Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пурсуй йытăсен ăмăртăвĕ

 Лаш Таяпари "Акар" питомник территорийĕнче пурсуй йытăсем кашкăра тытас енĕпе йăлана кĕнĕ ăмăрту иртрĕ. Унта Чăваш Енри, Самар, Ульяновск облаçĕсенчи сунарçăсем хăйсен йыттисемпе килнĕ. Питомник начальникĕ Леонид Князев пуçаруллă пулнине кура кунта чылай çул ĕнтĕ кашкăрсем усраççĕ. Çакă вара пурсуй йытăсене чи йывăр сунар ĕçне хăнăхма май парать те. Ытти чухнехи пекех хальхинче те куракансем сунар йыттисен ăмăртăвне кăсăкланса пăхрĕç. "Акар"питомникĕнчи "Размах" тата "Козырек" йытăсем тискер чĕр чуна тытас енĕпе 2 степень диплома çĕнсе илчĕç. Ульяновск тăрăхĕнчен килнĕ "Орелпа" "Туман" та хăйсем лайăх сунар йыттисем пулнине çирĕплетрĕç, 3 степень диплома тивĕçрĕç. Итогсене пĕтĕмлетнĕ май тĕп эксперт В. Аладин пурсуй йытăсен хуçисене тунă ĕçсемшĕн тав турĕ.


"Елчĕк Ен"
11 апреля 2009
00:00
Поделиться