĕçлет. 1979 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Валентина пĕр ялтах выляса-кулса, туслă ỹснĕ Валерий Костинпа çемье çавăрать. Килĕшỹллĕ мăшăра чылай çын ăмсаннă, пĕр-пĕрне вĕсем ăнланса, пулăшса пурăннă. Мăшăрĕ тракторпа ĕçленĕ, хисепе тивĕçнĕ. Çемьере часах йыш хутшăннă. Светлана ят хунă пепкине. Çамрăк мăшăр чĕререн савăннă, ашшĕ-амăшĕ вара пулăшса тăнă. Пĕчĕкренех хĕрне тỹрĕ чунлă пулма, ватти-вĕттине, юлташсене хисеплеме вĕрентнĕ. Ĕçе хăнăхтарнă май, пĕлỹ тĕнчинче çирĕппĕн утма хавхалантарнă. Хĕрĕ вăтам шкултан "пиллĕк" паллăсемпе кăна вĕренсе тухнă. Аслă пĕлỹ илнĕ. Хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнать, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вăй хурать. 1977 çултан пуçласа паянхи кунчченех ачасене математика предметне вĕрентет Валентина Ильинична. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать. Вĕрентекен çеç мар вăл, класс ертỹçи те. Класс руководителĕн вара тем тума та пĕлмелле: ачасен кăмăлне тупма та, кирлĕ вăхăтра пулăшу пама та, ашшĕ-амăшĕпе пĕр шухăш-кăмăллă пулма та, интереслĕ те усăллă мероприяти ирттерме те... Хальхи вăхăтра вăл çиччĕмĕшсен класс ертỹçи. Тăххăрăн вĕсем. Тĕрлĕ характер, пурнăç çине пăхни те тĕрлĕрен... Ачасене тĕрĕс воспитани парасчĕ тесе ырми-канми вăй хурать вĕрентекен. Ĕçри çĕнĕ технологисене алла илессишĕн тăрăшать, пурнăç уттинчен юласшăн мар. 37 çул ытла тăван шкулта тăрăшать Валентина Ильинична. Шкул, район, республика шайĕсенче иртекен конкурссене те сахал мар хутшăнать вăл, Хисеп хучĕсене те тивĕçнĕ. Предмет олимпиадисенче унăн вĕренекенĕсем пĕрре мар çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă. Тĕрлĕ çулсенче вĕреннĕ Леонид Иванов, Леонид Исаев, Владимир Гаврилов, Стас Иванов, Василий Артемьев, Марина Ефремова, Юрий Меньшой, Елена Кушникова, Николай Алюнов, Сергей Воронцов математика урокĕсенче питĕ хастар пулнине асăнать вĕрентекен. "Хам доска çине задача условине çырса пĕтериччен хуравне тупатчĕç", _ тет вăл. Математика предмечĕпе иртекен тĕрлĕ конкурссенче те вĕсемех çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă. Юлашки çулсенче çакăн пек хастар ачасем сахалланса пынишĕн пăшăрханать учительница. Ачасен пĕлĕвĕ çирĕп пултăр тесе вĕрентỹри тĕрлĕ меслетсемпе, кăтарту хатĕрĕсемпе пĕлсе усă курать, маларах вĕреннĕ темăсене аса илтерсех тăрать. Аслă шкула вĕренме кĕме хатĕрленекенсемпе уйрăмшарăн ĕçлет, кружок ертсе пырать. В.И.Костина ăшă кăмăллă хĕр, аппа, лайăх мăшăр, юратнă анне, ырă чунлă вĕрентекен, инкекре пулăшу пама хатĕр ĕçтеш, "иккĕмĕш анне"... Тараватлă та ырă кăмăллă вĕрентекене ял çыннисем те хисеплеççĕ. Хамăр ĕçтешпе, вĕрентекенпе эпир чăннипех те савăнатпăр, мухтанатпăр. |
"Елчĕк Ен"